- Чăвашла верси
- Русская версия
Библиотекăра — хыр хунавĕ те, сиплĕ курăк та
Шупашкар районĕн Кивпулăх ялĕнчи вулавăша кĕрсен асанне арчине аса илтĕм. Библиотека пысăках та мар, анчах илĕртÿллĕ те пуян — шăпах çакнашкал пахалăхсемпе кăчăк туртатчĕ мар-и çывăх çыннăн тупри? Вулавăш тăпăл-тăпăл пÿлĕмĕнче кĕнеке çÿлĕкĕсем ретĕн-ретĕн вырнаçни кăна мар, кунти экспозицисем куçа илĕртеççĕ. Сăмахран, кăçал Раççейре Театр çулталăкĕ пулнине «Сцена асамлă тĕнчи» ятли аса илтерет. Капăр чăваш тумĕллĕ пуканесем спектакльти сăнарсене евĕрлеççĕ тейĕн. Палăртма кăмăллă: асăннă ялпа юнашар вырнаçнă хутлăхра Çĕньял Покровскинче сцена чăн ăсти — К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕ Владимир Семенов — çуралнă. Паллă ентешĕ ĕçленипех-тĕр асăннă театр труппи ку тăрăхалла спектакль кăтартма килсех çÿрет.
— Ял халăхĕшĕн артистсем вырăна тухни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Шупашкартан инçе мар вырнаçнă хутлăхра та спектакль курма кашниех килĕнчен хускалса тухаймасть. Çуллахи вăхăтра — пушшех: каçалапа кĕтÿ кĕртмелле, ĕне сумалла, пахча шăвармалла ял çыннин. Артистсем килеççĕ тенине илтсен вара ял-йыш хуçалăхра васкавлăн йĕрке туса палăртнă вăхăта клуба çитетех, — Фаина Кириллова библиотекарьпе культура вучахĕ еплерех тĕлкĕшни-ялкăшни çинчен калаçу çапла пуçланчĕ.
Хальхи вăхăтра ялти вулавăш ĕç- хĕлĕ вырăнти çынсене кĕнеке-журналпа тивĕçтерессипе кăна чикĕленмест. Обществăна хастарлатас, самана таппипе тан утмашкăн хистес тĕллевпе çĕршывра, республикăра тĕрлĕ акци пуçараççĕ. Вулавăшсем вĕсен айккинче юлмаççĕ.
— Çак кунсенче кăна «Раççей символĕсем. Спорт çитĕнĕвĕсем» акцие хутшăнса вулакансемпе 10 ыйтăва хуравларăмăр. Пирĕн ĕçе районта ырăпа палăртрĕç, финала хутшăнма сĕнчĕç. Шкулта кĕçĕн классенче вĕренекенсем професси суйлавĕпе çыхăннă ĕç-пуçа кăмăллаççĕ. Ялти лавккана ушкăнпа çитсе килтĕмĕр. Людмила Мазякова сутуçă ĕçĕ çинчен кăсăклă каласа кăтартрĕ. «Атте, анне, эпĕ тата экономика» лотерея та хăйне евĕр кăсăклă иртрĕ. Ăмăртăва хутшăннă çемьесем тĕрĕс хуравсемшĕн — жетона, вĕсен шучĕпе килĕшÿллĕ вара асăнмалăх парнене тивĕçрĕç, — вула-вăш ĕç-хĕлĕ чăнахах тĕрлĕ енлĕ пулнине палăртаççĕ Фаина Николаевна сăмахĕсем.
Кивпулăхри ăшă кĕтесе ку яхăнта çитме ерçнисем «Çут çанталăк мулĕ» экспозицие те асăрханă-тăр. Пирĕн таврара мĕнле усăллă курăксем çитĕнеççĕ? Вăрманта ÿсекен çырла тĕсĕсене пĕлетĕр-и? Тĕрлĕ çăл куçран суйланă материалпа паллашсан ыйтусен хуравĕ те уçăмланĕ. Çут çанталăкра пирĕншĕн сывлăхпа илем парнелекен пуянлăх темĕн чухлех пулнине «тытса пăхсах» ĕненес тесен-и? Тархасшăн — сиплĕ типĕ курăк /пĕтнĕк, календула, хĕрлĕхен, сар çип ути, мелисса, кĕл чечек çеçки, эрĕм.../ тултарнă илемлĕ пĕчĕк хутаçсем ватти-вĕттине илĕртĕç.
