- Чăвашла верси
- Русская версия
Кавалерист йăхĕ
Шăмăршă районĕнчи Асанкассири Елизавета Кавалеровăн /ялта тата тăванĕсем ăна Елис акка теççĕ/ пурнăçĕ çăмăл пулман. Ачаранах ĕçе кÿлĕннĕ вăл. Çемьере асли пулнă май йăмăкĕсемпе шăллĕне ура çине тăратма пулăшнă. Хăйĕн çинчен шухăшлама вăхăт та пулман унăн. «Çавăнпа ĕмĕре мăшăрсăр ирттертĕм», — тет хĕрарăм.
Халĕ вĕсем Валентина йăмăкĕпе иккĕшĕ çеç юлчĕç. Çывăх тăванĕ Шупашкарта пурăнать. Шăллĕ Василий Магаданра хĕсметре тăнă, анчах каялла таврăнман. Аппăшĕ ăна час-часах аса илет, пĕр вĕçĕм килессе кĕтет.
Елизавета Кавалеровăн ĕç стажĕ — 50 çул ытла. Тĕрлĕ çĕрте вăй хунă вăл. Çамрăк чухне Шупашкарта çăкăр пĕçернĕ çĕрте ĕçленĕ. Йăмăкĕсемпе шăллĕне тутлă кучченеç илсе çитернĕ. Вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче унăн ашшĕ 5 ачине пăрахса урăх хĕрарăм патне тухса кайнă. Амăшне хĕрхеннĕрен Елизавета Кавалеровăн Шупашкартан яла таврăнма лекнĕ. Ун чухне хĕр-упраçăн калаçакан каччи те пулнă. Шел те, килне куçса тĕпленнине пула вĕсен çулĕсем уйрăлнă.
Хĕр тăван тăрăхра колхоз ĕçĕнче тăрăшнă. Лара-тăра пĕлменскер утă çулнă, вăрман каснă, вутă çурнă. Пуртă, сенĕк, кĕреçе аврине те хăех лартнă. Çав вăхăтрах хăйĕн ĕмĕрĕнче виçĕ пÿрт çĕкле-ме вăй çитернĕ. Пĕр çулхине лупасайĕ, витисем çунса кĕлленнĕ. Елизавета Кавалерова тăрăшнипе, йăмăкĕ Роза пулăшнипе хуралтăсене çĕнĕрен çĕклесе лартнă.
Ял лавккине хуралçа вырнаçнă вăл. Çĕрле хурала, кăнтăрла колхоз ĕçне çÿренĕ. Ун чухне лавкка склачĕ пĕчĕк пулнă пирки хăш-пĕр тавара хăйсен килне пушатма тивнĕ. «Кил картишĕ велосипедпа, сĕтел-пуканпа, витрепе, сăрă савăчĕсемпе тулатчĕ. Ун чухне ватса çаратса çÿрекен пулман. Шалу пĕчĕккине пăхмасăр 15 çул хуралта тăнă», — аса илет Елизавета Николаевна. Ун хыççăн 25 çул ытла колхоз кантурĕнче тирпейлÿçĕре вăй хунă: çунă-тасатнă, хутнă-ăшăтнă. Хальхи пек телефон пулманран ир-ирех килтен киле çÿресе водительсене ĕç планĕпе паллаштармалла пулнă, ял пуçламăшĕнчен вĕçне çити пылчăк е юр ашса нумай утнă. Вăл «Ĕç ветеранĕ» ята, Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ.
Шăл çыртса чăтма, пур йывăрлăха çĕнтерсе малалла ăнтăлма тивнĕ унăн. Çавна пулах çынран юлман кăна мар, малта пыма вăй-хал çитернĕ. Ялта чи малтан çутă кĕртнĕ, чи пирвайхисен йышĕнче электричествăпа тата газпа пÿрте ăшăтма пуçланă.
Елизавета Кавалерова хăйĕн ÿсĕмне пăхмасăр кил-çуртне, хуралтисене çĕнетет. Йăлтах хăй тирпейлет, хăтлăлатать. Пысăк ĕç пурнăçлама йăмăкĕн хĕрĕ Альбина çемйипе, тепĕр йăмăкĕн ывăлĕсем пысăк ĕç пурнăçлама пулăшаççĕ. Тивĕçлĕ канурискер хăй те вĕсене хавхалантарма май тупать. Хăйĕн ĕмĕрĕнче мĕн чухлĕ алса-чăлха çыхнă вăл. Йăмăкĕн ывăлне Геннадие пÿрт илме пулăшнă.
Елизавета Николаевнăн ăс-тăнĕ те çирĕп-ха. Иртнине чунран хурланса йĕрсе каласа кăтартать вăл. Ашшĕ тухса кайсан уйрăмах йывăр пулнине хурланса аса илет.
Елизавета Кавалерова радио итлет, дикторсен хушамачĕсене пĕлет. Куçлăхсăр хаçат вулать. Лавккана хăех кайса килет. Йăмăкĕн ачисем патне хăнана çÿрет. Чăн каланине юратать. Тĕрĕс маррине пĕлсен тÿрех хирĕçлет.
Унăн шухăшĕпе, вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхĕ ĕçе юратнипе çыхăннă. Елизавета Николаевнăн амăшĕ те 89 çула çитиччен пурăнчĕ. Малалла вулас...
Антонина ЕРОШИНА.
Комментировать