«Буратино сăмси лапчăнчĕ»

12 Дек, 2019

Туссем, çитĕннисем те, шкул ачисем те, ачалăх пире пурне те пуканепе вылянипе çывăх. Асамлă та илемлĕ пуканесене тумтир çĕлесе тăхăнтартнине, çывăрма вырттарнине манма пулать-ши? Юмахсен тĕнчине путсан чун ыррине туйма вĕреннине тата мĕн çиттĕр?
Чăваш патшалăх пукане театрĕн сцени çинче ашшĕ-амăшĕ, асламăшĕ-кукамăшĕ çавăтса пынă шăпăрлансене 24 çул савăнтарать ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Юрий ФИЛИППОВ. Илемлĕх ертÿçи тĕрлĕ авторăн çĕр ытла юмахне сцена çине кăларнă, хăй те вун-вун пьеса калăпланă. Унсăр пуçне тĕрлĕ çĕршыври — Литва, Казахстан, Болгари, Таиланд, Финлянди, Малайзи… — фестивальсенчен нумай-нумай Хисеп-Тав хучĕпе, дипломпа таврăнма хăнăхнă вăл. Тĕрĕссипе, çĕнтерÿсĕр таврăнман та пуль хăйĕн ĕçне чунтан парăннă режиссер! Çитĕнекен ăрăва ырра усалран уйăрма вĕрентеççĕ унăн ĕçĕсем. Пĕчĕкскерсене юратакан артистăн ачалăхĕпе паллаштарар паян.

РАДИО. 1 Вăрмар районĕнчи Мăнçырмара çуралса ÿсрĕм. Ял пысăк, чиркÿ те пур. Хама астума пуçланă тăрăх, ялта радио пурччĕ. Вăл питĕ хытă калаçатчĕ. Ачалăхăм Совет саманипе çыхăннă май, ăна юри хытă янăраттарнă пек туйăнатчĕ. Мĕншĕн тесен çав радио чиркÿ чан çапнин сассине те хуплатчĕ. Асанне Турă çуртне мана вăрттăн илсе каятчĕ. Пачăшкă питĕ çÿллĕскерччĕ. Шап-шурă сухаллăскер ватăччĕ. Е эпĕ пĕчĕк пулнăран мана çапла туйăннă-ши? Пылак шыв сыптаратчĕ çав пачăшкă. Радиона вара ятарласа чиркÿ умне вырнаçтарнă пуль тесе шухăшлаттăм, чан сассине çĕнтертĕр тесе.
КРАÇÇЫН. 2 Анне Нина Андреевна фермăра вăй хунă. Атте Михаил Николаевич та колхозра трактористра ĕçлетчĕ. Шел, вăл пирĕнтен ир уйрăлса кайрĕ. Эпĕ ун чухне 1-мĕш класра кăна вĕренеттĕм. Çемьере виççĕн — Валера, эпĕ тата Оля — ÿсрĕмĕр. Асанне ялтах пурăнатчĕ. Ун патне час-часах çÿреттĕм. Вăл мана ялан краççын патне пĕрле илсе каятчĕ. Шкула çÿреме тытăнман-ха эпĕ ун чухне. Асанне икĕ краççын витрине кĕвенте çине çакатчĕ те утаттăмăр. Витрисем хăйне евĕр пулнă. Тăрăхла тÿп-тÿрĕ, тăрри хупă, пĕр пĕчĕк шăтăк. Унăн ятарлă хупкăчи пурччĕ. Пĕррехинче çуллахи шăрăхра ывăнса таврăнтăмăр та асаннепе пахчари çĕр улми йăранĕсем хушшине сулхăна канма выртрăмăр. Çĕр улми аври çÿллĕ ÿсетчĕ ун чухне. Çывăрсах кайнă ĕнтĕ. Пире атте-анне çухатнă, çĕрлеччен шыраса хăшкăлнă. Эпир шăннипе вăранса тин пÿрте кĕтĕмĕр.
ШТАБ. 3 Ача чухне уйрăмах хĕлле килĕшетчĕ. Тумтире хывса пăрахса пахчара окоп чаваттăмăр. Çавăнта кĕрсе ларса выляттăмăр. Тăрри çирĕп пултăр тесе шывпа пăрлантараттăмăр. Пирĕн пахча уй хĕрринче пулнăран юр нумайрах хÿсе тултаратчĕ. Çавăнпа штаб чавма лайăхчĕ. Юр айĕпех кÿршĕсен пахчине çитеттĕмĕр. Вĕсен чиккине каçма юр айĕнченех шитти картине хуçаттăмăр. Çуркунне çитсен вара… кÿршĕсем тустаратчĕç пире.
Юр кайса пĕтнĕ-пĕтмен урамра çупкăчла /лапталла/ выляма пуçлаттăмăр. Ура йĕпенсен те киле кĕместĕмĕр. Пĕр кĕрсен текех кăлармаççĕ-çке.
Хуть те камăн ачалăхĕпе те çыхăннă пуль ку. Килти пахчара темĕн те пĕр ÿссен те ют çыннăнне пурпĕрех кĕрсе курмалла, пĕр хăяр та пулин татса тухмалла. Çĕр улми йăранĕ хушшипе те упаленсе кĕнĕ. Çакланнине астумастăп. Пĕринче урамра кинемей: «Çак тарана çитсе манăн пахчана никам та кĕрсе курман», — терĕ. Эпир юлташсемпе тин кăна унăн пахчинчен тухнине сисмен те вăл.
Каçсерен каччăпа хĕре сыхлас йăла пурччĕ. Урамри трактор прицепĕ çинче кипкесем карса пытантăмăр. Кĕтетпĕр. Мăшăрсем çук та çук. Хамăр çавăнтах çывăрса кайса çĕр каçнă.
ВЕЛОСИПЕД. 4 Ялта сысна ферми пулнă. 1-3-мĕш классенче вĕреннĕ вăхăтра каникулта сысна кĕтĕвне сыхланă. Выльăха çырмана антарса яраттăмăр, вĕсем лачакаран тухмастчĕç, хамăр выляттăмăр. Каçхине аран хăваласа кĕртеттĕмĕр.
Велосипед пиччерен куçрĕ. Кивĕскерне ялан юсамаллаччĕ. Ярăнма вĕреннине нихăçан та манмастăп. Çуркуннеччĕ. Малтанах урана велосипед рами хушшинчен чиксе ярăнмалла. Аслăраххисем: «Шăпах пылчăклă чухне вĕренмелле, ÿксен те çемçе, ыраттармасть», — тесе кулчĕç. Çапла пылчăк «ăшĕнчех» вĕрентĕм.
Тата тепĕр самант куç умĕнче. Кÿршĕ хĕрачи час утма вĕренейменччĕ. Хăранипе утса каяймасть. Аслисем нумай пуç ватман, пĕррехинче, кĕтÿ яла кĕнĕ вăхăтра, пĕчĕкскере урам варрине тухса лартнă. Выльăх килнине курса хĕрача тăчĕ те килнелле хытă кăна чупрĕ. Утиччен малтан чупма вĕренчĕ ĕнтĕ.
Мăнçырмапа Шăхаль ялĕсен хушшинче — вăрман, унăн варринче юхан шыв пур. Унта çĕр каçмаллах пулла каяттăмăр. Йывăçсен тăрринче ÿпле тунă. Шикленсен те шурăмпуçа çавăнта кĕтсе илнĕ. Пуллине йĕркеллех тытса курман пулин те хупăсăр хура пулла консерв банкинче пĕçерсе çини асăмрах. Киле выçă çитеттĕмĕр — аннешĕн чи кирли, юрать, хамăр таврăннă.
ПУШМАК. 5 Йăмăка астумалла пулнă манăн, çавăнпа нуль класа çÿремен. Пĕрремĕшне кÿршĕ ачипе кайрăмăр. Атте-анне ăсатман, тумлантарса кăларса янă. Паллах, çĕнĕ пушмакпа. Вăл çав тери меллĕ марччĕ. Эпир тапочкă-санталие хăнăхнă. Халь вара ботинка туянса панă-çке. Шкула аран-аран çитрĕмĕр, пушмака тарăхнипех юлташпа иксĕмĕр те кĕмесĕрех киле таврăнтăмăр. Кун пек пĕр эрне çÿрерĕмĕр пуль, тухса каяттăмăр та выляса тăраннă хыççăн çынпа пĕрле таврăнаттăмăр. Акă, сисрĕç эпир пĕлÿ çуртĕнче пулманнине. Малтан кивĕ шкула çÿрерĕмĕр. Кăмака хутса ăшăтатчĕç ăна. Коридорти урай пăрлăччĕ, унтах ярăнаттăмăр. Темиçе çултан çĕнĕ шкула куçрăмăр.
Ял хушшинче икĕ лаша ферми пулнă. Утсене кÿлме те вĕренсе çитнĕ пĕчĕклех. Юланутпа çÿреме юрататтăм. Кун пекки те пулнă: пĕр лаши хама чутах таптатчĕ. Пичче ута витерех йĕвенлеме хушрĕ. Лаша хыçалалла чакса мана кĕтесе хĕстерсе хучĕ. Вите тăрринче — утă-улăм. Хăтăлса унта мĕнле хăвăртлăхпа хăпарса ĕлкĕртĕм-ши?
