- Чăвашла верси
- Русская версия
Кун-çул шăпи
Çул хыççăн çул, кун хыççăн кун хыçа юлать. Сисместĕн те ватлăх сукмакĕ çине пусатăн. Ачусем вара çунат хушса тĕрлĕ çĕре вĕçсе саланнă. Чылай чухне вĕсен сассисене илтсе хĕпĕртетĕн, сăнĕсене куç умне кăларатăн. Эх, атте-анне чĕри!
Вулакансене эпир Патăрьел районĕнчи Вăрманхĕрри Шăхаль ялĕнче пурăнакан Нинăпа Николай Едифановсемпе паллаштарасшăн. Вĕсем пĕр-пĕрне килĕштерсе, савăнса пурăнаççĕ.
Николай Андреевич Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне 5 çулта пулнă. Вăл çемьере виççĕмĕш ача шутланнă. Амăшĕ ашшĕне вăрçа ăсатнине те лайăх астăвать.
— Атте пире пурне те ыталаса илчĕ те: «Аннĕре итлĕр, тăрăшса вĕренĕр. Эпĕ часах таврăнăп, чĕппĕмсем», — терĕ. Кутамккине çакса аслă çулпа малалла утрĕ. Эпир, пĕчĕкскерсем, ун хыççăн чупрăмăр, — куç умне кăларать иртнине Николай Андреевич.
1943 çулхи март уйăхĕнче тан мар çапăçура унăн ашшĕ вилмеллех аманнă. Ăна Ржев хули çывăхĕнчи тăванла масара пытарнă. Сăмах май, ачисем тăрăшнипе Николай Едифанов ашшĕн вил тăпри çине темиçе хут та çитсе килнĕ.
Амăшĕ пĕр вăхăт упăшкин ĕçне те пурнăçланă. Вăрçăччен Энтри пĕрлешÿллĕ хуçалăхра бригадирта вăй хунă. Тăлăх арăм упăшкин сăмахне тĕпе хурса ачисене вĕрентме тăрăшнă. Николай ялти çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухсан Турханти вăтам шкула çул тытнă. Вăл юрăçпа, философи наукисен докторĕпе Владимир Чекушкинпа пĕр парта хушшинче ларнă, иккĕшĕ те лайăх вĕреннĕ. Сакăр çухрăмра вырнаçнă шкула çуран утнисем паян та асрах. Çил-тăман-и е çумăр çăвать — уроксене пĕрре те сиктермен. Николай Андреевичпа Владимир Иванович паянхи кунчченех туслă, пĕр-пĕрне час-часах шăнкăравлаççĕ.
Николай Едифанов çерем çĕрсем уçнă çĕре те хутшăннă. Хастарскере «Çерем çĕрсене уçнăшăн» медальпе чысланă. Каярахпа вăл кун-çулне тăван колхозпа çыхăнтарнă. Унăн тĕрлĕ вăхăтра счетоводра, бухгалтерта, ял канашĕн секретарĕнче вăй хума тÿр килнĕ. Пур ĕçре те яваплăха туйса тăрăшнă, ĕçтешĕсене, çамрăксене пулăшса пынă. Çавăншăн ăна чылайăшĕ тав тăвать паян. Сăмах май, вăл — «Труд» колхозăн хисеплĕ ĕçченĕ.
Мăшăрĕпе Нинăпа вĕсем пĕр урамрах выляса ÿснĕ. Хĕр ашшĕнчен çулталăкра тăлăха юлнă. Ялти çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухсан унăн тÿрех ĕçе кÿлĕнме тивнĕ. Çапла вара вуннăри хĕрача фермăра ĕçлеме пуçланă. Вăкăр кÿлсе флягăсемпе сĕт турттарма тытăннă. Пĕррехинче вăл вăйлă выльăха тытса чарайман, лав тÿнсе кайнă. Нина урапа айĕнче аран чĕрĕ юлнă. Паянхи кунччен ăна çав сурансем аса илтереççĕ. Ун хыççăн 30 çул ытла ялти фельдшерпа акушер пунктĕнче санитаркăра ĕçленĕ.
Ĕçчен те сăпайлă çемьене ялта ырăпа çеç аса илеççĕ. Малалла вулас...
www.hypar.ru
Роза ПАВЛОВА,
Светлана ФРОЛОВА.
Патăрьел районĕ.
Комментировать