- Чăвашла верси
- Русская версия
Елчĕксем ăна манмаççĕ
Районти ватă салара — Лаш Таяпара — Театр çулталăкĕ Чăваш АССР халăх артисткин Мария Бикуловăн 1919-1985 асăну каçĕпе хупăнчĕ.
Мероприятие Мария Григорьевнăн ентешĕсемпе, тăванĕсемпе пĕрле район центрĕнчен тата Шупашкартан килнĕ хăнасем те хутшăнчĕç.
Ялти культура çуртĕнче ларса-тăма вырăн çукчĕ. Культурăпа искусствăна юратакансен умĕнче Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕпе йĕркеленĕ Театр çулталăкне пĕтĕмлетсе район администрацийĕн культура пайĕн пуçлăхĕ Зарема Князева, Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Михаил Егоров, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Геннадий Кириллов, тĕп хулари «Елчĕк ен» ентешлĕхĕн хастарĕсем Владимир Меметовпа Петр Сидоров тата ыттисем сăмах каларĕç.
— Шупашкарти театрсенче 1977 çултанпа вăй хуратăп, çав вăхăтранпах сирĕн ялта çуралса ÿснĕ ЧАССР халăх артисткине, Чăваш патшалăх пукане театрĕнче ĕçленĕ Мария Бикуловăна пĕлетĕп. Хăйне шанса панă кашни роле чуна парса, халăха, уйрăмах ачасемпе çамрăксене, килĕшмелле вылятчĕ вăл. Эпир, унран чылай кĕçĕн артистсем, Мария Григорьевнăран тăтăшах вĕреннĕ. Маншăн вăл чăн-чăн педагог шутланнă. 70-мĕш çулсен варринче унăн хĕрĕпе Людмила Николаевнăпа пĕрле Шупашкарти музыка училищинче вĕрентĕмĕр, — терĕ Геннадий Васильевич.
Лаш Таяпари ватă çынсем каласа панă тăрăх, Чиркÿ урамĕнче çуралса ÿснĕ Маша мĕн пĕчĕкрен юрлама тата ташлама юратнă. 1934-1935 çулсенче Шупашкарти музыкăпа театр техникумĕн актер уйрăмĕнче вĕреннĕ. 40-мĕш çулсен варринче Мария Григорьевна чăвашсен паллă артисчĕсемпе Вера Кузьминапа, Виктор Родионовпа, Петр Ивановпа, Николай Степановпа, Борис Марковпа, Николай Терентьевпа пĕрле Мускавра А.В. Луначарский ячĕллĕ ГИТИСра пĕлĕве туптанă. 1955 çулта пирĕн мухтавлă ентешĕмĕр Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ, тепĕр чĕрĕк ĕмĕртен халăх артисчĕ пулса тăнă. Сцена çинче 50 çула яхăн выляса çĕр-çĕр роль калăпланă.
Мария Бикулова Лаш Таяпари клубăн сцени çинчен пуçласа республикăри куçса çÿрекен колхоз, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма тата Пукане театрĕсенче ĕçленĕ.
Театр искусствине юратакансем паян та вăл вылянă спектакльсенчи — «Ăса пула инкек» /А.Грибоедов/, «Ревизор» /Н.Гоголь/, «Айтар» /П.Осипов/, «Нарспи» /А. Кăлкан тата В.Алагер/, «Çĕмĕрт çеçки çурăлсан» /И.Максимов-Кошкинский/, «Тан мар çапăçу» /В.Розов/, ытти ĕçри — сăнарсене аса илеççĕ.
Çакă та савăнтарать: Лаш Таяпа вăтам шкулне вĕренсе пĕтернĕ вун-вун каччăпа хĕр хăйĕн пĕлĕвне Шупашкарти е ытти хулари институтсенче, университетсенче малалла ÿстерсе сцена ăсти, мусăкçă, художник пулса тăнă. Вĕсенчен пĕри — Мария Бикулова пекех Чиркÿ урамĕнче çуралса ÿснĕ, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче, унтан Саратоври Л.В.Собинов ячĕллĕ консерваторире вĕреннĕ Людмила Петухова. Кунта аслă пĕлÿ илнĕ хыççăнах вăл тăван училищĕне ĕçлеме таврăннă. ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, пултаруллă музыкант тата юрăç 20 çул халăх юррисен уйрăмне тата вĕренекенсен «Янтал» ансамбльне ертсе пырать. Малалла вулас...
Петĕр ЛАШТАЙ.
Комментировать