Кукамая курма – 10 çухрăмри яла

23 Янв, 2020

Этемĕн пурнăçĕнчи чи телейлĕ вăхăт ачалăх тесен манпа никам та тавлашаймĕ. Чи çывăх çынсен сăпкинчен пил илсе çеç ырă, пултаруллă çитĕнме пулать, тарпа пурнăçланнă ĕç кăна канлĕх кÿрет тесе палăртрĕ пирĕн рубрикăн паянхи хăни. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх Çамрăксен театрĕн артисчĕ, режиссерĕ Дмитрий Петров, «Как Иван за море ходил», «Снежный цветок», «Где живет театр» тата ытти спектакле сцена çине кăларнăскер, вун-вун диплом-тав хутне тивĕçнĕскер. «Тантăш» хаçат вулаканĕсене ачалăхĕпе паллаштарчĕ. Сăмах май, çитес вăхăтра тепĕр çĕнĕ спектакле сцена çине кăларма хатĕрленнине каларĕ, анчах ку хальлĕхе вăрттăнлăх-ха.
1 АТТЕ.  Шăмăршă районĕнчи Пуянкассинче кун çути курнă эпĕ. Хама астума пуçлани атте Анатолий Никандрович мана трактор çине лартса çÿренипе куç умне тухать. Чĕмпĕр хули пирĕн района çывăхрах пулнăран унтах çитнĕччĕ пĕррехинче. Эпĕ 3 çулта чухне вăл çĕре кĕчĕ. Ун умĕнче ларни куç умĕнче. Çак çухату ачалăхра йĕр хăварчĕ. Аннен эпир виçĕ ача — Лилия, эпĕ тата 11 уйăхри Слава — юлтăмăр. Чиркĕве тĕне кĕртме илсе кайрĕç. Пачăшкă алтаре илсе кĕнĕ чухне мана: «Халĕ сана аçуна кăтартатăп», — терĕ. Эпĕ питĕ савăнтăм, куç йĕри-тавра епле хăвăртлăхпа васкаса «чупрĕ-ши», атте кунта пуль терĕм. Анчах пачăшкă турăшсем кăна кăтартрĕ, аттене кураймарăм — чун хурланчĕ…
2 АННЕ.  Пурнăç парнеленĕ çыннăм Луиза Сергеевна колхозра ĕçлетчĕ. Аттерен асли Федя пичче мана тракторпа лартса çÿретчĕ. Шкула кайма тытăнсан «Манăн тракторист пулас килет» сочинени те çыртăм. Асанне пирĕнпе пĕрле пурăнатчĕ. Вăл тĕрлĕ «чĕлхе» — йăла-йĕрке — пĕлетчĕ. Тĕслĕхрен, çуркунне шыв кайнă чухне, пукане туса юхтараттăмăр, унпа чир-чĕр каять. Асанне пире ачашлатчĕ, анне хăш-пĕр чухне вăрçни те пулнă ĕнтĕ, çирĕпрех тытас тенĕ. Вара асанне патне чупаттăмăр, ун çумне пытанаттăмăр. Эпĕ 3-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтра вăл çĕре кĕчĕ. Аннен çирĕп пулма, пурнăçа тытса пыма тивнĕ. Чылай чухне пире, ачапчана, килĕшмен те пуль. Вăл пирĕншĕн кăна пурăнчĕ, хăйĕн пирки шухăшланă тăк мĕнле пулĕччĕ-ши пирĕн ачалăх?.. Унăн сĕчĕпе пире ăс килнĕ, унăн сăмахĕпе пурнăç çулĕн тĕрĕслĕхне тупма пултартăмăр.
3 КАХĂРЛĂ.  Хĕлле уйрăмах урамран кĕрес килместчĕ. Анне ĕçе тухса кайсанах урама вĕçтереттĕмĕр. Вăл килес умĕн кăна киле çитеттĕмĕр — йĕпенсе-шăнса çÿренĕ тесе вăрçма пултарнă-çке. Кахăрлă çырминчи питĕ чăнкă тăвайккинчен картишрен юр туртмалли валашкапа ярăнаттăмăр. 3-4-шарăн лараттăмăр, пуйăсла анаттăмăр. Юнашар ялти ачасем те пуçтарăнатчĕç. Трамплин туса ярăнсан тата интереслĕрех вĕт.
