Ирĕклĕхсĕрте...

12 Июл, 2014

Йĕплĕ пралук леш енче хамăн пурнăçăмра пĕрремĕш хут пулса куртăм... Йывăр та пысăк тимĕр решеткеллĕ алăкĕ шартлатса, чуна кисретсе уçăлчĕ. Чĕрене çуракан, нихăçан манса каймалла мар хăрушă сасă.

Хитре пурнăç илĕртмест

Федерацин айăплава пурнăçлакан службин Чăваш Республикинчи управленийĕн юсанмалли 5-мĕш колонийĕ Куславкка хулинче вырнаçнă. Пире воспитани енĕпе ĕçлекен уйрăм пуçлăхĕ Любовь Майорова подполковник кĕтсе илчĕ. Вăл кунта 27 çул ĕçлет. Любовь Валентиновна чи малтан колонири хĕрарăмсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартрĕ.

Хальхи вăхăтра кунта - айăпланнă 640 хĕрарăм. Чи ватти - 79 çулта. Ăна çын вĕлернĕшĕн ирĕкрен хăтарнă.

Çырма-вулама пĕлменнисем те пуррине шута илсе ултă çул каялла вĕренменнисем валли ятарлă класс уçнă. Колоние учитель килсе çÿрет. 7-мĕш класа куçнăскерсем халĕ компьютер та лайăх пĕлеççĕ. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытса ирĕке аттестатпа тухакансем те пур. Сăмахран, иртнĕ çул шкулти çирĕп йĕркепех ППЭне Улатăрта тыттарнă. 11 класс пĕтерекенсем колонирен ятарлă специальноçпе тухаççĕ. Повар, çĕвĕç, сварщик, çурт купалакан тата ытти те. Колонире çавăн пекех аслă пĕлÿ илме те май пур.

- Шел те, пирĕн патран тухсан çĕнĕ, хитре пурнăç патне туртăнмаççĕ, ăçтан килнĕ çав вырăнах таврăнаççĕ, - терĕ Любовь Майорова.

Кунта ĕçсĕр ларакан пĕр çын та çук. Ытларахăшĕ çĕвĕ цехĕнче тăрăшать, ятарлă тум çĕлет.

Республикипе илес пулсан, колонисен пĕтĕмĕшле продукци тупăшĕ 600 миллион тенкĕрен те иртет. Тавар пахалăхĕ те начар мар. Пушарнăйсем валли хатĕрленĕ тумтир 70 процент вĕри чăтать. Ăна Мускава та илсе каяççĕ. Юлашки вăхăтра çак тум яппунсене те кăсăклантарма тытăннă.

Общежитире

Чи малтан хĕрарăмсен пурăнмалли условипе паллашас терĕмĕр. Виççĕмĕш хута йĕркене пачах та пăсманнисене, хăйсене лайăх енчен кăтартакансене çеç вырнаçтараççĕ. Пĕр пÿлĕмре иккĕн, тăваттăн, хăшĕ-пĕринче çиччĕн те пурăнаççĕ. Сеткăлла тимĕр кравать çинче - матрас, утиял, минтер тата шап-шурă вырăн таврашĕ. Туалет, çăвăнмалли пÿлĕм те коридортах. Воспитани ĕçĕ-хĕлĕн пÿлĕмне телевизор вырнаçтарнă. Ку пÿлĕмре отряд пурнăçĕпе, психолог кĕтесĕпе паллашма май пур.

Столовăйра

Меню та кăсăклантарчĕ. Ирхине - сĕтпе пĕçернĕ сĕлĕ пăтти, чей, сахăр, çăкăр. Кăнтăрла - çупа пĕçернĕ урпа пăтти, чей, сахăр, çăкăр. Каçхине - пăшăхланă купăста, пĕçернĕ пулă /путассу е сельдь/, чей, сахăр, çăкăр. Диабетпа чирлисен - уйрăм меню. Столовăйри кашни сĕтел çинче пысăк тирĕкпе туп-тулли тăвар ларать. «Сĕтел çинче тăвар яланах пулмалла», - тесе хуравларĕç мана, çакăн сăлтавĕпе кăсăклансан. Каçхи апат валли темиçе кастрюль путассу пĕçерсе лартнăччĕ. Столовăйрах - пекарня. Ырă та тутлă шăршă урамранах сăмсана кăтăклать. Çăкăр пĕçерекен Гальăна 111-мĕш статьяпа /çынна йывăр суран кÿнĕшĕн/ айăпланă. Ăна 11 çуллăха ирĕкрен хăтарнă, кайран вăхăтне пăртак чакарнă. Хĕрарăм - Белгород облаçĕнчен. «Çăкăр пĕçерме килĕшет. Эпĕ пекарньăра ултă çул ĕçлетĕп ĕнтĕ, килнĕ кунранах. Малтан пĕртте чустапа аппаланса курман», - терĕ кăмака умĕнче ăшталанакан. Вĕрие те хăнăхса çитнĕ вăл. Кунне 144 хура тата 192 шурă çăкăр кирлĕ-мĕн.

