Артемпа Настя - юратнă ятсем

8 Июл, 2014

Ача çут тĕнчене килни кашни çемьешĕнех пысăк хĕпĕртев. Шупашкарта пĕрремĕш çур çулта 4068 пепке çуралнă. Республикăн тĕп хули 2117 арçын ачапа тата 1951 хĕр ачапа "пуянланнă". 43 çемье - йĕкĕреш çуралнине паллă тунă. Пĕр çемьене вара харăсах виçĕ "çĕнĕ кайăк" вĕçсе килнĕ.

Телейлĕ ашшĕ-амăшĕ арçын ачасене паян ытларах Артем, Кирилл тата Максим ятсене хурать. Хĕр ачасен хушшинче вара Анастасия, Дарья тата Виктория ятли нумайрах. Паян тĕпренчĕкĕсене сайра тĕл пулакан ят парасси те модăра. Сăмахран: Яромир, Дамиан, Елисей, Ярослава, Русалина, Доминика, Мадонна. Мĕнле кăна ят çук! Анчах ашшĕ-амăшĕ авалхи чăваш ячĕсене темшĕн-çке кăмăлламасть. Вĕсен хушшинче те илемлĕ ят пайтах. 2014 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче 1403 çемье чăмăртаннă ?пĕлтĕр çак тапхăр тĕлне 1319 пулнă%.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.