Пирĕн çурта хирĕç пушă лаптăк пурччĕ. Çавна тасатса хоккей лапамĕ турăмăр. Шывсăрах, юр çинче. Конькипе мар ĕнтĕ, пурпĕрех выляттăмăр. Ялти кÿлле тасатнă чухне пысăк йывăçсене кăкланăччĕ. Вĕсен тымарĕнчен клюшка тăваттăмăр, шайба вырăнне мечĕкпе выляттăмăр. Вăл аван кусать вĕт.
Ялта пурăннă та выльăх-чĕрлĕх усрамасăр тăман. Ĕçе вара пĕрле туслăн пурнăçланă: аппа, шăллăм, эпĕ вăштăр- ваштăр ĕçлеттĕмĕр — кашниех хăйĕн яваплăхне пĕлнĕ.
Кукамай пирĕнтен 10 çухрăмри ялта пурăнатчĕ. Унта каяс килнĕ манăн. Юлташа чĕнтĕм, пĕвере шыва кĕтĕмĕр те эпĕ килтен — çăкăр, вăл чĕрĕ çăмарта илсе тухрĕ те утрăмăр кукамайсен ялне. Çул çинче палламан çынсем лаша урапи çине лартса кайрĕç, çитсен антарса хăварчĕç. Кукамайпа кукка тĕлĕнчĕç пирĕнтен. Пурпĕрех пире мунча кĕртрĕç, канфет çитерчĕç. Нумай та пулмарĕ, пире ялĕпе шыраççĕ иккен. Кукка вара мотоциклпа леçрĕ. Ун умĕнче вăрçмарĕ-ха анне. Вăл кайсан кĕлете хупрĕ. Лараттăм, ак юлташ ачине вăрçни илтĕнчĕ.
4 ШКУЛТА.  Аван вĕрентĕм , «4», «5» паллăсемпе. Пĕррехинче акăлчан чĕлхипе урок тума маннă. «Иккĕ» илес килменнипе тетраде кĕнеке хушшине пытартăм. Тăхтав вăхăчĕ, хыççăн каллех акăлчан чĕлхи урокĕ. Тăхтавра выляма пикентĕмĕр. Вĕрентекен класрах ларатчĕ. Ăнсăртран кĕнекене ывăтрăм-ши — манăн тетрадь тухса ÿкрĕ, учитель ăна курчĕ. Урок туманни, манса хăварнă тесе улталани çиеле тухрĕ, «иккĕ» илтĕм. Суйма юраманнине питĕ аван ăнлантăм çавăн чухне.
Шкул ачи чухнех фантази вăйлă аталанма тытăннă пуль манăн. Ачасене самолетпа мĕнле вĕçнисене е тата урăх мĕн те пулин каласа кăтартаттăм, шухăшласа кăлараттăм ĕнтĕ, паллах, анчах чăн пулнă пек ăнлантараттăм. Пухăнса ларсах итлетчĕç. Халĕ те пĕрле пуçтарăнсан аса илсе кулатпăр.
Çĕнĕ çул уявне хĕрачасем илемлĕ тумпа пыратчĕç. Эпĕ те пĕр çулхине тум шухăшласа тупрăм. Хура пусмаран плащ пек хатĕрлесе çурăм çине пĕркентĕм. Хам сăнарăн ятне те пĕлместĕп, анчах Елкăра аванах мăнаçланса çÿрерĕм пулас.
Манăн тăванăн килĕнче гитара пурччĕ. Музыка вĕрентекенне çакна каланă ĕнтĕ эпĕ. «Илсе кил гитаруна урока», — терĕ. Класри ачасемпе тăван патне чупса кайса илтĕмĕр. Хам калама та пĕлмен-ха, урокра пăнтăртаттарса ларма ирĕк паратчĕ. Пĕррехинче çав учитель мана сассуна ит-лесе пăхам, юрла-ха терĕ. Эпĕ яланхи пекех, ачасене култарас тесе кăшкăрса юрларăм. Вĕрентекен: «Ăнлантăм, кайса лар вырăнна», — терĕ.
Фольклор кружокне çÿреттĕмĕр. Йăла-йĕркене кăтартнă, Шупашкарти сцена çине те тухнăччĕ.
