Чăвашлăх управçи

15 Янв, 2020

Тăван чĕлхешĕн хыпса çунакан çынсем çĕршывăн пĕтĕм кĕтесĕнче пур. Вĕсенчен пĕри — Питĕрте пурăнакан Алефтина Лисина. Ăслă, сăпайлă, ăшă чун-чĕреллĕ хĕрарăм чăвашлăхшăн хыпса çунать.
Асăннă хулара ăна ăçта кăна ĕçлеме тивмен? Юлашки çулсенче чăваш хĕрарăмĕ трамвайра кондукторта вăй хурать. Вăл кашни çынпах пĕр чĕлхе тупма пул-тарать. Унăн çепĕç сасси шыв юххине аса илтерет. Тĕлĕнетпĕр: мĕн чухлĕ асамлăх упранать-ши çак хĕрарăмра?
Алефтина Лисина Тутарстанри Альметьевск районĕнчи Патраклă ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ, тăххăрмĕш пепке пулнă вăл. Ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен килне суранланса таврăннă. Ялта сумлă, хисеплĕ çын пулнă. Пĕр вăхăт тăлăх ачасен шкулĕнче, çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ. Амăшĕ вара тивĕçлĕ канăва тухичченех кĕçĕн класри ачасене вĕрентнĕ. Ашшĕ-амăшĕн ĕçченлĕхĕ, пултарулăхĕ, хастарлăхĕ пепкисене куçнă. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест çав.
Алефтина Тимофеевна Питĕрти «Юрату» ансамбле çÿрет, вырăнта иртекен тĕрлĕ конкурса хутшăнса çĕнтерет. Иртнĕ çул Шупашкарта Чăваш наци кон-гресĕ пуçарăвĕпе «Хĕрарăм, сан умăнта таятăп пуçăма» конкурс иртнĕ. Алефтина Лисина унта хутшăнса иккĕмĕш вырăна тухнă. Çавăн пекех вăл «Куракансен кăмăлне каякан» номинацире çĕнтернĕ.
Маттур çак хĕрарăм Питĕр хулинче чăвашлăха сарас тĕлĕшпе чылай тăрăшать. Унăн ăсталăхĕ чăваш тĕррисем эрешленĕ, сцена çинче юрланă, ташланă чухне палăрать. Вăл пĕçернĕ салма яшкине вара çисе тăранаймăн. Вăрманта çырла-кăмпа пуçтарма та кăмăллать Алефтина. Хăйĕн хĕрĕсене — Людмилăпа Олесьăна — чăвашла илемлĕ те таса калаçма вĕрентнĕ. Ахальтен мар вĕсем чăвашлăхпа çыхăннă тĕрлĕ конкурса хутшăнаççĕ. Мăнукĕсем те Ангелинăпа Альберт Хусан хулинче иртнĕ Акатуйра хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Мăнукĕ Эльвина вара — Питĕрти Акатуйра.
«Чăваш чĕлхи кирлех-ши?» — тесе ыйтакан та пур. Алефтина ун пеккисене яланах паттăррăн: «Чăвашлăха пĕтме памастпăрах», — тет.

www.hypar.ru

Роза ПАВЛОВА, Светлана ФРОЛОВА, РФ педагогика ĕçĕн ветеранĕсем.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.