«Пионер сассинчен» «Тантăш» таран

16 Янв, 2020

Кăрлачăн 13-мĕшĕнче Раççейре Пичет кунне паллă турĕç. Чăваш пичечĕн кунне кăрлач уйăхĕн виççĕмĕш вырсарникунĕнче уявлаççĕ, мĕншĕн тесен шăпах çак уйăхра чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕ «Хыпар» тухма тытăннă.
Сăмах май, нумаях пулмасть ача-пăча юратакан «Тантăш» хаçат та çуралнă кунне паллă турĕ. Вăл «Пионер сасси» ятпа 1931 çулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнче пичетленме тытăннă. Унăн пĕрремĕш редакторĕ Илья Алтын-Баш пулнă.
«Чăваш пионерĕсемпе ĕçхалăх ачисене социализмла строительствăна кирлĕ таран хутшăнтармалла!» — текен чĕнÿпе пуçланнă хаçат.
— Епле хаваслă кĕтсе илчĕ ăна ача-пăча. Кĕске вăхăтрах хаçат тиражĕ те чылай ÿсет. Чухăнччĕ редакци. Ачасем çинчен çырма пултаракан журналистсем сахалрах пулнă, укçи те çитмен. Çапах пур пĕр ĕçленĕ. Алă усман. Йывăрлăхран тухма тăрăшнă, малашлăх пирки ĕмĕтленнĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçиччен 601 номер кун çути курнă. Редакци ĕçченĕсем хуçалăх пурлăхне упрама чĕннĕ. «Пĕр шкул та — пахчасăр, пĕр пахча та акмасăр ан юлтăр», — чĕннĕ журналистсем шкул ачисен ĕçне тĕрĕслемелли кунсенче.
Тискер вăрçă çулĕсене пула хаçат ĕçлеме чарăннă. 1966 çулхи çу уйăхĕн пĕрремĕшĕнче вăл çĕнĕрен тухма тытăннă. «Пионер сасси» республикăри тимуровецсен юхăмне тепĕр хут аталантаракансенчен пĕри пулнă. Редакци пуçарнипе пур районта та, кашни ялта Тимур отрячĕсем йĕркеленнĕ. Хаçата кăларма ачасем те пулăшнă, кунсерен çĕршер çыру килнĕ.
Любовь Космодемьянская, Совет Союзĕн Геройĕсен Зойăпа Александр Космодемьянскисен амăшĕ, «Пионер сассинче» хăнара пулнă. Хаçат паттăр пионерсемпе паллаштарсах тăнă.
1990 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа «Пионер сасси» «Тантăш» ятпа тухма тытăннă. 2007, 2008, 2009 çулсенче «Прессăн ылтăн фончĕ» пахалăх паллине тивĕçнĕ.
Паянхи кун та «Тантăш» — ачасен çывăх тусĕ, канашçи. Почта урлă ăна Чăваш Енре çеç çырăнтараççĕ пулин те электрон майпа тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче вулаяççĕ. Хаçатăн чи хастар авторĕсен хушшинче кÿршĕ регионсенче пурăнакан чăваш ачисем те пур. Малалла вулас...

www.hypar.ru

РЕДАКЦИ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.