- Чăвашла верси
- Русская версия
Арçынсем кунта тытăнса тăраймаççĕ
Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски райповĕн «Сĕнтĕрвăрри» çăкăр комбинатĕнче ĕç вĕретчĕ: хĕрарăмсем сочни пĕçерме хатĕрленетчĕç, чустаран пулас коржиксене ятарлă хатĕрпе касса кăларатчĕç… Акă пĕремĕк пиçсе тухнă. Тутлă çимĕçсене курсан сĕлеке юхрĕ, сарăлнă тутлă шăршă сăмсана кăтăкларĕ. Производство ертÿçи Людмила Кириллова тĕлĕнтерчĕ: унта ĕçлекенсем ăна хăнăхнă та вуçех туйми пулнă. Унта-кунта кайсан çынсем: «Ах, сиртен мĕнле тутлă шăршă кĕрет», — тесе кăмăла çĕклеççĕ-мĕн.
Алă çупса кĕтсе илнĕ
35 çулти Людмила Алексеевна çулталăк çурă каялла çеç производство ертÿçин пуканне йышăннă. Сĕнтĕрвăрри хулин хĕрĕ карьерăна чуста çăракантан пуçланă. Комбината ĕçе вырнаçнă чухне вăл 29 çулта пулнă. Технолог профессине мĕншĕн суйланă-ха вăл? «Люда, çăкăрсăр пурнăç çук. Ăна яланах çиекен тупăнать», — шăпах ашшĕпе амăшĕ çапла калани пикене шкул хыççăн Шупашкарти экономикăпа технологи колледжне кайма хистенĕ. Ун хыççăн Людмила пĕлĕвне тĕп хулари коопераци институтĕнче тарăнлатнă. Кайран тăван хулари комбината килнĕ. «Чуста çăр», — тÿрех çапла каланă çамрăка. Шыв, çăнăх мĕн чуль ямалла? Çакна вуçех пĕлмен Людмила. Çăкăр пĕçернĕ çĕрте 30 çула яхăн ĕçлекен хĕрарăмсем çамрăка пулăшса пынă. Вĕсенчен вĕренме тăрăшнă Люда. Ĕçлени икĕ çул иртнĕ-и, иртмен-и — ăна технолог пулма шаннă.
Комбинатра мĕн кăна пĕçермеççĕ-ши? Çăкăртан пуçласа кекс таран. Людмила Алексеевна вара ытларах çăкăр пĕçерме кăмăллать. Халĕ лавккасенче сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем валли уйрăм кукăль-çăмах пур. Шăпах çавнашкаллисене кăмăллать Людмила. Çапах комбинатра çăкăр-булкăна унчченхи пекех хатĕрлеççĕ, мĕншĕн тесен çынсем вĕсене туянма хăнăхнă. Çак кунсенче комбинат ĕçченĕсем райпо лавккисене çитнĕ: çынсене салатран хатĕрленĕ, шур çырли хушнă Карели тата пахча çимĕçрен хатĕрленĕ çăкăрсемпе паллаштарнă. Вĕсене тутанса пăхма май пулнă.
Людмила Алексеевна çулленех ăсталăха ÿстерме тĕрлĕ конкурса хутшăнать. Кăçалхи çу уйăхĕнче вăл Мускавра çăкăр пĕçерсе кубок çĕнсе илессишĕн тупăшнă. Чăваш Ен делегацине республикăри 3 заводри çынсем кĕнĕ. Çăкăр-булка пĕçерекенсем малтанах тĕл пулса тренировкăсем ирттернĕ. Тупăшура вĕсене 4 сехет панă. «Çын тата космос» темăпа ĕç хатĕрлеме хушнă. Чăваш ăстисем ентешĕмĕре Андриян Николаева халалласа чустаран Çĕр пĕçернĕ. Ăна икĕ айккинчен алăсем тытса тăраççĕ. Çĕр çийĕн вара космонавт вĕçет. Çапла майпа уçлăха парăнтарнă тĕнчери 3-мĕш çынпа мухтаннине кăтартасшăн пулнă. Людмила Алексеевнăна ĕçе илемлетме шаннă. Çапла ентешсем конкурсран çĕнтерÿпе таврăннă.
Нумаях пулмасть вара Калуга облаçĕнче çăкăр-булка пĕçерекенсен форумĕ иртнĕ. Чăваш Ен делегацийĕ курава тĕрлĕ продукципе хутшăннă. Форумра чи лайăх çăкăр пĕçерекенсен конкурсĕ те иртнĕ. Пирĕннисем жюрие тĕлĕнтерес тесе тутлă çăкăр пĕçернĕ, ăна Людмила Алексеевна илемлетнĕ. Ăнсăртран хĕрарăма чыслава хутшăнмаллине пĕлтернĕ: вăл Раççейри чи лайăх çăкăр пĕçерекен-мĕн! Çак ята тивĕçессе пачах ĕмĕтленмен. Çĕршыври чи тутлă çăкăра вара Хĕрлĕ Чутайри комбинатра пĕçереççĕ иккен. Сĕнтĕрвăррисен продукцийĕ те чи лайăххисен йышне кĕнĕ. Тăван тăрăха таврăнсан Людмила Алексеевнăна ĕçтешĕсем алă çупса кĕтсе илнĕ, ыталанă, унпа пĕрле хĕпĕртенĕ.
Цехра арçын çук
Цехра икĕ сменăпа ĕçлеççĕ. Каçхине ытларах çăкăр пĕçереççĕ. Ан тив, ирхине лавккасенче тин çеç пиçсе тухнă продукци пултăр. Кăнтăрла кондитер изделийĕсене хатĕрлеççĕ. Вĕсене тĕрлĕ районти лавккана ăсатаççĕ.
Ĕç кунĕн çуррине Людмила Алексеевна цехра ирттерет. Кукăль-çăмах пĕçерекенсен ĕçне тимлет, сĕнÿсем парать. Цехра шăрăх. Уйрăмах — çулла. Температура 25-27 градус таран хăпарать. Кăмака умĕнче тăракансене уйрăмах йывăр килет çавăн чухне.
Европăра пекарньăсенче ытларах арçынсем ĕçлеççĕ пулсан пирĕн урăх ÿкерчĕк. Çак комбинатра арçынсенчен — водительсемпе грузчиксем кăна, ыттисем — хĕрарăмсем. Арçынсем çăкăр пĕçернĕ çĕрте ĕçлекеленĕ-ха, анчах нумай тытăнса тăраймаççĕ. Çамрăксем те ĕçе килесшĕнех мар. Çавăнпа пĕр-пĕр ĕçтеш пенсие каять пулсан унпа йывăррăн сыв пуллашаççĕ. «Çăкăр-булка пĕçернĕ çĕрте тăрăшас тесен ĕç ăсталăхĕ пысăк пулмалла. Кунĕпе ура çинче вĕт. Комбината вырнаçсан 1 уйăх шăм-шак ыратнăччĕ. Кайран хăнăхрăм», — пытармарĕ çĕршыври чи лайăх çăкăр пĕçерекен ята тивĕçнĕ Людмила.
Людмила Алексеевна килĕнче çăкăр пĕçермест. «Ĕçре аппаланни те çитет», — йăл кулчĕ вăл. Малалла вулас...
Ирина КОШКИНА.
Комментировать