- Чăвашла верси
- Русская версия
Пахча çимĕçне – тăпăрчă шывĕпе
Тăпăрчă шывĕ пахча çимĕçĕшĕн те усăллă тенине илтнĕ.
Çапла, усăллă. Помидор тĕмĕсене фитофтороз çулăхасран 10 л шыва 1 л тăпăрчă шывĕ хушса сапаççĕ. Çакнашкал шыва 10 тумлам йод тата микроэлементсен пуххине хушсан ытти пахча çимĕçе те (хăяр, кабачок, кавăн) сирпĕтме юрать. Пĕр вăхăтрах ку апатлантарни те, чир-чĕртен хÿтĕлени те пулать. Çу каçипе çапла виçĕ хут тусан аван пулмалла.
Тепĕр меслет. Çĕрле температура 8 градус çеç ăшă чухне çакнашкал шĕвек туса сапмалла: 10 л шыва 2 л кĕвелĕк е тăпăрчă шывĕ, 10 тумлам йод тата пĕр ывăç кĕл хушса пăтратмалла. Унпа помидор тĕмĕсене, çимĕçне, çулçăн аял енне, тĕм çумне чикнĕ патака сирпĕтмелле.
Комментировать