Шур чечеклĕ уяв

Утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче иртекен Çемьепе юрату тата шанчăклăх кунне колонире пиллĕкмĕш çул паллă тăваççĕ. Чылайăшĕн амăшĕ, ачисем, тăванĕ килнĕ. Çак уява кунта ларакансем çулталăк кĕтнĕ. Программăра - хитре ташă-юрă, хăйсем çырнă сăвăсем... Пачăшкă та пулчĕ, пурне те пил парса çăмăллăх сунчĕ.

Савакансем, юратакансем, мăшăрсем çак кун пĕр-пĕрне салтак тÿми парнелеççĕ. Сцена çинче - хиртен татса килнĕ темиçе карçинкка сарă куçлă шур чечек. Петрпа Феврони ролĕнчи хĕрсем залра ларакан хăнасене, çав шутрах пире те, юрату чечекĕ айне турĕç.

Чистай хĕрĕ

Унпа концерт пуçланас умĕн сцена хыçĕнче паллашма май пулчĕ. Тутарстан хĕрĕ Маша Николаева кунта тăватă çул ларать. Тата çулталăк юлнă. Ăна 159 статьяпа /улталанăшăн/ айăпланă. Вăл 29 çулта. Мăшăрĕпе юратсах пĕрлешнĕ Маша. Çамрăклах пархатарлă та сăваплă ĕç те тунă хăйĕн пурнăçĕнче. Ăнсăртран курнă ачана шелленипе усрава илнĕ. Амăшĕ шăпăрлана çул çинчи водителе 50 тенкĕллĕ сутса янă-мĕн. Арçын хайхискерне ача çуртне леçнĕ. 13 çулти Никита халь Суворов училищинче вĕренет, Машăн ашшĕ-амăшĕпе пурăнать. Упăшкипе çуратнă ывăлĕ Прохор çитес çул пĕрремĕш класа каять. Ачине шкула яма ĕлкĕрес шухăшпа пурăнать Маша. Ăна çитес çулхи авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнче ирĕке кăлармалла. Ачине пĕрремĕш класа ăсатма кăшт маларах яма та пултараççĕ. Вăл ахаль те çăмăллатнă условире пурăнать.

Маша каланă тăрăх, мăшăрĕ ишеми чирĕпе, пуçа юн кайнипе аптрама тытăнать. Ăна операци тума самаях укçа-тенкĕ кирлĕ пулнă. Хĕрарăм кивçен нумай илет, кайран тÿлеймест. Операци хыççăн сывалнă упăшки пулăшас вырăнне: «Эсĕ илнĕ, хăвах тÿлесе тат», - тет те пăрахса каять. Колоние мăшăрĕ пачах та пырса курман.

Кунта çакланиччен Маша Чистайри патшалăх çурт-йĕр фондĕнче ĕçленĕ. Хусанти аслă шкултан хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă, юрист специальноçне алла илнĕ. Кайран тепĕр аслă пĕлÿллĕ, экономист дипломĕллĕ, пулса тăнă.

- Фабрикăра ĕçлеме тытăнсанах çĕлеме пĕлместĕмччĕ, ик куçăмран куççуль шăпăртатса тăкăнса кÿлленчĕке çаврăнатчĕ. Пĕр уйăхран нормăна çăмăллăнах тултарма тытăнтăм, - тет.

Столовăйĕнче сĕтел хатĕрлеме те Машăна шанаççĕ. Вăл колони чиркĕвне çÿрет, нумай кĕлĕ пĕлет. Çывăх çыннисемпе, тăванĕсемпе виçшер кунлăх тĕл пулусем йĕркелесе параççĕ ăна. Ун чухне вĕсемпе ятарлă çуртра пурăнать. «Нимех те шеллеместĕп. Кадет шкулĕнче усрав ывăл Никита тупа тунине тата Прохор ăнланса, лайăх калаçма вĕреннине кăна кураймарăм», - терĕ те Маша, чунĕ хуçăлнипе йĕрсе ячĕ.

Уявра Феврони сăнарне шăпах вăл калăпларĕ. Унăн та пурнăçĕ легендăри пекех. Вăл та упăшкине йывăр чиртен сыватма пулăшнă. Анчах та кайран пĕр-пĕрне Петрпа Феврони пек юратса пурăнас вырăнне шăпи урăхларах çаврăнса тухнă.

Колонирен тухатпăр. Решеткеллĕ тимĕр алăк каллех шалтлатса уçăлчĕ. Картиш... Эпĕ ирĕкре. Кунта хĕвел те ăшă та çутăрах, тÿпе те шупка кăвакрах. Кăкăр тулли сывларăмăр ирĕк сывлăша...

 

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.