Бюджет 1,1 млрд тенкĕлĕх «ÿт хушрĕ»

18 Ноя, 2019

«Урăх тÿрлетместпĕр – кăçалхи бюджетăн тăваттăмĕш тÿрлетĕвĕ юлашки пулать-тĕр…» — терĕ ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн тунтикунхи черетсĕр ларăвĕн кун йĕркинчи ыйту пирки. Çав ыйту — республикăн 2019 çулхи бюджечĕн тупăш пайне пысăклатасси.

Финанс министрĕ Светлана Енилина пĕлтернĕ тăрăх, тупăш 1,1 млрд тенкĕлĕх пысăкланать. Çапла вара Правительство бюджетăн тупăш пайĕ 57,4 млрд тенкĕпе танлашассине ырларĕ. Асăннă хушăм тĕпрен илсен Мускав ĕç тăвакан влаç органĕсен кăтартăвĕсемшĕн хавхалантарса пама палăртакан трансфертсемпе сăлтавланнă.

Хушма укçана мĕнле тăкакласси паллă ĕнтĕ. Светлана Александровна муниципалитетсене паракан виçе палăрмаллах хушăнассине çирĕплетрĕ. Бюджета «тÿрлетнĕ май» вĕсем картишсемпе тротуарсене тирпейлеме 1,5 млрд тенкĕ илĕç. Тата 1 млрд — вĕрентÿ, культура, спорт сферисенчи полномочисене пурнăçлама.

Отрасльсене кура пăхсан çакнашкал ÿкерчĕк сăнланать: вĕрентÿ валли уйăракан хушма укçа виçи — 299 млн тенкĕ ытларах, сывлăх сыхлавĕ валли — 13,5 млн, культурăна тĕревлеме — 51,6 млн. Çавăн пекех пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе пулăшмалли виçе 306 млн тенкĕлĕх пысăкланать.

Республикăн адреслă инвестици программин укçине çĕнĕрен пайланă май Шупашкар районĕнчи Атайкассинчи, Çĕнĕ Шупашкарти хĕвел анăç микрорайонĕнчи, Шупашкарти «Соляное» микрорайонти ача сачĕсен, Шупашкарти Çĕнĕ хулари шкул, Канашри индустри паркĕн строительстви, Шупашкар агломерацийĕнчи транспорт инфратытăмĕн аталанăвĕ валли те хушма укçа пулĕ.

Кăçалхи бюджетран наци проекчĕсене пурнăçлама уйăракан укçан пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 10,5 млрд тенкĕпе танлашĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Рубрика: 

Комментировать