- Чăвашла верси
- Русская версия
Чăваш Ен чапне çĕклесчĕ!
«Пĕтĕм тĕнче — театр, çынсем вара — актерсем», — тенĕ Уильям Шекспир. Апла пулин те чăн-чăн искусство çуртне çÿресе пурнăç вăййине сăнама питĕ кăсăклă-çке. Кăçал Раççейре Театр çулталăкĕ пулнă май пирĕн республикăра чылай мероприяти иртрĕ. «Тантăш» хаçат та айккинче юлмарĕ. Редакци йĕркеленĕ «Театр — манăн пурнăçра» конкурса ачасем питĕ хастар хутшăнчĕç. Пултарулăх ĕçĕсене республикăри паллă артистсем хакларĕç: Валерий Карпов (К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи Драма театрĕн актерĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ), Юрий Филиппов (Чăваш патшалăх Пукане театрĕн илемлĕх ертÿçи, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ) тата Дмитрий Петров (Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн артисчĕ).
— Хула ачисем вырăсла чаплă калаçни аван. Анчах та вĕсем чăвашла питĕ таса пуплени тата ытларах савăнтарать, — терĕ Дмитрий Петров ĕçсемпе паллашнă хыççăн.
Конкурсра мала тухнă ачасем раштавăн 20-мĕшĕнче Пичет çуртне чыслава пуçтарăнчĕç. Хăшĕ-пĕри чăвашла тумланса килнĕ, вĕсем çине пăхма та питĕ кăмăллăччĕ.
Акă Элĕк районĕнчи Юнтапа шкулĕнчен Денис Волковпа Костя Ильин çитнĕ. Шупашкарта унччен те пулнă-ха вĕсем, Пичет çуртĕнче вара — пĕрремĕш хут. «Тантăш» хаçата юратса вулаççĕ, пуçватмăшсемпе уйрăмах кăсăкланаççĕ. Тĕрлĕрен конкурс условийĕпе те «Тантăшрах» паллашаççĕ вĕсем. Шкулти пур мероприятире те хастар çак ачасем, тĕпчев ĕçĕсем ирттереççĕ. Денис та, Костя та малашлăхне çар ĕçĕпе çыхăнтарасшăн: пĕри — право хуралĕн органĕнче, тепри пушар хуралĕнче ĕçлесшĕн.
Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракасси шкулĕнче вĕренекен Наталья Сарбаева — пирĕн хастар авторсенчен пĕри. Заметкăсенче хускатакан темăсем туссемпе вылянă чухне те, кĕнеке вуланă вăхăтра та çуралнине палăртрĕ хĕрача. Конкурса хутшăнма тÿрех икĕ юптарăва сцена çинче выляса видео ÿкернĕ те пирĕн пата янă вăл. Çакнашкал конкурссене питĕ юратать Наташа.
— Вĕсене хутшăнсан чăвашсем çинчен ытларах пĕлетĕн, — терĕ вăл.
Кукамăшĕ патне хăнана çÿресен вара Натали час-часах Любовь Мартьянова çыравçа тĕл пулать. «Сенкер ачалăх», «Йышăнман сăмахсем» тата ытти кĕнеке авторĕ хĕрачана хăйĕн пултарулăхĕ мĕнле вăй илнине каласа кăтартать, çырас ĕçре сĕнÿсем парать, текста илемлетме вĕрентет… Любовь Васильевнăн хăш вăхăтра ытларах хавхалану килнине те пĕлет халĕ Наташа — каçсерен кăмака хутсан…
Вăрнар районĕнчи Калининăри интернат шкулта вĕренекенсем те жюрие ăсталăхĕпе тыткăнларĕç. Акă вĕсенчен пĕри, Дима Макаров, хăйĕн савăнăçне пирĕнпе пайларĕ.
— Ку конкурса хутшăнма эпир Иван Крыловăн «Волк на псарне» юптарăвне лартрăмăр. Сăнара калăпланă чухне хама питĕ яваплă туйрăм, йăнăшасран асăрхантăм. Хамăрăн ĕçпе кăмăллă эпĕ. Шкулта час-часах пĕр-пĕр юптару выляса кăтартатпăр. Нумаях пулмасть сăвă вулавĕ иртрĕ. Кашни эрнерех мĕнле те пулин мероприятие хутшăнатпăр эпир. Халĕ Петĕр Хусанкайăн сăввине вĕренетĕп. Унпа Шупашкарта иртекен пĕр конкурса хутшăнасшăн. Çакнашкал ăмăртусем, манăн шухăшпа, ăс-тăна аталантараççĕ тата Чăваш Ен чапне çĕклеме май параççĕ, — йăл кулчĕ Дима. Малалла вулас...
Лариса ПЕТРОВА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментировать