- Чăвашла верси
- Русская версия
Кукăль сутса чирлĕ ачасене пулăшать
Шупашкарти тĕп пасарта Лисук аппана сутуçăсемпе хуралçăсем кăна мар, туянакансем те паллаççĕ. Хăшĕ-пĕри вăл пĕçернĕ кукăльпе сăйланассишĕнех пасара çул тытать. 89-ти кинемей вăйĕ чакнине пула ытларах килте ларать. Çапах унта та ĕçсĕр аптăрамасть. Кашни кун зарядка тăвать, хаçат-журнал вулать.
Çĕпĕртен хăтарса хăварнă
Елизавета Емельянова Çĕрпÿ районĕнчи Йÿçкассинче 1931 çулхи ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче çуралнă. Тĕрĕссипе, вăл 1930 çултах çуралнă, паспортисткăра тăрăшакан тăванĕ ача вăй илĕ-ши, пурăнайĕ-ши тесе куляннă та çур çултан çеç ятне çырнă. Лисук 3 çул тултарсан çемьене пысăк хуйхă çапса хуçнă. Кил хуçи арăмĕн Мархван пурнăçĕ син-керлĕ вĕçленнĕ. Хĕллехи тăманлă каç Лисук амăшĕ киле таврăнайман, çулран аташнă та ялтан инçех мар çырмара шăнса вилнĕ. Хĕрарăмăн ÿтне виçĕ кунран çеç тупнă. Емельян Тихонович çурма тăлăха юлнă пилĕк тĕпренчĕкне пĕчченех ура çине тăратнă. Колхоз председателĕ арçынна шелленĕ, шăпăрлансене ача çуртне ăсатма сĕннĕ. Пĕрремĕш тĕнче вăрçин асапне тÿссе ирттернĕ арçын çирĕплĕх кăтартнă. «Ачасене никама пама-стăп», — тенĕ.
«Эпир чухăн пулман. Атте питĕ ĕçченччĕ. Пурлăха тар тăкса пухрĕ. Ялта ăна курайман çынсем пурччĕ. Вĕсем евитленипех аттене Çĕпĕре ярасшăнччĕ. Темĕнле майпа ăна çăлса хăварма май килчĕ. Тихана, килти ытти выльăха, ампарсене колхоза пама тиврĕ. Вăл тунă пурасем халĕ те лараççĕ.
Атте пире нихăçан та кÿрентермен. Каçхине сак çине лартатчĕ те ыран мĕн тумаллине калатчĕ. Ун сăмахĕнчен иртме хăяйман. Эпĕ мĕн пĕлнине веçех атте вĕрентрĕ», — каласа пачĕ Лисук аппа. Çурма тăлăх ÿснĕ пĕртăвансем вĕренме ăнтăлнă. Тĕслĕх те пулнă — чăваш литературинче пĕрремĕш утăмсем тăвакан Николай Терентьев драматург Емельяновсен иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕ пулнă. Мускавра вĕренекенскер яла килсен çывăх тăванĕсем патне кĕрсе тухнă. Çак тĕлпулусене Лисук аппа ăшшăн аса илет.
Ылханлă вăрçа пула унăн ачалăхĕ часах вĕçленнĕ. Шупашкар районĕнчи Сархурăн шкулĕнче вĕрентекенре тăрăшакан пиччĕшне Никитăна иккĕмĕш тĕнче вăрçи пуçлансанах повестка тыттарнă. Каччă 1940 çултах юнлă çулсем çывхарассине систерекен çырусем çырнă. Пĕринче нимĕçсем Со-вет Союзне тапăнма хатĕрленнине те пĕлтернĕ. Разведчик пулнăскер 1941 çулта хыпарсăр çухал-нă. Тăванĕсем ăна шыраса тупассишĕн РФ Оборона министерствине те çыру çырнă. Хурав кĕтсе илеймен. Лисук аппан тепĕр пиччĕшĕ те ăслă çын пулнă: Алексей Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче водительте ĕçленĕ. Ăна Константин Рокоссовский маршала турттарма шаннă.
