Анна аппа – 100 çулта

9 Июл, 2014

Елчĕк районĕнчи Тÿскел ялĕнче пурăнакан Анна Паймина çак кунсенче 100 çул тултарнă. Ăна сумлă юбилейпе саламлама ял-йыш, тус-тăванĕ чылай пуçтарăннă. Анна Архиповнăна РФ Президенчĕ Владимир Путин янă саламлă çырупа паллаштарнă.

Пĕр ĕмĕр хушшинче хура-шура чылай тÿснĕ хĕрарăм. Çапах та йывăрлăха çĕнтерме пултарнă. Паянхи кунччен ăс-тăнпа пурăнать, ял-йыша паллать, ачисемпе савăнать.

Вăл асăннă районти Аслă Таяпа ялĕнче çуралнă, тăлăх çитĕннĕ. Мăшăрĕн Андрей Филипповичăн шăпи те çавнашкалах пулнă. Икĕ тăлăх турата пулăшакан та пулман-тăр. Çамрăксем ытларах хăйсен вăйне шаннă, ура çине çирĕппĕн тăнă. Тăватă ывăлпа икĕ хĕр çитĕнтернĕ вĕсем. Пурне те тивĕçлĕ пĕлÿ илме пулăшнă. Анна Архиповнăн паян – 10 мăнук, вĕсен 16 ачи, кĕçĕн мăнукĕсен 2 ачи.

Вăл ĕмĕрĕпех «Трактор» колхозра вăй хунă. Ăçта хушнă – унта кайнă, тĕрлĕ ĕç пурнăçланă. Чылай çул колхоз пахчинче тăрăшнă. Ачаллах вăр-вар пулнăран тĕпренчĕкĕсене те пĕчĕкренех ĕçе явăçтарнă.

Халĕ кинемей пĕччен пурăнать. Хĕрлĕ Çырти аслă хĕрĕ Аида кашни кунах ун патне çÿрет (ялсен хушши 10-12 çухрăм): апат пĕçерет, кил-çуртне тасатать, япала çăвать. Хăй те çамрăк мар, кăçал 75 çул тултарнă. Апла пулин те унта та, кунта та ĕлкĕрет. Сăмах май, Аида Андреевна ĕмĕрĕпех Хĕрлĕ Çыр шкулĕнче ачасене физика вĕрентнĕ, шкул директорĕн вĕренÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ пулнă.

«Тавтапуç патшалăха пире, ватăсене, пенси укçипе тивĕçтернĕшĕн», – тет 100 çулти кинемей паянхи пурнăçа хакласа.

Сумлă юбиляра саламлама вырăнти «Шуçăм» фольклор ушкăнĕ те хутшăннă, уява пухăннисене авалхи юрă-кĕвĕпе савăнтарнă.

Хăнасем Анна Архиповнăна çирĕп сывлăх суннă май 101 çулхи менелнике те килме шантарнă.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.