Юрататăп йăмăкпа шăллăма!

10 Июл, 2014

Пĕрремĕш класс вĕренсе пĕтернĕ Артем Пашков ачасене çав тери юратать. Тăваттă тултарсан йăмăкне Эльăна та хăех пăхнă вăл.

– Сăпкаран та хамах йăтса илеттĕм ăна. Апатне те хамах çитереттĕм. Йĕрмĕшместчĕ, – тет арçын ача хавассăн.

Халĕ авă Рома шăллĕнчен куçне пачах вĕçертмест.

– Эльăпа танлаштарсан Рома йăрăрах, ларма-тăма пĕлмест. Пур япалана та тытса кăна мар, çыртса та пăхасшăн. Акă пĕр кунхине сĕтел çинче выртакан кăлпассине хăех касса илесшĕн пулнă ахăртнех. Пĕчĕкскер шари кăшкăрса янипе тĕпеле чупса кайрăм. Алли юнланнине курсан хам та ĕсĕклеме тытăнтăм. Эля та вĕçтерсе çитрĕ, вăл та макăрма тапратрĕ. «Анне вăрçать халĕ пире-е-е!» – терĕ аран-аран çăварне уçса. Чăн та, ятларĕç. Ромăна пĕр çеккунт та куçран вĕçертме юраманнине ăнланса илтĕм. Аннерен каçару ыйтрăм. Çак инкек хыççăн шăллăма хамран уйăрмастăп. Апла пулин те ĕнер, пĕрле альбом çине ÿкернĕ хушăра пит-куçне фломастерпа сăрласа пĕтернĕ. Хăш вăхăтра? Хам та ăнланмастăп, – тет Артем кулкаласа.

Урамра юлташĕсемпе час-час уçăлса çÿреймест арçын ача. Апла пулин те пĕрре те пăшăрханмасть.

– Аннен ĕç питĕ нумай, çавăнпа ăна ача пăхса пулăшас тетĕп. Атте Ромăпа ларнă чухне аннепе пĕрле пахчана тухатпăр. Пахча-çимĕçе çум курăкран тасатма пулăшатпăр. Арбуз та пур пирĕн ана çинче. Вăл пиçессе чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Хамăр лартса çитĕнтернĕ çимĕçе ас тивме те питĕ кăмăллă, – тет Артем йăл-йăл кулса.

Халĕ вĕсен килĕнче икĕ кушак çури пур. Пĕри Артемăн, тепри Эльăн.

– Пĕчĕкскерсене Рома та юратать, анчах вăл тепĕр чухне вĕсене хăлхисенчен туртать. Лешсем шăп-шăпăрт выртаççĕ. Эля хăй кушакне тепĕр чухне тутăр çыхтарать, кофта тăхăнтарать. Минтер хурса çывăрма вырттарать. Çакă Царапкăна питĕ килĕшет пулас, йăшăл та тумасть-çке-ха, – тет Артем.

Шкулшăн тунсăхланине пĕлтерчĕ арçын ача. Пушă вăхăтра вăл тăрăшсах кĕнеке вулать. Ара, класс ертÿçи Татьяна Николаева Иванова çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче кашни ачаран мĕн вуланине содержани ыйтатăп тенĕ-çке.

Элиза ВАЛАНС.

Йĕпреç районĕ,

Пучинке.

АВТОР сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.