Пĕр кинемее пулăшма кайрăмăр ачасемпе. Тимурпа унăн команди пек. Ун чухне куç-пуç ча-рăлнăччĕ: çав ватă çын часах вилетĕп, пурăнмалли нумай юлман тесе верандинче тупăк хатĕрлесе хунă. Килте тупăк ларни мана питĕ тĕлĕнтернĕччĕ.
ШКУЛТА. 6 Пур предмета та тĕрлĕрен юрататтăм. Паян литература килĕшетчĕ, ыран — математика, тепĕр кун – нимĕç чĕлхи. Физкультурăна вара çÿрес килместчĕ. Ялан арçын ачасемпе хĕрачасем футболла выляттăмăр. Уйрăмах хĕлле. Йăлăхтарса çитернĕччĕ ку, пире çĕнтерме пуçларĕç. Çавăн чухне лавккара пачкăллă мармелад сутатчĕç. Акă çĕнтерекенсене çавăнпа пеме тытăнтăмăр.
Çуркунне пахчара камăн мĕнле кĕпçе ÿсет, шкула илсе пыраттăмăр. Кашнин партти çинче выртатчĕ симĕс курăк. Ăна çиме «моднăччĕ».
Пĕр-пĕрин патне урокра кĕске çыру çыраттăмăр, мĕн кăна ÿкерместĕмĕр-ши унта? Хăш-пĕр чухне сисмен вăхăтра çурăм çине çыпăçтарса яраттăмăр. Эпир хĕрлĕ галстук çыхса çÿренĕ. Пĕр-пĕринне кĕтесĕсене татса илесси модăна кĕчĕ. Куншăн кашни эрнере линейка умне кăларса тăратса намăслантаратчĕç. Шкулта «Молния» хаçат тухса тăнă. Унта ашкăнчăк, япăх вĕренекенсене çырса кăларнă. Эпĕ унта лексе курманччĕ, анчах район хаçатĕнче мана урăх ачапа арпаштарса кăларчĕç. «2»-пе вĕренетĕп иккен, тепĕр Филиппов хушаматлă ачан ячĕ вырăнне Ю. çырса янă пирĕн шкулта пулнă корреспондент.
ТУМТИР. 7 Кÿршĕри ачасемпе урамра каçхине елка ирттерме шухăшларăмăр. Тумтир хатĕрлерĕмĕр, хамăр çине мамăк /ватă/ та çакса тултарнă. Хĕл Мучин сухалĕнче пушшех те пысăкчĕ мамăкĕ. Ачапча, кам шухăшланă-ха вăл çунасси пирки? Бенгаль çуртинчен салют çутма шăрпăк чĕртсен пирĕн сухал çунса кайрĕ. Тепрехинче шкулти елкăна Буратино тумне хатĕрлесе кайрăм. Чылай тăрмашрăм килте. Çапла уявра мăшăрăн-мăшăрăн ташланă чухне хĕрача манăн сăмсана аллипе сулса лектерчĕ те Буратино сăмси лапчăнса ларчĕ. Тата кÿршĕ хĕрачине Фея «турăмăр». Пуçĕ тăрринче уйăх, ун çумне тюль çакрăмăр. Елкăна çитсен çĕртен сĕтĕрĕнсе пыракан тюлĕ спортзала кĕнĕ чухне капланчĕ те Фейăн тумĕ хывăнса юлчĕ.
Урамри лапамра «Нарспи» лартни куç умĕнче. Хĕвеле те «антараттăмăр», уйăха та «хăпартаттăмăр». Куракан чылай пуçтарăнатчĕ.
Пĕчĕкрех чухне ÿнерçĕ пулас килетчĕ. Ку ĕмĕт сĕвĕрĕлсен тухтăр пулас шухăш çуралчĕ. 9-мĕш класс хыççăн Мари Республикине фельдшер-акушера вĕренме кайрăм. Кĕни çинчен хут ярсан ялта юлташсем арçын профессийĕ мар тесе кăмăла хуçрĕç. Çапла 10-11-мĕш классене вĕренсех пĕтертĕм. Тепĕр кулăшла ĕмĕт — пĕчĕк чухне манăн питĕ тăраниччен кăлпасси çиес килетчĕ. Сĕтел тулли ашчĕ, кăлпасси вара хулара кăна çиме май пулнă. Телевизор пăхнă чух паллă юрăçсем пирки /тĕслĕхрен, Людмила Зыкинăна час-часах аса илетĕп/ кусем кăлпасси çисе пурăнаççĕ пуль теттĕм. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Елена ЛУКИНА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.