- Чăвашла верси
- Русская версия
Çĕнĕ ĕмĕр чирĕ
Кредит татмашкăн хваттере сутрăм
«Эпĕ укçаран хĕсĕк пурăнман. Ывăла пĕчченех ÿстереттĕм, упăшка алимент тÿлетчĕ. Пĕччен пурăнакан анне те пулăшатчĕ. Вăл вилсен хваттер пушанчĕ. Ăна тара илес текенсем хăвăртах тупăнчĕç.
Хама перекетлĕ çын теейместĕп. Интернетри лавккасенче саккас туса тăкакланаттăм. Малтан ăпăр-тапăр туянкаларăм. Акцисем вăхăтĕнче йăлара усă курмалли техникăна «карçинккана» хутăм. Микрохумлă кăмакапа пылесос-роботран пуçларăм та… ноутбук таранах саккас патăм. Вĕсем мана кирлех те марччĕ. Йÿнетсе сутни илĕртрĕ. Укçа çитменнипех кредит илме тиврĕ. Хальхи вăхăтра банк специалисчĕпе те интернет урлă çыхăнма пулать. Темиçе сехетренех укçа карточка çине куçрĕ те саккассемшĕн тÿлерĕм. Кредита татмашкăн кĕмĕл пухăнмарĕ. Пĕрмай тăкакланнипе енчĕк хулăнланмĕ çав. Парăмран хăтăлмашкăн тепĕр кредит илтĕм, юлнă укçана каллех ăпăр-тапăр туянса тăкакларăм. Посылкăсем çитсен хама хам вăрçрăм — ним тума кирлĕ мар япалана çÿп-çап карçинккине ывăтмалла çеç!
Пĕр интернет лавккара путевкăсене йÿнĕрех хакпа сутнине куртăм. Çынсене кура манăн та отпуска каяс килчĕ. Çуллахи каникулта ывăлăмпа ют çĕршывра кантăмăр, ылтăн хăйăр çинче хĕртĕнсе тинĕсре чăмпăлтатрăмăр. Чăваш Ене таврăнсанах коллектор шăнкăравларĕ те парăмсене аса илтерчĕ. 1500000 тенкĕ тавăрса памалла! Кредита татмашкăн укçа шырарăм. Пĕлĕшсемпе тăвансем мана нимĕнпе те пулăшмарĕç. Анне хваттерне сутма тиврĕ. Инке хваттере сутнин сăлтавне пĕлсен хытах вăрçрĕ. Хамăн йăнăша ăнланатăп, анчах халь тин нимĕн те тăваймăп. Хваттере йÿнĕ хакпа сутма тиврĕ.
Малашне интернет лавккасемпе çыхланмăп тесе сăмах патăм. Пурнăç йĕркеленчĕ. Мана пысăкрах должноçа куçарчĕç, алăра укçа пур. Акцисем пирки вуласанах кăмăл çĕкленет, тавара туянас килет. Çак туйăмран хăтăлма пулать-ши? Камран пулăшу ыйтмалла?»
Елена ПАТРИНА, Шупашкар хули.
Лена çырăвĕпе ЧР сывлăх сыхлавĕн министерствин медицина психологийĕн штатра тăман тĕп специалистне Оксана РЫНДИНĂНА паллаштартăмăр.
— Оксана Геннадьевна, ку чăннипех те çивĕч ыйту пулса тăчĕ. Интернета çут çеç — тĕрлĕ тавар сĕнекен сайтсем сиксе тухаççĕ. Чÿк уйăхĕн вĕçĕнче пĕтĕм тĕнчере тавара йÿнĕрех хакпа туянмалли кун иртрĕ. «Хура эрнекун» теççĕ ăна. Акципе усă курас текенсем тавар кирлĕ-и, кирлĕ мар-и — веçех туянаççĕ.
— Хальхи обществăра шопоголизм анлă сарăлнине палăртмалла. Шопоголизм пирки XX ĕмĕрте сăмах пуçарнă. АПШра вăй илнĕскер пĕтĕм тĕнчипех сарăлчĕ. Италире, Испанире, Шотландире çул çитмен хĕрсен 50% интернет лавккасенче япала туянать. Психиатрсен шухăшĕпе, тĕнчере пурăнакансенчен 10% шопоголизмпа аптăрать. Çĕнĕ йышши технологисен пулăшăвĕпе тавара хăвăртах туянма пулать. Кам интернетра тăтăш ларать, пуринчен ытларах пĕлет? Сăмахăм ачасемпе çул çитменнисем пирки. Вĕсен кăсăкланăвне кура интернетра суту-илÿ тытăмĕ аталанать.
