Эмеле ăçта упрамалла?

13 Дек, 2013

Çутă ан лектĕр. Эмел препарачĕсем хĕвел пайăрки лекекен вырăнта тăрсан хăйсен пахалăхне çухатаççĕ, çавăнпа вĕсене тĕттĕм вырăнта е тĕксĕм кĕленчере тытаççĕ.

Нÿрĕк ан çаптăр. Таблеткăпа капсула таврашĕ нÿрлĕ вырăнта хăвăрт йĕпенет, çавăнпа вĕсене типĕ вырăнта упрамалла.

Сывлăш ан кĕтĕр. Эмел кĕленчине уçă хăварсан е лайăх хупмасан вăл пăсланма е кислородпа реакцие кĕме пултарать. Таблеткăсене заводра кăларнă чĕркемрех упрамалла.

Пÿлĕмре, холодильникра упрама юрать. Пÿлĕмре, çутă лекмен вырăнта, хытă эмелсемпе аэрозольсене тытаççĕ. Чылай эмеле пÿлĕмри температурăра - 15 -22 градус ăшăра – упранмалла туса кăлараççĕ. Типĕ те сулхăн вырăнта упрамалла тесе кăтартнă пулсан препарата холодильника хума юрать. Унта хуриччен ăна нÿрĕкрен сыхласа курупкана е полиэтилен хутаçа хумалла. Маç, пластырь, çурта, пилюля таврашне холодильникри вăтам çÿлĕк çинче упрамалла. Алăк çинчи аялти çÿлĕке флаконлă шĕвĕ эмеле лартма юрать.

Таблеткăсемпе настойсене уйрăм тытмалла. Ĕçмеллипе сĕрмелли-çыхмалли медикаментсене уйрăм хутаçа чиксе шкапри çÿлĕке лартмалла. Сурансене сĕрмелли эмел кĕленчисене ытти эмелрен уйрăм тытмалла.

Алă çитекен вырăнта, анчах куç умĕнче мар. Эмеле шыраса вăхăта ирттермелле мар вырăнта тытмалла, анчах та вĕсем куç умĕнче тăмалла мар. Пÿлĕмре пĕчĕк ачасем, психика тĕлĕшĕнчен чирлисем тата куçĕ япăх куракансем пур чухне пушшех те.

Эмеле мĕн чухлĕ упрама юрать? Аптекăра хатĕрленĕ медицина препарачĕсене нумай вăхăт упрамаççĕ. Шĕвĕ эмелсем, шывпа е курăкпа хатĕрленисем хăвăртах пăсăлаççĕ. Пÿлĕмре вĕсене 2-3 кунран ытла упрамаççĕ.

Эпир ачаранпах пĕлекен зеленкăпа йод вара уçнă хыççăн та пахалăхне çухатмаççĕ, çавăнпа вĕсемпе срокĕ тухичченех е кăшт ытларах та усă курма юрать.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.