- Чăвашла верси
- Русская версия
Аякри Петровкăра
Кĕçĕн Таяпаран 4 çухрăмра вырнаçнă Петровкăра, пурĕ 11 хуçалăх, вĕсенчен 8-че çеç пурăнаççĕ паян. Хĕл каçма яла пиллĕкĕн çеç тăрса юлаççĕ, ыттисем ывăл-хĕрĕ патне хулана куçса каяççĕ. Малтан 25 кил пулнă ялта халĕ 80-90 çулсенчи ватă çынсем кăна. 90-мĕш çулсенчи çĕнетÿ тапхăрĕнче пушанса юлнă ку тăрăх...
Эпир килнĕ кун кинемейсем пурте урамраччĕ. 90 çулти Наçтаç аппана ывăлĕ вутă татса панă та ялĕпех шаршан купалама тухнă. Куçса кайнă хыççăн пĕрисен кивĕ пÿртĕнчен хăмасемпе пĕренесем çеç тăрса юлнă, ахаль йăваланса выртиччен ăна вутта ярас тенĕ. Таяпа Энтринче пурăнакан хĕрĕсем, Марияпа Зина та, амăшне пулăшма çитнĕ. Хĕрĕ Вера çывăх çыннине курма Свердловскранах килнĕ. Наçтаç аппа вĕсемшĕн тем пекех хĕпĕртет. «Ман хĕрĕмсем те ватăлчĕç ĕнтĕ, чи асли çитмĕлте», - тет шÿтлерех хăй. Сиссе те юлаймарăмăр, эпир калаçкаласа тăнă хушăра ăш пиллĕ асаннесемпе кукамайсем çерем çинчи вутă сыпписене купаласа та хучĕç. Çамрăк мар ĕнтĕ, ал-ури те сурать, вăйĕ те хавшать пуль, çук, ĕçсĕр лараймаççĕ вĕсем. Уттине те пĕрлех купалаççĕ, пахчине те çумлаççĕ, милĕк те çыхаççĕ... Тăвансем пек килĕштерсе пурăнаканскерсем яланах пĕр-пĕрне пулăшма васкаççĕ, мĕн пур ĕçе пĕрле тăваççĕ. Çапла вĕсем - Елчĕксем. Туслăха малти вырăна хума, йывăр чухне вăхăтра алă пама, хуйхă-суйхăпа савăнăçа пĕрле пайлама пĕлеççĕ вĕсем. Кăçалхи ака уйăхĕнче 90 çул тултарнă Анастасия Ефимовна ывăлĕпе пурăнать. 7 ача çуратса ÿстернĕскер халĕ те çирĕп-ха. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Улатăрта окоп чавнă, хĕн-хурне пайтах курнă. Нихăçан та ĕç тиркесе тăман, ачисене тăрантарас, çынран катăк çÿретес мар тесе бригадăра, колхозра, почтăра та тăрăшнă мăнтарăн. Упăшки Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинчен чиперех таврăннă, анчах та сурансене пула унăн ĕмĕрĕ маларах татăлнă.
Мария Аристарховна Беляева 84 çулта. Вăл ĕмĕр тăршшĕпех çул-йĕр çинче ĕçленĕ. Ку яла Аслă Таяпаран качча килнĕ. Ашшĕ-амăшĕ пуян пулнă унăн. Çывăх çыннисем ĕмĕр-ĕмĕр тулăх пурăнма пил парса хĕр туприпе пĕрле вĕллесем парса янă. Пĕчĕкрен ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ Марье лайăх пăхнă вĕсене. Çав йăх халĕ те пурăнать. Хурт-хăмăр тытакансем шутне калама юратмаççĕ те, мĕн чухлĕ иккенне асăнмăпăр, сахал марччĕ, пахча туллиехчĕ. Çурла уйăхĕнче пире çĕнĕ пыл çиме килме ыйтрĕç. Мускавран пĕчĕк хĕрĕпе амăшĕ патне канма килнĕ Оля çĕр çырлипе хăналарĕ. Амăшне пирĕн хаçата тепĕр çур çуллăха çырăнтарса пама шантарчĕ. Хăйĕн тăван ялне питĕ юратать вăл. Петровкăра тата чылай-чылай çул вучах сÿнмессе шанать. Тăван кил-çуртне Наçтаç аппан ывăл-хĕрĕ нихăçан та саланма памĕ. Беляевсем пахчара пыл хурчĕсем валли ятарласа фацели ÿстереççĕ. Халь вăл шăпах чечекре пулнă май хуртсем пахчана иленнĕччĕ.
Наçтаç аппан пыл хурчĕсемпе халĕ ытларах хуларан килнĕ хĕрĕ Антонина ĕçлет. Çуркунне килет те пĕрремĕш юр ÿксен кăна хулана таврăнать.
Икĕ хусах
Петровкăра кинемейсем çеç мар, икĕ хусах пурăнать тата. Вĕсем Тутарстанри Пăва тăрăхне ĕçлеме çÿреççĕ. Акана, тыр-пул пуçтарса кĕртме, утă çулма... «Укçине те илсе килетпĕр, тыррине те параççĕ», - терĕç кăмăллăн. Ĕçе кайман чухне ялта ватăсене пулăшаççĕ. 32 çулти Алексей Серафимов амăшĕпе пурăнать. Каччă çемье çавăрас шухăшлă. Пĕчченлĕх ывăнтарса çитернĕ ăна. Шел те, хĕрĕсем çук ялта. Таврарисем те качча кайса пĕтнĕ-мĕн. Тутарстанран илсе килсен кăна ĕнтĕ...
Ĕмĕтленни пурнăçлантăрах
Петровкăна çитиех асфальт çул килет. Таса, уçă сывлăш кунта. Тусан çук, шăплăх хуçаланать. Эрнере пĕрре автолавкка та килсе тăрать, çăкăрпа, кирлĕ таварпа тивĕçтерет. Çуллахи вăхăтра ачасемпе канма аван ку ялта. Газ çукки пирки кăна пăшăрханаççĕ ватăсем. Ку тăрăхра кăвак çулăм кĕртнĕ чухне кинемейсене кирлĕ пулман вăл. «Халĕччен унсăрах пурăннă-çке, малашне те хĕл каçăпăр-ха», - тенĕ. Хăшĕ-пĕри ун чухнех хулана каяс шухăшлă пулнă. Халĕ газ кĕртме документаци хатĕрлесе çитернĕ ĕнтĕ. Апла ĕмĕтленни пурнăçланатех пуль-ха.
Пĕчĕк ял илемĕпе тыткăнларĕ. Çÿллĕ хурăнсемпе тирексемлĕ, пылпа çăка çеçки шăршиллĕ Петровкăра тĕрлĕ кайăк каçăхса кайса юрланипе пĕрлех пĕр чарăнми куккук авăтрĕ. Ахăртнех, кунти ырă та уçă кăмăллă кинемейсене тата-тата нумай пурăнма вăрăм ĕмĕр сунчĕ.
Елчĕк районĕ.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.
Амăшĕ патне килсе кун каçа темĕн тума та ĕлкĕрекен Наçтаç аппан хĕрĕсем чей ĕçтермесĕр кăларса ямарĕç пире, пĕчĕк яла татах та килсе курма ыйтрĕç. Петровкăра тĕпленнĕ Зоя Семенова, Анастасия Сайкина та чунне уçсах калаçрĕç.
Комментировать