«Çĕнĕ шухăшлă çынсем кирлĕ»

28 Ноя, 2019

Культурăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри — çынсен ăс-хакăлĕпе чунне пуянлатасси. Чăваш культури вара тĕлĕнмелле пуян. Хаклă тупрана аталантарас, упраса хăварас енĕпе республикăра ĕç сахал мар пурнăçланать. Культурăн тĕрлĕ тытăмĕ тавра Чăваш Республикин культура министрĕпе Константин Яковлевпа калаçрăмăр.

— Константин Геннадиевич, министр пуканне йышăниччен эсир нумай çул Тутарстанри чăвашсен автономийĕн председателĕнче ĕçленĕ. Ун хыççăн пачах урăх тытăма куçнă. Палăртнине йăлтах пурнăçлама май килчĕ-и? Йывăрлăхсем пулчĕç-и?
— Педагог профессине алла илнĕ май чылай çул вĕрентÿ тытăмĕнче тата культура енĕпе вăй хутăм, çавăнпа министр должноçĕ ют мар. Унчченхиллех çынсемпе ĕçлемелле. Хам лайăх пĕлекен тытăмра, юратнă ĕçре тăрăшатăп.
Тăватă çул каялла яваплă ĕçе кÿлĕнсен тÿрех пĕлтерĕшлĕ темиçе тĕллев лартрăм. Пĕрремĕшĕнчен: тĕрлĕ халăхсен туслăхне тата регионсен çыхăнăвне аталантарасси. Чăваш тата республикăра пурăнакан ытти халăх культурине упраса хăварасси. Ку енĕпе Чăваш Енĕн тахçанах çирĕпленнĕ опыт пур: кунта тĕрлĕ халăх туслă пурăнать, кирек хăш чĕлхене, йăла-йĕркене упраса тытса пыраççĕ. Нацисен туслăхĕ пирки социаллă ыйтăм та ирттернĕ: унта хутшăннисен 87 проценчĕ лару-тăрупа кăмăллă. Хальхи саманара ку кăтартăвăн пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăк. Халăхсен хутшăнăвне лайăх шайра тытса пырассине мала хуратпăр. Çавăнпах 2017 çулта республикăра Халăхсен туслăхĕн çурчĕ уçăлчĕ. Мĕн авалтан Чăваш çĕрĕ çинче пурăнса унăн историне тÿпе хывнă халăхсен пĕрлĕхĕн палли вăл. Туслăх çурчĕ ĕçлеме пуçланăранпа этнокультурăпа çыхăннă 150 ытла мероприяти иртрĕ. <...>
— Ку — пĕрремĕшĕ. Иккĕмĕшĕнчен мĕн?
— Туризм. Ăна аталантарма, тытăма укçа-тенкĕ илĕртме майсем шухăшласа кăлармалла. Чăваш Енре çут çанталăк илемлĕ, географи тĕлĕшĕнчен те вăл меллĕ вырнаçнă. Çакăнпа мĕншĕн усă кур-малла мар-ха? Регион аталанăвĕнче туризм пысăк вырăн йышăнать. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пулăшса пынипе çак ыйтăва тĕплĕн тимлетпĕр. Чăваш Ен сăн-сăпатне улăштарса туристсемшĕн кăсăклă тумалла. 2018 çулта «Этникăллă Чăваш Ен» инвестици проектне вĕçлерĕмĕр. Тĕп хулари Мускав çыранне çĕнететпĕр, «Амазони» тата «Ясна» этнокомплекссем хатĕр. Пирĕн республика федерацин тĕллевлĕ программисене хутшăннăран туризм тытăмне аталантарма 3,6 миллиард тенке тивĕçрĕ. Тепĕр проект — «Чăваш Ен — Атăл чĕри». Унпа килĕшÿллĕн кăçал Шу-пашкарти заливпа Хĕрлĕ тÿремре строительство об±екчĕсене хута яма 1,2 миллиард тенкĕ уйăрнă. Çветтуй Троица мăнастирĕн çывăхĕнчи Мускав çыранне реконструкцилеме — 101,6 миллион тенкĕ. Хальхи вăхăтра унта ĕç вĕрет. <...>
— «Культура» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн куçса çÿрекен 19 клуб туянма палăртнă. Вĕсем ăçта тата мĕнле ĕçлĕç?
