Качaр-качaр качака...

11 Июл, 2014

Ватăлнă çемĕн ĕне тытма кансĕртерех. Хĕл валли те апат нумай хатĕрлемелле. Качака усрасан мĕнле-ши.

Альбина ПЕТРОВА.

1. Качака туянас тесен пирĕн тăрăхра качака тытакансемпе çыхăнма тăрăшмалла. Зааненский, альпийский, кубинский ăратлисене тытнине пĕлетĕп. Качака туяннă чухне /уйрăм çынран пулсан/ ăна мĕнле тăрантарнине, качака характерне /вĕсем те тĕрлĕрен пулаççĕ/ ыйтса пĕлме ан манăр. Ку качакана çĕнĕ вырăна хăнăхтарма пулăшĕ. Туяннă хыççăн ветеринара кăтартма тăрăшăр - качака сывлăхне тĕрĕс пĕлме май парĕ.

2. Çак выльăха тÿрех ытлашши нумай çитерме юрамасть. Малтанлăха утă тата шыв пани те çителĕклĕ. Вар хырăмĕ аванах ĕçленине тĕрĕслесен пĕчĕккĕн хутăш апат тата ешĕл курăк çитерме юрать.

3. Чĕр чуна чăмăртакланă апат пани те тĕрĕсех мар. Гранула апат пахалăхне пăхса хаклама май çук. Килте ал арманĕ пулсан аван - тĕш тырра /уйрăмах сĕлĕ аван качакашăн/ килте кĕрпелентерсе пама пулать.

4. Утă тата шыв яланах ирĕклĕ пулмалла. Тырă хутăшĕсен апатне пахча çимĕçе виçеллĕ çеç памалла /выльăх ÿсĕмне, ун виçине кура/. Сăвакан пысăк качакана апат нумайрах кирлĕ.

5. Качакана кÿпĕнтерме пултаракан апат нумай памалла мар. Çĕр улми, йÿçек силос, çăкăр нумай пани те качака хырăмлăхне пăсма пултарать.

6. Качакана хăй çининчен ытларах çитерме-ĕçтерме ан тăрăшăр. Хăшĕ-пĕри, нумайрах ĕçсен сĕчĕ те лайăхрах анать тесе, шыва тăвар хушать, сахăр, уксус хушакансем пур. Анчах ас тăвăр, чĕр чун шыв ытлашшипех ĕçрĕ тĕк унăн вар-хырăмлăх ĕçĕ пăсăлать. Сăвăм пушшех чакма пултарĕ.

7. Тăвара апата е шывпа хушса мар, çуламалли катăкпа памалла. Мĕн чухлĕ кирлине хăйсемех çуласа илĕç.

8. Апат памалли вырăна тĕрĕс вырнаçтарăр. Куритерен утă нумай тăкăнса сая ан кайтăр. Хĕлле те, çулла та качакана ирĕкре çÿретме ан манăр. Çулла ăна çаран çине кăкарса тăратма пулать.

9. Выльăха йĕркене хăнăхтармалла. Пĕр вăхăтра апатлантарма, шăварма /ĕçтерме/ тата сума тăрăшмалла. Тĕрлĕ вăхăтра ĕçтерни-çитерни сĕт антарассине чакарать.

10. Качака шăрша лайăх туять. Апат кăшт варалансан та çимест. Çавăнпа качака апатланакан вырăна таса тытмалла. Витене яланах уçăлтармалла, ай сарăмне улăштарсах тăмалла.

11. Качака килти чĕр чунсенчен ытларах сурăхсемпе, ĕне-пăрупа килĕштерсе пурăнать. Чăх-чĕппе, йытăпа, сыснапа туслах мар.

Хĕл валли утă, улăм, тĕрлĕ йывăç милĕкĕ хатĕрлемелле. /Йăмра, хурăн, çăка, ăвăс, çирĕк, шĕшкĕ, пилеш, тирек, çĕмĕрт милĕкĕсем хатĕрлеме пулать/. Хĕл каçма пĕр качакана 550-600 кг утă çителĕклĕ. Унсăр пуçне, паллах, тĕш тырă, пăрçа, пахча çимĕç кирлĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.