- Чăвашла верси
- Русская версия
Асра юлнă самант
Ку эрнере икĕ пысăк уяв: Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсем. Малтанхи январĕн 13-мĕшĕнче иртрĕ пулсан, иккĕмĕшне вара йăлана кĕнĕ тăрăх çулсеренех январĕн виççĕмĕш вырсарникунĕнче йĕркелеççĕ.
Уяв умĕн республикăри тĕрлĕ кăларăмра вăй хунă е халĕ те ĕçлекен паллă журналистсемпе çыхăнтăмăр, ĕçри кăсăк самантсемпе пулăмсем çинчен ыйтса пĕлтĕмĕр.
Арсений ТАРАСОВ, çыравçă, драматург:
— «Чăваш Ен» телерадиокомпанире ĕçленĕ чухне виççĕн — Сергей Мышев оператор, Леонид Ильин радиожурналист тата эпĕ — Йĕпреç районĕнчи Хумпуç Патăрьелти Николай Федоров ăста патне командировкăна икĕ кунлăха кайрăмăр. Чăннипех тĕлĕнмелле çынччĕ вăл: ÿкерет, ăсталать…
Вăл пире кĕтсе хапха умне çăкăр-тăварпа тухса тăнă. Ăна курсан васкавлăн телекамерăна хатĕрлеме пикентĕмĕр. Ак тамаша, пирĕн кассета телекамерăна вырнаçмасть: çула тухас умĕн тĕрĕслемен, урăххипе арпаштарнă. Леонид Ильин радио валли диктофона çыртарнă май оператор пушă камерипе ÿкеренçи туса çÿрерĕ. «Хальлĕхе нумай ÿкермĕпĕр, паллашăпăр кăна. Тепĕр эрнерен вара тĕплĕнрех ÿкерме çитĕпĕр», — ăнлантартăмăр мучие. Радиожурналист ĕçне вĕçлерĕ, эпир вара тытăнман та. Вăхăт ирттермелле вăрмана кăмпана кайрăмăр. Пире Николай Федоров ăшшăн ăсатрĕ, тепĕр тĕлпулăва тата та лайăхрах хатĕрленме шантарчĕ. Эпир сăмаха тытаймарăмăр, тÿрех каясси пулмарĕ. Пăтăрмах пирки ĕçре пĕлтермерĕмĕр, майĕпен манăçа тухасса шантăмăр.
Пĕррехинче мана пуçлăх хăй патне чĕнтерчĕ. Хайхи Николай Федоров пире кĕтсе илейменнипе пуçлăх патне çăхав çырнă, «ултавçăсене» явап тыттарма ыйтнă. Лару-тăрăва пĕлнĕ хыççăн пуçлăх пире каçарчĕ. Тепĕр куннех Йĕпреç районне васкавлăн çула тухма тиврĕ.
Альбина ФОМИНА, «Чăваш Ен» телерадиокомпани корреспонденчĕ:
— Пĕррехинче мана ЧР Вĕрентÿ министерстви йĕркелекен пресс-конференцие хутшăнма сĕнчĕç. Ăна министр çумĕ Светлана Петрова ирттерет иккен. Эпĕ пÿлĕмрен васкаса тухса кайрăм. Çавна май диктофон илме манса кайнă. Çакна вырăна çитсен çеç асăрхарăм. Каялла каяс — мероприяти халь-халь пуçланмалла, ĕлкĕрейместĕп. Хама хам питĕ ÿпкелерĕм паллах. Çапах та çак пăтăрмахран çăлăнса тухма май тупрăмах. Наци радиовĕн ĕçченĕсенчен пулăшу ыйтрăм. Диктофонра çырăннине мана электрон почтипе ярса пачĕç.
Валентина КИРИЛЛОВА, «Елчĕк ен» хаçат корреспонденчĕ:
— Вунă класс пĕтернĕ хыççăнах Комсомольски районĕнчи «Октябрь ялавĕ» хаçатра ял хуçалăх пайĕн корреспондентĕнче ĕçлеме пуçларăм. Пĕррехинче Геннадий Уткин редактор районти ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕсемпе тата специалисчĕсемпе пĕрле мана «Заря» колхоза командировкăна ячĕ. Çавна май çĕнĕ блокнот, ручка тыттарчĕ. Малалла вулас...
Лариса АЛЕКСЕЕВĂПА Валентина ПЕТРОВА ыйтса пĕлнĕ.
Комментировать