Аваллăх управçи

4 Июл, 2014

...Сăмах çăмхи сÿтĕлнĕçемĕн сÿтĕлет. Пурнăç çулне аса илчĕ вăл, çитĕнекен ăрăва çар ĕçне вĕрентнине, 18 çул ялти вăтам шкула ертсе пынине пĕлтерчĕ. "Музей директорĕ Ольга Меркурьева тивĕçлĕ канăва каяссине илтрĕм те сывлăх чаплах маррине шута илсе унăн вырăнне куçма шухăшларăм. Мĕншĕн тетĕр-и? Чун туртнипе, чĕре хушнипе. Ку музее йĕркеленĕ чухне, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен вĕçĕнче, шкул директорĕнче ĕçлеттĕм. Кашни пÿлĕме, стенда майлаштарма хутшăннă, мĕн пур материал аллăм витĕр тухнă. Вĕсене пухса хатĕрлеме вĕрентекенсемпе вĕренекенсене хутшăнтарнă. Тăван тăрăхăн иртнĕ кун-çулĕпе интересленекенсем, аслă ăру çыннисем хăйсем усă курнă япаласене - историшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлисене тата ентешсен пурнăçне сăнлаканскерсене кунта килсе пачĕç. Августа Спиридонова, Никита Сверчков ÿнерçĕсем, Алексей Майраслов скульптор тата ытти ентеш хăйсен ĕçĕсене парнелерĕç. СССР халăх артисткин Вера Кузьминан гипсран ăсталанă бюсчĕ те кунтах", - калаçăва малалла тăсрĕ Владимир Васильевич.

Сывлăшĕ те кунта сиплĕ...

Чăн та, Енĕш Нăрваш тăрăхĕ пултарулăх çыннисемпе пуян: Хумма Çеменĕ, Степан Максимов, Моисей Спиридонов, Павел Меркурьев, Никита Сверчков, Вера Кузьмина, Дмитрий Данилов, Алексей Майраслов, Василий Кузьмин тата ыттисем. Тăван енĕн сиплĕ сывлăшĕ, тăрна куçĕ евĕр таса та тăрă шывĕ пултарулăха аталантарма вăй панă пулинех. Ахальтен-и вĕсен ячĕ-шывĕ республикипе кăна мар, çĕр-шывĕпе сарăлнă, ăсталăхĕ тĕнчене тĕлĕнтернĕ. Тăван ялăн музейне пуянлатмашкăн вĕсенчен кашниех сумлă тÿпе хывнă: паллă ĕçĕсене ăна парнеленĕ. Паллах, асăнмалăх тата ентешĕсене савăнмалăх тата хăнасене савăнтармалăх. Çакна килен-каян тивĕçлипе хаклать....

Халăх пуянлăхĕн управĕнче пĕтĕмпе сакăр пÿлĕм уçнă, вĕсенче тăван ял, шкул, пĕрлешÿллĕ хуçалăх, çар мухтавĕ, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вут-çулăмĕ витĕр тухнă Енĕш Нăрвашсен паттăрлăхĕ сăнланнă Курав ирттермешкĕн ятарлă вырăн уйăрнă, вăл аслă та çутă: кунта чуна уçса калаçма та, паллă çынсен сăмахĕсене ăша хывма та меллĕ.

Енĕш Нăрваш кун-çулĕнче тăван халăха çутта кăларассишĕн хыпса çуннă Иван Яковлев тарăн йĕр хăварнă. Владимир Васильевич палăртнă тăрăх - Иван Яковлевич яла вун икĕ хут килсе кайнă: чи малтан 1879 çулта - шкул çурчĕ тумашкăн çĕр уйăрса памашкăн ыйтма. Ун чухне вăл хăйĕнпе курнăçма пухăннă арсене пурне те туслăн алă тытса саламланă теççĕ. Шăпах çакăнпа тыткăнланă пулмалла ял халăхне. Вĕсем ачасене çутта кăларасси çинчен калаçнă.

10 теçетке çĕр уйăрса пани çителĕксĕр пулнă-ха, унсăр пуçне укçа пухмалла, вăрмантан йывăç кăлармалла, чул пуçтармалла, кирпĕч илсе килмелле тата ытти те. Пĕрлехи вăйпа пĕлÿ çуртне хута ямашкăн хал çитернĕ. Сăмах май, ăна уçнăранпа кăçал 144 çул çитрĕ.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче ялта хальхи йышши çĕнĕ шкул çурчĕ çĕкленсен киввинче музей уçнă. Мачча çÿллипе сывлăш выляса тăнă май экспонатсем лайăх упраннине палăртать директор.

Тĕпчемелли, курмалли нумай çĕре çынсем уйрăмах туртăнаççĕ - музейран халăх татăлма пĕлмест. Районти шкулсенче вĕренекенсем час-часах пулаççĕ, тăван ен историйĕпе интересленеççĕ. Кÿршĕллĕ районсенчен, Канаш, Шупашкар хулисенчен пысăк ушкăнсем килеççĕ, кашни стенд умĕнче чарăнса тăраççĕ, Тăвай енĕн пултаруллă çыннисемпе, ÿнерçĕсен, скульпторсен ĕçĕсемпе кăсăкланаççĕ. Арçын ачасене Çар Мухтавĕн пÿлĕмĕ ытларах илĕртет. Иван Яковлев парнийĕсем - класс хăми, этажерка тата ытти - пирки пĕлесшĕн çунакан та сахал мар. Çутта кăлараканăн Юрий Ксенофонтов парнеленĕ бюсчĕ те хаклă экспонатсенчен пĕри.