5 ТЫТĂÇУ. Аннепе каникулта Чĕмпĕр облаçĕнчи Сенгилей хулине кайнине астăватăп. Тă-вансем патĕнче темиçе кун пурăннă-ши, урамра хула ачисемпе выляни куç умĕнче. Мана вĕсен хушшинче пĕр хĕрача килĕшрĕ. Ăна тата тепĕр хула арçын ачи те куç хывнă иккен. Вăл ман пата пычĕ те ку «унăн» пулнине пĕлтерчĕ, пĕччене-пĕччен калаçма чĕнчĕ. Эпĕ, паллах, хăравçă пулма хăнăхман та, килĕшрĕм. Çакскер манран çÿллĕрехчĕ, анчах начарскерччĕ. Вăл самбо секцине çÿрекенскер пулнă тата. Тытăçма пуçларăмăр та сиссе те юлаймарăм, унăн аллинче çаврăнтăм-çаврăнтăм та кайса ÿкрĕм. Вăл çапмарĕ-тапмарĕ, кĕрешмелли мелсемпе кăна усă курчĕ. Кайран мана ытти юлташ унпа тытăçмалла маррине асăрхаттарчĕ. Çавăн хыççăн киле таврăнсан тÿрех ялти ирĕклĕ кĕрешÿ секцине çырăнтăм. Кĕлеткене ытларах пиçĕхтерме тытăнтăм.
6 ПАКУН. Шкул çумĕнчи ĕçпе кану лагерьне çÿренĕ май шыв хĕрринче купăста лартса ÿстереттĕмĕр. Ăна шăварма шăллăма Славике те илсе çÿреттĕм. Укçипе Чулхула курма илсе кайрĕç. Кремль пирĕншĕн асра юлчĕ. Çеç-и? Славик те ĕçленĕ вĕт, ăна та илсе кайнă эпĕ. Вăл вара çухалса юлнă. Çавăн чухне чĕре тухса ÿкесле тапрĕ. Пурте пĕрле часах тупрăмăр, анчах хăранине нимĕнпе те танлаштараймăн.
Кĕнеке вулама питĕ юратнă эпĕ. Агата Кристи, Артур Конан Дойл, Вальтер Скотт, Джек Лондон… Каçăхса кайса шĕкĕлчеттĕм вĕсен хайлавĕсене. Сăнарсем хăюлăхĕпе, ăсĕпе, хуть те мĕнле лару-тăруран та тухма пултарнипе тĕлĕнтеретчĕç. Куçма Турханăн «Сĕве Атăла юхса кĕрет» романĕ килĕшетчĕ. Астăватăп: аннепе аппа çуркунне пÿрт тасатаççĕ. Эпĕ шыв хатĕрлесе паратăп, тухса тăкатăп, ăшăтса илсе кĕретĕп… Çав хушăра хăвăртрах алла кĕнеке тытаттăм. Мĕнле май пулнă, çапла вуланă.
Телекуравпа ачасем валли «До первой крови» илемлĕ фильм кăтартрĕç. Çавăн хыççăн ачасемпе вăйă шухăшласа кăлартăмăр. Хутран пакун касаттăмăр, хулпуççи çумне çĕлеттĕмĕр. Пĕрне туртса илсен — сана амантнă, иккĕшне те ÿкерсен — вĕлернĕ.
Пирĕн таврара çырма нумай. Шыва пĕвелеттĕмĕр те атмапа /сĕреке/ пулă тытаттăмăр. Кивĕ чейник пурччĕ. Пулăсене тасатса унта шÿрпе пĕçереттĕмĕр. Ăна çинĕ-и, çимен-и, анчах ĕçĕ кăсăклăччĕ.
7 СПИСОК. «Тимурпа унăн команди» пирĕн ÿсĕмре тĕслĕх пулса тăчĕ. Юлташсемпе ватă çынсене пулăшас тĕллевпе список çырса хатĕрлерĕмĕр: паян кам патĕнче ĕçлемелле, ыран… Ĕçе пуçăнма ĕлкĕреймерĕмĕр те, çырнă хут çухалнă, ăна пĕр ватă хĕрарăм / списокри хайхи/ тупнă. Кĕтÿ хăваланă чухне сăмах сарăлнă. Манăн аннен хăлхине те кĕнĕ: «вăт пире вĕлерме çÿреççĕ, хăшне хăçан — списокра». Аннене аран ăнлантарма пултартăм. Аванах лектернĕччĕ уншăн, çынсене хăратса çÿретĕр тесе.
Кукаçи мана артиста яма ĕмĕтленетчĕ. Унăн ĕмĕтне пурнăçларăм. Куккасем купăс, кукаçи мандолина калама ăстаччĕ, кукамай та илемлĕ юрланă. Аннен те сасси илемлĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Елена ЛУКИНА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.