— Çапла. Планра — 2023 çулта 6 автоклуб туянасси.
Ялсенче клубсемпе культура çурчĕсем çĕнелеççĕ, çĕкленеççĕ-çке. Куçса çÿрекеннисем те кирлĕ- ши вара?
— Çавнашкал мобильлĕ клубсем кашни яла çитме пултарĕç. Пĕлтерĕшĕ çакăнта вĕсен. <...>
— Кинематографа та тимлĕхсĕр хăварар мар. Пĕтĕм тĕнчери Шупашкарти тата «Асам» кинофестивальсене çулсерен ирттересси йăлара. Çакă чăваш кинематографийĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывать. Министерство киноиндустрие епле пулăшса пырать?
— Чăваш киновĕ чăваш çыннисене, культурăна кирлĕ. «Чăвашкино» студи тухăçлă ĕçлет. Пĕлтĕртенпе республикăра Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалласа паллă ентешсем пирки фильмсем ÿкереççĕ. 2018-2020 çулсенче çак тĕллевпе 17 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă. Пĕлтĕр тата кăçал «Чăвашкино» студи паллă çынсем пирки 11 кинолента ÿкернĕ. Чăвашсен паллă çыннисемпе тата республикăри историллĕ пулăмсемпе çыхăннă вĕсем. Чăвашла кăна мар, вырăсла та пулĕç. <...>
— Константин Геннадиевич, эсир Хусанти педагогика институчĕн дипломне илнĕ. Студент çулĕсем мĕнпе асра юлчĕç?
— Чи илемлĕ, интереслĕ вăхăт пулнă вăл. Вĕренме çăмăлах марччĕ, йывăрлăхсемсĕр пулман. 1-мĕш курс хыççăн салтака кайрăм. Командирсен шкулĕнчен вĕренсе тухрăм. Икĕ çултан института таврăнсан общество ĕçне хастар хутшăнтăм, мана студентсен общежитийĕн председательне суйларĕç. 3-мĕш курс пĕтерсен студентсен отрячĕпе «Тутарстан-86» ятарлă командăпа Чернобыле тухса кайрăм. Авари пулнă атомлă электростанцирен 30 çухрăмра ĕçлерĕмĕр, çулсем сарнă çĕрте, тĕрлĕ объектра тăрăшрăм. Чернобыльтен таврăнсан пире медальпе чысларĕç. Шăпах студент çулĕсенче пуçласа Чехословакире пулса куртăм, çамрăксен конференцине хутшăнтăм. Интереслĕ çынсемпе паллашнă.
— Министра кирлĕ чи паха виçĕ ен.
— Чи малтан мăн кăмăллă пулмалла мар. Яланах çынсене ăнлансан, пулăшсан вĕсем сан патна туртăнаççĕ. Иккĕмĕшĕнчен, ĕçе чунтан юратмалла. Хăть министр-и вăл, кирек кам пулсан та. Пурнăçлакан ĕçрен киленÿ илмелле. Ун чухне хавхалану килĕ, ĕç те кал-кал пырĕ.
Эсир миçе çулта çемье çавăрнă? Мĕн вăл сирĕншĕн çемье?
— Пĕлетĕр-и, студент чухнех мăшăрпа пĕрлешрĕмĕр. Общежитирех ывăл çут тĕнчене килчĕ, каярахпа — хĕр пĕрчи. Ывăл бизнесра ĕçлет, хĕр медицина енĕпе аслă пĕлÿ илет. Çемье вăл — тымар. Çирĕп тымарлă йывăçа йывăрлăхсем хуçаймаççĕ, çемье те мĕн чухлĕ çирĕпрех, çавăн чухлĕ çын телейлĕрех, вăйлăрах. Пĕр-пĕрне ăнланса, ача-пăчана тĕрĕс воспитани парса, çитĕнÿсем туса çывăх çынсене савăнтарни паха.
Çăмăл мар лару-тăрура йышăну тума мĕн пулăшать сире?