— Эппин, ачаранпах укçа-тенкĕ тăкаклама хăнăхтараççĕ?
— Çапла пулса тухать. Шопоголизм пирки калаçас тăк кирек кам ку чирпе чирлеме пултарать. Лавккана çÿреме кăмăллакан, интернет урлă саккас тăвакан кашни çынна шопоголик теейместпĕр. «Чирли» тавара пĕлтерĕшĕпе усăлăхĕ пирки шухăшламасăрах туянать. Çапла майпа вăл стреспа кĕрешет.
Пурнăçри йывăрлăхсене парăнтарма вăй çитерейменнисем усламçăсен серепине çакланаççĕ. Ачалăха аса илсемĕр. Пире çĕнĕ тетте парнелесен, лавккара килĕшнĕ япала туянса парсан мĕнле хĕпĕртеттĕмĕр. Шопоголикăн хăйне савăнтарас килет. Пуç миминче лайăх кăмăлпа ăшă аса илÿсемшĕн яваплă уйрăм пур. Тавара туяннă вăхăтра унăн ĕçĕ хăвăртланать те çын хăпартланать. Анчах туяннă япала усăсăр пулнине асăрхасан кулянма пуçлать, хăйне çав япалана илесрен чарайманшăн айăплать, пăлханать.
— Чир мĕнле аталанать?
— Сăлтавĕ тĕрлĕрен. Ача чухнехи суран çиеле тухни, депрессие кĕрсе ÿкни, тĕрлĕ ыйтăва вăхăтра татса паманни чир пуçарма пултарать. Мĕскĕнленни, çак тĕнчере вырăн тупайманни, канăçсăрлăх туйăмĕ — çак сăлтавсене палăртмалла. Кашнинпе пайăррăн ĕçлемелле, пурне те пĕр калăппа виçме çук.
— Тăванĕсен сисчĕвленмелле-и?
— Тавара туяннă вăхăтра çын хăй мĕн тунине ăнланмасть. Ку — психика улшăнăвĕ. Хăш-пĕр психолог шопоголизма сиенлĕ йăлапа танлаштарать. Ăна алкоголизмпа, наркоманипе пĕр рете тăратать. Çак шухăшпа килĕшетĕп. Общество тавар туянса тăкакланнинче нимĕн япăххине те курмасть. «Лавкка тăрăх çÿрени — эрех-сăра ĕçсе ÿсĕрĕлни мар», — тесе шухăшлаççĕ. Пĕр усал йăлана пăрахăçласа теприне тупни — ыйтăва татса пани мар.
— Ун пек çынна мĕнле пулăшмалла?
— Шопоголизмран хăтăлма йывăр. Этем лавккана кĕмесĕр пурăнаймасть: апат-çимĕç, тумтир, йăлара усă курмалли япаласем яланах кирлĕ. Чире çĕнме шут тытнисен кредит картисенчен хăтăлмалла, «чĕрĕ» укçапа усă курмалла. Лавккана, пасара каяс умĕн тăкаклама палăртнинчен ытлашши ан чикĕр. Хулара пурăнакансене пушă вăхăтра суту-илÿ центрĕсене çÿрес вырăнне уçăлса çÿреме, çывăх çынсемпе тĕл пулма сĕнетĕп.
Чире çĕнмешкĕн пулăшу кирлĕ. Расхута тĕрĕслемелле, вăл тупăшран ытларах ан пултăр. Парăмсем çук-и? Вĕсенчен хăтăлма тăрăшмалла, иккĕмĕш ĕçе вырнаçмалла. Психолог патне кашниех çитеймест. Вĕсене çакнашкал сĕнÿ паратăп. Лавккана каяс умĕн хутпа ручка тытăр та çак ыйтусене хуравлăр: «Эпĕ мĕн туянма каятăп? Вăл япаласем мана кирлех-и? Вĕсене туянмашкăн укçа çитет-и? Çĕнĕ япаласене ăçта хурăп?» Уçăмлă хуравсем патăр тăк лавккана кайма юрать. Малалла вулас...
Ольга КАЛИТОВА. vladimirkrutikov.ru сайтри сăн ÿкерчĕк.
Комментировать