Вăрман пăхать пахчана

9 Июл, 2014

"Пĕр е икĕ ачаллă çемьесем Березовка ялĕнче сайра пулнă. Тĕслĕхрен, Исаевсем саккăрăн ÿснĕ. Вĕсемпе юнашаррисем – çиччĕн, теприсем – пиллĕкĕн. Унтан каллех саккăр, пиллĕк, çиччĕ, пиллĕк..." – пÿрнисене хуçса шутлама тытăнчĕ Канаш районĕнчи çак ялта пурăнакан Валерий Григорьевич Федоров. Иртнине аса илчĕ вăл. Паян кунта хĕлĕн-çăвĕн пурăнакансен шучĕ йышлă ачаллă çемьепе кăна танлашать. Тепĕр 5 çултанах, тен, пĕтмĕ, 10-15 çултан малашлăхне этем тăсаймасан вăрман татса парĕ.

Çавăрса илнĕ вăл Березовкăна. Ял çыннисен пахчинченех пăхать, пахчаран темиçе метр ут – йывăçсен ытамне лекетĕн. Илем, ырлăх, çăтмах. Мулкач, пăши, чĕрĕп, çĕлен, ытти чĕр чун ял çыннисене хăнăхнă, лешсем те çаплах. Пĕр-пĕрне усал тунине ас тумаççĕ кунта. Шухăшласан – савăнса пурăнмалла, анчах çынна нумай кирлĕ çав. Чи малтанах – ĕç.

Канаш хулисĕр пуçне таврара ĕç тупма йывăр. Юнашарти Ăвăспÿрт Кипечри ял хуçалăх предприяийĕ "сывламанпа" пĕрех. Икĕ ял хушшипе чукун çулĕ иртмен пулсан Канаша çитме те кăткăсчĕ Березовка çыннисене. Ĕçе çÿрекенсем нумайăн мар – 4-5 çемьерен кăна. Пуйăс ку вырăнтан ирхине ултă сехет тĕлнелле иртсе каять. Ĕçе çÿрекенĕн ирхине тăватă сехетрен кая юлмасăр тăмалла. Çăвăнмалла, пуçтарăнмалла, выльăха апатламалла, хĕлле вутă хутса пултармалла. Каçхи пуйăс 18 сехет иртсен çитет. Ĕçре тата çул çинче çур талăк иртет.

Ăвăспÿрт Кипечрен Березовкăна паян асфальт çулпа çитме пулать. Ку тĕлĕшпе ял çыннисен пурнăçĕ çăмăлланнă, маларах вара тертленнĕ. "Арăм юн пусăмĕ хăпарнипе асапланать. Пĕррехинче çур умĕн хытах аптăрарĕ. Васкавлă медицина машини çул çуккипе яла кĕреймест. Çунашкапа туртса тухма тиврĕ", – аса илчĕ Валерий Григорьевич 7-8 çул каяллахи вăхăта.

Асфальт çул пурри яла "чĕртме" пулăшать тееймĕн. Çут çанталăк газне кĕтеççĕ Березовкăсем. Тĕрĕссипе, шанма пăрахнă. Аслă пуçлăхсем патне çырусем те çырнă – усси пулман. Хăй вăхăтĕнче, çине тăрсах газ кĕртнĕ чухне, проекта лекес тĕлĕшпе хăйсен ялĕшĕн чупакан çын пулманнине палăртать ветеран. Çамрăксем ĕçленĕ, вĕсен вăхăт пулман. Ялти хĕрарăмсем ăнлантарнă тăрăх – газ пăрăхĕсене хывма чукун çул иртни чăрмантарать-мĕн. Çавăнпа ял çыннин хĕлле ирĕксĕрех вутă хутса пурăнма тивет. Çулла газ баллонĕпе усă курса апат-çимĕç хатĕрлеççĕ. Вăрман ăшне путнă ял çыннисем вутта вăрманта шырамаççĕ, укçалла туянаççĕ. "Вăрман хытнă, унта пит кĕртесшĕн мар", – тет Валерий Григорьевич. Лайăх-и çакă е япăх-и – калама кăткăс, анчах вăрмана кирлĕ пек тасатманнине шута илсе-ши – арçын вăл шăршланса пынине асăнчĕ. Тăрантарма вара чăннипех тăрантарать: çырла, кăмпа пайтах.

Тепĕр чухне вăрман хушшинчи ял шывсăр та нушаланать-мĕн. Тĕлĕнмелле, килти тарасара шыв çук е сахал – тĕп сакайĕ вара типме пĕлмест. Шăрăх килнĕ çул уйрăмах йывăр пулнă ял çыннишĕн. Пурин те тенĕ пекех килти тараса типсе ларнă. Валерий Григорьевич хăйĕн пĕчĕк транспорчĕпе – мотоблокпа – халăх валли юнашарти Ăвăспÿрт Кипечрен çулталăк хушши шыв турттарнă. Хĕл ларсан юр шывне ирĕлтерсе выльăха шăварнă. Унашкал вăхăт урăх пулман, анчах ял администрацийĕ ун пек лару-тăруран хÿтĕленсе темиçе çул каялла урам варринче çăл чавтарнă. Килте тараса çуккисем е вăл типме тытăнсан унта çÿреççĕ.