Кăсăклă асăннă курава йĕркелесси ăнсăртран пуçа килмен-мĕн. Кăçал юпа уйăхĕнче Шупашкар районĕнчи хĕрарăмсен канашĕ пуçарнипе пуçласа «Çитмĕл те çичĕ сиплĕ курăк» фестиваль иртнĕ. Унта кашни ял тăрăхĕн хастар хĕрарăмĕсем халăх медицининче усă куракан пĕр-пĕр курăка /çырлана/ халалласа презентаци йĕркеленĕ. Çĕньял Покровски хутлăхĕнчи çакнашкал канаш ертÿçи Фаина Кириллова юлташĕсемпе пĕрле фестивале хавхаланса хатĕрленнĕ. Ялти çут çанталăк тусĕсем патне килне çитме, сиплĕ тĕрлĕ курăк ыйтма ÿркенмен вĕсем. Анлă уявра хăйсен кĕтесне хăмла çырлин сиплĕхĕпе çыхăнтарнă. Культура çурчĕ çумĕнчи «Шанчăк» пултарулăх ушкăнĕн хастарĕ Людмила Степанова курав валли ремонтант хăмла çырлин çимĕçлĕ туратне каснă. Ушкăнпа асăннă çырла çинчен юрă шăрантарма, унăн тĕсĕпе килĕшÿллĕ çи-пуç тупса тăхăнма, хăмла-çырлипе усă курса ĕçме-çиме хатĕрлемешкĕн кăсăклă пулнине çирĕплетрĕ общество ĕçĕн хастарĕ /ял старостин пулăшуçин тиевне те кÿлĕннĕ/ Фаина Кириллова.
— Фестиваль тĕлĕнмелле интереслĕ иртрĕ. Çĕнĕ проекта пурте хапăлласа йышăнчĕç — тавах унăн пуçаруçине, районти хĕрарăмсен канашĕн ертÿçине Алевтина Исаевăна, — «Çитмĕл те çичĕ сиплĕ курăк» хаваслă кăмăл-туйăм парнеленипе пĕрлех унăн пĕлĕве ÿстерес витĕмне палăртрĕ вăл.
Ял тăрăхĕн администрацийĕпе пĕрле халăхшăн усăллă ĕç тăвасси — Фаина Кирилловăн юнĕнче. Ку шухăша вырăнти влаç пуçлăхĕ Рудольф Васильев та нумаях пулмасть Амăшĕн кунне халалласа ирттернĕ уявра палăртнă, нимĕнле пуçару айккинче те юлманскере хисеп хучĕпе чысланă.
Ĕçчен кăна мар, чунпа та илемлĕ Элĕк районĕнчи Чартак ялĕнче çуралса ÿснĕ хĕрарăм çут çанталăка чăннипех юратать. Ялти клуб çумĕнче вырăнти пуçаруллă ушкăн Аслă Çĕнтерÿ пулса иртнĕренпе 75 çул çитнĕ тĕле вăрçăра пуç хунă ентешĕсене халалласа палăк лартасшăн. Ун йĕри-тавра вара ялан ешĕл пулакан йывăçсем лартма тĕв тунă. Нумаях пулмасть хыр хунавĕсем илсе те килнĕ. Анчах общество хастарĕсем пĕрле канашланă та ку йывăç юрăхлах маррине, вăхăт иртнĕçем вăл ытла çÿллĕ ÿссе палăка хуплассине шута илнĕ. Фаина Николаевна хайхи хыр хунавĕсене вулавăшра пăхса-шăварса тăрать. Хальлĕхе. Çуркунне вĕсем валли ял варринче меллĕ вырăн тупасса шанать. Ял хуçалăх аслă шкулĕнче агроном специальноçне алла илнĕскерĕн çĕр çинче аппаланас туртăмĕ чăнах пысăк.
— Шел, шăпа мана хам суйланă професси çулĕпе утма памарĕ, — йăл кулать культура тытăмĕнче хăйĕн каçалăкне 2000 çултанпа йĕрлекенскер. Малалла вулас...
Ирина ПУШКИНА.
Комментировать