Владимир Васильевич пек пуян чунлă та хăйсен ĕçне чунтан парăннă çынсем çинче тытăнса тăраççĕ, çулсерен пуянланаççĕ пирĕн музейсем. Унăн кун-çулĕ тăван енпе тачă çыхăннă. Вăтам шкул хыççăн Канашри педучилищĕре физкультура уйрăмĕнче вĕреннĕ. Çав вăхăтрах çар хĕсметне Германире пурнăçлама пултарнă. 1971 çулта диплом илсен Тĕмер шкулĕнче вĕрентнĕ. Икĕ çултан тăван яла таврăннă, çамрăксене çар ĕçне хăнăхтарнă, физкультура урокĕсене ертсе пынă. Пултарулăхне кура каярахпа шкул тилхепине шанса панă Владимир Петрова. Унăн педагогика стажĕ 39 çулпа танлашать. 2002 çултанпа - музей ертÿçи.

"Мĕнпе тыткăнларĕ-ха сире çак ĕç? Шалăвĕ çав тери пысăк-и? - ыйтмасăр чăтаймарăм унран.

Вăл хăй те - яланах шыравра

"Укçи тарама-ха, чун çакăнталлах туртать, хам ĕçе курас, ăна малалла аталантарас килет. Несĕлĕмĕрсен ламран лама куçакан иксĕлми пуянлăхне çамрăк ăру валли упраса хăвармалла пирĕн", - тет вăл.

Юлашки вăхăтра Владимир Васильевич тĕпчев ĕçĕсемпе интересленет. Тĕрĕссипе, шкула ерсе пынă çулсенчех унăн 125 çулхи юбилейне халалласа брошюра кăларнăччĕ. Пĕлтĕр Енĕш Нăрваш ялне никĕсленĕренпе 450 çул çитнине халалланă кĕнеке хатĕрлерĕ.

Халĕ вара Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче тухса кайнă ентешсем - çапăçу хирĕнче паттăрлăх кăтартсе пуç хунисем, аманса таврăннипе е чире кайнипе вăхăтсăр çĕре кĕнисем тата паян пурăнакансем - пирки материал пухать. Районти 10 ял тăрăхĕнчи ветервнсене халалласа Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнă ятпа ятарлă кĕнеке кăларма палăртнă. Ăна хатĕрлесе çитернĕпе пĕрех: ĕç ушкăнĕнче пăхса тухса тивĕçлипе хакланă.

Тепĕр туртăм те пур унăн: вырăнти артистсемпе пĕрле спектакльсем лартмашкăн паян кунчченех хутшăнать. Ял халăхне пултарулăхĕпе пĕрре кăна мар савăнтарнă. Сцена çинче "Эльпуçĕнчи Нарспи" пырать-и, "Кай, кай Ивана-и" е "Чăн-чăн юрату-и" - курма пынисем яланах кăмăллăн кĕтсе илеççĕ. Сăмах май, халăх театрĕн пултарулăхне СССР халăх артисчĕсем Вера Кузьмина тата Вера Васильева пысăка хурса хакланă.

Владимир Петров кăçал "Шăпа" спектакль çырса пĕтернĕ, тĕп роле хăех калăпласшăн. Çĕнĕ çул уявĕ тĕлне ăна сцена çине кăларма шухăшлаççĕ.

Ĕмĕчĕсем унăн çутă та малашлăхлă. Пултарулăх ĕçне хутшăннипе пĕрлех музей пĕлтерĕшне татах ÿстерес тĕллевлĕ. Унăн шухăшĕпе - аваллăх управçин аталанмалла, çынсене çĕнĕ экспонатсемпе савăнтармалла.

Музей çумĕнче йĕркеленĕ фольклор ушкăнĕ кунта ирттерекен тĕрлĕ мероприятие хутшăнать, программăна пуянлатать тата халăха илĕртет.

Çапла пурăнать, самана уттипе тан пыма тăрăшать паян Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрвашри информаципе культура центрĕн Владимир Петров пуçаруллă ертсе пыракан историпе мемориал музейĕ.

Паттăрлăх урокĕсен витĕмĕ

Владимир Васильевичпа Таисия Ивановна - ялти ятлă-сумлă çынсем. Тăватă ывăлĕ хăйсем пекех маттур та ĕçчен, пилĕк мăнукĕ ăрăва малалла тăсать.

Владимир Петров шкулта çар ĕçне тата физкультурăна вĕрентнине çÿлерех асăнтăмăр. Çамрăк ăру унăн тĕслĕхĕпе спортпа туслашнă, патриот воспитанийĕ илсе çитĕннĕ. Ахальтен-и унăн вĕренекенĕсен хушшинче кун-çулне çар службипе çыхăнтарнисем йышлă. 20-мĕшĕ Афган вăрçин вут-çулăмĕ витĕр тухнă, 13-шĕ Чечняри çар хирĕç тăрăвне хутшăннă. Çар ĕçĕ енĕпе тарăн та çирĕп пĕлÿ панăшăн вĕсем аслă юлташне, хисеплĕ вĕрентекене паян кун та тав тăваççĕ, хăйсем чĕрĕ те сывă юлма пултарнине çакăнпа çыхăнтараççĕ.

 

Тăвай районĕ.

о Владимир Васильевич Петров куракансене çĕнĕ экспонатпа паллаштарать.

Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн