Ыхра кĕпçи

4 Июл, 2014

Ыхрана хăçан кăлармаллине, кĕпçине хăçан татмаллине çырса кăтартсамăр, тархасшăн.

Иван Ерофеев. Патăрьел районĕ, Ишлĕ ялĕ.

Ыхра кĕпçине 10-12 сантиметр ÿссенех татма сĕнеççĕ. Кĕпçене пăрахма кирлĕ мар. Хăйне хальлĕн тип çупа ăшаласа çиме те, яшкана тураса яма та лайăх вăл. Хĕлле валли шăнтса хурсан та аван. Пĕр-ик кĕпçине вара татмасăр хăвармалла. Вĕсен пуçĕ (бульбочка) пулса çитсе «кĕпине» çурма хатĕрленни ыхрана кăларма вăхăт çитнине пĕлтерет. Кĕпçене вăхăтра татмасан ыхра вĕтĕрех пулĕ, мĕншĕн тесен ÿсен-тăран вăйĕ ытларах вăрлăх хатĕрленĕ çĕре каять.

Аялти çулçăсем сарăхса çитни те ыхра пулса çитнине пĕлтерет. Кĕрхи ыхрана типĕ çанталăкра кăлармалла. Йĕпе-сапара кăларсан тухăç çĕрет. Çĕре сенĕкпе е кĕреçепе хускатса ыхра тымарне сиенлемесĕр кăлармалла. Типĕ те сулхăн вырăнта çакса типĕтмелле. Çанталăк уяр тăрсан ыхрана эрнелĕхе йăран çине хăварма та юрать. Ыхра тымарĕпе тунине тÿрех касмаççĕ, вĕсем тăрăх усăллă япаласем çимĕç патне пыраççĕ-çке, çавăнпа туни пĕтĕмпех типсе çитиччен кĕтмелле.

Ыхра типсе çитсен тымарне касмалла, тунине – 10-15 см хăварса.

Ыхра çитĕнтернĕ лаптăка вара сидереат (горчица, фацели, пăрçа, ыраш) акма юрать.

Юлашкинчен çакна каласа хăварар: пăрçа, купăста, ешĕл çимĕç, хăяр, кабачок, кавăн, помидор çитĕнтернĕ çĕр çинче ыхра лайăх ÿсет. Çĕр улми ÿстернĕ лаптăка ăна лартма кирлĕ мар. Ыхра хыççăн вара тем те акма-лартма юрать, мĕншĕн тесен вăл çĕре сиенсĕрлетет.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.