— Йывăр вăхăтра яланах Аслă Вĕрентекенĕмĕре Иван Яковлева аса илетĕп, вăл пулăшать мана. Ăна шанатăп. Эпир ентешсем, тата пĕр хушаматлă пулнăран-ши... Çакна асăрхарăм: кăткăс ыйтусене татса парас тĕлĕшпе çăмăлрах. Ыйту мĕн чухлĕ йывăртарах, ăна йĕркелеме çавăн чухлĕ ансатрах. Татса панă хыççăн кăмăл тулать. Хам пирки çапла калам: эпĕ йывăрлăхра çухалса каякан çын мар. Вăл мана çирĕплетет кăна, вăй-хăват хушать.
Хăш артистăн е музыка ушкăнĕн концертне кайса курма ĕмĕтленетĕр?
— Культура министрĕ пулнă май чылай мероприятие тухса çÿресе тĕрлĕ артист пултарулăхĕпе паллашатăп. Нихăшне те уйăрмастăп. Артиста мар, пултарулăха килĕштеретĕп. Чăваш халăхĕн юррисене, чуна пырса тивекен сăмахлисене, кăмăллатăп. Валерий Раштав сăввисемпе кĕвĕленисене юрататăп. Чăвашри коллективсем пултарулăха аталантарни мана савăнтарать. Çав вăхăтрах çитменлĕхсене те асăрхатăп. Вĕсене мĕнле сахаллатмалли, пĕтермелли пирки шу-хăшлатăп. Ялан мухтама тăрăшмастăп. Мĕншĕн тесен министрăн яланах малалла пăхмалла, аталану мелĕсем шырамалла.
Мĕнле çитменлĕхсем асăрхатăр?
— Çав тери нумай мар вĕсем. Сахал та мар. Паянхи кун тĕлне коллективсенче профессионалсем çитменни сисĕнет. Ял-салара та, хуласенче те культура тытăмĕн ĕçченĕсене ăсталăх çитмест. Аслă пĕлÿллĕ çынсем кирлĕ. Фольклор енĕпе чăваш артисчĕсем аван ĕçлеççĕ. Çавах çĕнĕ проектсем, вĕсене пурнăçлама çĕнĕ шухăшлă çынсем кирлĕ. Ку ыйту тавра ĕçлетпĕр. Культура енĕпе аслă пĕлÿ паракан шкулсемпе килĕшÿсем тунă. Эстрада артисчĕсене, актерсене, сцена çинче ĕçлекен ытти професси çыннисем çав шкулсенче вĕренме пултарĕç. Уйрăмах çамрăксене тимлетпĕр. Професси илсен вĕсем хамăр тăрăха килсе ĕçлессе шанатăп. Ытти енĕпе йăлтах аван. Республика ертÿçине Михаил Игнатьева тав тăватăп: вăл тĕлĕнмелле вăй-хăват хурса культура тĕлĕшĕпе пысăк ĕçсем тăвать. Профессионал коллективсене ытти региона ытларах тухса çÿреме май туса памалла, шăпах çак енĕпе ĕçлетпĕр. Сцена костюмĕсем çĕлеттеретпĕр, транспорт чылай туяннă, артистсен пултарулăхне аталантарма пĕтĕм услови пур. 2020 çулта çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне кăна мар, Китая та пултарулăх ушкăнĕсемпе çитме палăртнă.
Чăваш эстради пирки мĕн шухăшлатăр?
— Эстрадăна аталантарас, артистсен пултарулăх шайне ÿстерес тĕлĕшпе те ĕçлетпĕр. Кăçал республика Пуçлăхĕ артистсемпе ахальтен тĕл пулмарĕ. Вĕсем хăйсем тĕллĕн пурăнаççĕ, аталанаççĕ. Эстрадăн чăваш халăхĕн культури-не ÿстермелле. Паянхи кун эстрадăсăр пурăнаймастпăр, ăна çамрăксем килĕштереççĕ. Çавăнпа чăваш эстрада артисчĕсен министерствăпа пĕрле ĕçлемелле. Костюмĕсем йĕркеллĕ пулмалла, юррисем — тарăн шухăшлă, çăмăлт-тай мар. Фонограммăпа юрлас йăлана пĕтерес килет, артистсен «чĕрĕлле» юрламалла. Музыкăна ăнланса юрлас тесен артистăн ятарлă пĕлÿ илмелле. Паянхи кун вĕренменнисем те пур. Пултарулăха аталантармашкăн министерство пулăшма хатĕр. Пĕрле ĕçлесе республика шайне çÿле çĕклемелле. Тулли верси...

www.hypar.ru

Нина ЦАРЫГИНА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.