Çтерлĕре «Тĕрĕксен дебачĕсем» иртрĕç

19 Дек, 2019

Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕ хулинчи филиалĕнче пуçласа çамрăк парламентçăсен «Тĕрĕксен дебачĕсем» турнирĕ иртрĕ. Оратор ăсталăхне пушкăртла, тутарла тата чăвашла кăтартма республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен шкул ачисемпе студентсем пуçтарăнчĕç.
Çамрăксем икĕ ушкăна — «Влаç» тата «Оппозици» — пайланчĕç. Пĕрремĕшсем — йышăннă саккун кирлĕ пулнине, иккĕмĕшсем унран халăха усă пулас çуккине ĕнентерме тăрăшрĕç. Ăмăрту Британи формачĕпе иртрĕ. Ачасемпе студентсем обществăпа политикăри тĕрлĕ ыйту тавра тавлашрĕç. Тĕслĕхрен, харпăр çыннăн уйрăм кăтартăвĕсен рынокне саккуна кĕртесси, республика тулашĕнче вырнаçнă професси паракан вĕренÿ учрежденийĕсенче пĕлÿ илме чарасси, сывлăха сиен кÿме пултаракан спорт вăййисене ирттерме чарасси тата ытти те.
Ыйтусене чăвашла сÿтсе явакан лапама 8 ушкăн пуçтарăнчĕ, кашнинче — 3-шер вылякан. Ăмăрту кăсăклă иртрĕ. Çĕнтерÿçĕсене хаклă парнесемпе дипломсем парса хавхалантарчĕç. Вĕсем асăннă университетăн пушкăрт тата тĕрĕк чĕлхисен факультетне «Тăван (пушкăрт, тутар, чăваш) чĕлхепе литератури, ют чĕлхе» направленипе вĕренме кĕнĕ чухне 10 яхăн балл параççĕ.
Чăваш уйрăмĕнчи çĕнтерÿçĕсем вара çаксем: 1-мĕш вырăн — «Ăраскал», 1-мĕш курс, Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕри филиалĕ, 2-мĕш вырăн — «Çĕньял, Авăркас районĕ, 3-мĕш — «Шанчăк», 4-мĕш курс, Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕри филиалĕ.

www.hypar.ru

Алина ГЛУХОВА.
Пушкăртстан, Авăркас районĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.