Вăрмана, çăл патне утнисĕр, пахчана тухнисĕр, пур-çук кÿршĕсем патне каçнисĕр пуçне Березовкăра урăх ниçта та çул тытаймăн. Пĕр социаллă объект та çук. "Пулман та", – тет Валерий Федоров. Вăл ÿснĕ вăхăтра каçсерен килте краççын çуннă. 1960 çулсенче кăна яла электричество çитнĕ.

Тавар кирлĕ чухне Березовкăсем усламçăсене телефонпа шăнкăравласа пĕлтереççĕ те лешсем мĕн кирлине илсе килсе параççĕ. Хăйсем тĕллĕн те çÿреççĕ. Пĕр 20 çул каялла райпо килти лавкка йĕркеленĕ, кайран, ахăртнех, тупăш сахаллипе, хупнă.

"Кама кирлĕ эпир?" – терĕ маларах Валерий Григорьевич ялта çут çанталăк газĕ çуккишĕн пăшăрханса. Хăшĕ-пĕриншĕн, тен, чăннипех те ик айкки те тăвайкки: Березовкăсен нушисĕр те татса памалли ыйту нумай. Анчах пĕчĕк ял çыннисем пĕр-пĕрне кирлĕ, унсăрăн вĕсем пурăнаймаççĕ. Пач пĕччен ĕмĕрлекен ватăна кÿрши пулăшмасан кам пулăштăр? Интернатра ÿснĕ ялти чи çамрăк çынна (вăл халĕ 40 çулта) ĕçлеменнине кура кам алă тăсĕ? Каллех юнашар пурăнакансем пулăшаççĕ. Лешĕ те ватăсем ыйтсан турткаланса тăмасть. Ара, çĕр улми пуссине туртса шырма та çын кирлĕ. Вăй çителĕксĕр. Çамрăк вĕсене пулăшать.

Ялтан кÿршĕри шкула пĕр ача та çÿремест. Унашкалли çук. 2-3 çултан темиçен тупăнĕ. Унччен ашшĕ-амăшĕ ялтан куçса каяс темесен, паллах.

Куçса каякансем пулнă, яла килсе тĕпленекенсем – çук. Пĕрисем нумаях пулмасть ялта çурт шыранă. Сутаканне уншăн 50 пинрен ытла тÿлеме килĕшмен. Кун пек йÿнĕ хакпа камăн сутас килтĕр?

Çут çанталăк газĕ кĕртсен халăх йышĕ хутшăнасса шанать Валерий Григорьевич. Çынсем пулсан йывăç-курăклă ялта, тен, выльăхĕ те хушăнĕ. Ара паян унта пĕр сăвакан ĕне те çук. Нумаях пулмасть пĕр çемье пăру туяннă, ахăртнех, ĕне тăвас шухăшпа.

Ялăн шăпи çинчен Валерий Федоровпа чылайччен пуплерĕм эпĕ. Мăшăрне вăрмантан кĕтсе илессе ĕмĕтлентĕм. "Йăлтах пурнăçран килет. Хулара вăл лайăхланса пырсан кунта килес текенсене кĕтме хĕн. Унти пурнăç хытсан шанчăк пур", – пĕтĕмлетрĕ вăл шухăшне.

Мана ăсатма урама тухсан мăшăрĕ çаврăнса çитрĕ. Тăхлачипе утă çулнă-мĕн вĕсем. "Мĕнле пек туйăнать – нушара е ырлăхра пурăнатăр?" – шÿтлесе ыйтрăм çаксенчен. "Çăтмахра", – терĕç вĕсем.

Калаçнă хушăра яла прицеп çаклатнă мотоблок кĕрсе кайрĕ. Тем вăхăтранах каялла çаврăнса тухрĕ. Паттăр хĕрарăмсем мана Ăвăспÿрт Кипече çурран уттармарĕç, çак техникăпа лартса ячĕç. Ытти-хытти çук пулсан та ялтан асфальт çул тухни аванах çав. Тăнкăртаттарса мар, пĕр тикĕссĕн чупрĕ пĕчĕк трактор. Эпĕ тавралăх илемĕпе киленсе пытăм. Çул хĕрринчи шĕшкĕлĕх питех те мăйăрлă. Çитес çул тыр-пуллă килессе систерет-ши? Вырăнĕ çăтмах кунта, килĕрех тет, ахăртнех.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.