Юрăç пулайман
Лисук аппа пысăк ĕмĕтпе çунатланса ÿснĕ. Юрă-кĕвĕсĕр пурăнайманскер сцена çине тухма, ку-ракансен юратăвне çĕнсе илме ĕмĕтленнĕ. Вăл пĕлмен юрă пулман. Ача çÿллĕ йывăç турачĕ çине хăпарса ларнă та таврана янраттарса юрă юрланă. Ял халăхĕ иккĕленмен — Лисукран артист пулатех! Хĕрача музыка учителĕпе Елизавета Сергеевнăпа районта çитмен клуб хăварман. Вĕрентекен купăсне тăсса ярсанах Лисук тăпăртатса ташланă, такмак каласа куракана савăнтарнă. 7-мĕш класран вĕренсе тухсанах вăл Шупашкарти музыка училищине çул тытнă. Унта ашшĕн юратнă юррине шăрантарнă, ташланă… Анчах вăл конкурс витĕр тухнипе тухайманнине пĕлеймен. Лисукăн часах яла таврăнма тивнĕ — ашшĕ чирленĕ. Вырăн çинчен тăрайманскер хĕрĕсене чĕннĕ те тупăк валли хăма ăçтан илмеллине каланă. Çамрăкскерсен чунĕ хурланнипе ĕсĕклесех макăрнă. Анчах Емельян Тихонович вилме выртсан та кăмăлне çемçетмен — хĕрĕсене йĕме чарнă. Кил хуçи пурнăçĕ татăлсан Лисукăн вĕренме каясси пирки манма тивнĕ. Хăйĕн вăйне çеç шанмалла пулнă унăн: апат-çимĕç, тумтир туянмалăх укçа ĕçлесе илмелле.
«Пĕлетĕр-и, халĕ те юрăç пулма ĕмĕтленетĕп. Тинех пушă вăхăт тупăнчĕ. Ветерансен хорне кайăт-тăм, анчах юрланă вăхăтра сывлăш çавăрса илейми пултăм. Ÿпке вăйсăрланчĕ», — терĕ Лисук аппа.
Пуяссишĕн мар, çынпа калаçассишĕн
Пĕччен тăрса юлнă хĕр Турăран эрех тиркекен упăшкапа хуняма ыйтнă. Çÿлти хăватсем ăна илтнĕ. Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче ĕçлеме пуçласан вăй-халне шеллемен. Пуçлăхсем те унăн тă-рăшулăхне асăрханă. Фабрика хаçачĕн пĕрремĕш страницинче сăн ÿкерчĕкĕ пичетленнĕ кун вăл пулас упăшкипе, Данил Емельяновпа, паллашнă. Икĕ уйăх хĕрпе каччăлла çÿресенех вĕсем çемье çавăрнă.
«Мăшăр эрех-сăрана сивлекенскер пулчĕ, анчах пилĕк авма юратмастчĕ. Хуняма маншăн анне вы-рăннех пуласса шанаттăм, анчах унăн ăш пиллĕхне туяймарăм… Шалу илнине пĕлсенех кĕсьере пĕр пус юлмичченех кăларса илетчĕ. «Эпĕ 38 çулта тăлăха юлтăм. Сана та ывăлтан уйăратăп», — тетчĕ. Темле тăрăшсан та хунямана юраймарăм. Çĕнĕ çурт çĕклемешкĕн Йăлăмран пĕрене турттартăм, кĕç-вĕç çуратмалла чухне мăк кăларма çÿрерĕм — ырă сăмах илтеймерĕм. Çапах мана сивлесен те мăнукĕсене выçă лартмастчĕ. Ывăлăмпа хĕрĕме пăхмашкăн ăна шанаттăм», — аса илчĕ Лисук аппа. Çемье пурнăçĕ ăнман — Емельяновсем уйрăлнă. Лисук аппа вăйĕпе çĕкленнĕ пысăк та хăтлă çурт вара упăшкипе хунямăшĕ валли юлнă. Тĕпренчĕкĕсене ура çине тăратаканскер тĕрĕсмарлăхпа килĕшмен. Чăнлăха çиеле кăларма май килнĕ, пÿрт унăн аллине куçнă.
Елизавета Емельянова 38 çул пир-авăр комбинатĕнче ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан ывăлне хар-пăр ĕçне çĕклеме пулăшнă, вунă çул автомашина пайĕсем сутнă. 70 çултан иртсен те Лисук аппа килте телевизор умĕнче вăхăтне ирттерес темен. Хайхискер кукăль-çăмах пĕçерсе сутма пуçланă. «Ăшĕ валли чи паха какай туянаттăм. Сутуçăсем кукăль валли йÿнĕреххи те каять тетчĕç. Ĕçе тĕплĕн тума хăнăхнăранах чи паха çимĕçсемпе усă кураттăм. Чустана ялтан кÿрсе килекен сĕтпе çăраттăм. Ирхи çиччĕре тăраттăм та кăнтăрлахи икĕ сехетре кукăльсене йăтса пасара утаттăм. Пуяссишĕн мар, çынпа хутшăнассишĕн, курса калаçассишĕн кухньăра ăшталанаттăм», — пĕлтерчĕ Лисук аппа. Тупăша вара чирлĕ ачасене сиплемешкĕн куçарнă вăл. Анчах кун пирки Лисук аппа сăмах вакласшăн мар, мухтанмалли çук тет. Малалла вулас...
Ольга КАЛИТОВА.
Комментировать