Тĕрĕ пĕтсен тымар татăлать...

11 Окт, 2019

Çапла каланинче тĕрĕслĕх пурах. Çав çĕвĕсенче çырулăх пуррине те пĕлетпĕр. Тĕрĕ майĕсенче хĕвел, çĕр урисем, вĕсен çаврăнăшĕсем палăрнă. Ăсчахсем вĕсене шĕкĕлчесе вулама та пултарнă. Тĕрĕ — пирĕн пурнăç. Пирĕн пурнăç — тĕрĕ. Эпир кашнийĕ çак пурнăçра хамăрăн тĕрре тĕрлетпĕр, пĕри — капла, теприн вăл урăхларах пулса тухать. Тĕрре вĕçлесен, çухатсан кун-çулăмăр та татăлать мар-и?
Чăвашсен çĕр пин тĕрри пирки те сăмах ахальтен тухман ĕнтĕ. Чăваш хĕрĕ мĕн пĕчĕкрен тĕрĕ тĕрлесе ăсталăхне ÿстернĕ, ÿнер пултарулăхне аталантарнă. Тĕррине кура çыннине пахаланă.
Хальхи тĕрĕ эреш пĕлтерĕшĕпе çеç çÿрет, çапах та вăл пирĕншĕн хаклă, аваллăхпа çыхăнтаракан хатĕрсенчен пĕри. Ăна упраса хăварасси, малалла аталанма майсем туса парасси — пирĕн тивĕç.
Çакна республика ертÿлĕхĕ те лайăх ăнланать. Акă юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш тĕррин музейĕнче наци тĕррин маçтăрĕсемпе тĕл пулчĕ. Аснса хăвармалла: асăннă музее 2015 çулхи çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕн грантне тивĕçнĕ нухратпа уçнă.
Сăмах çак ĕçе паян кам тытса пыни пирки те пулчĕ. 95 çул ытла ĕнтĕ Алкешри «Паха тĕрĕ» артель — халĕ ÿнер промыслисен «Паха тĕрĕ» фирми — халăх тĕррине профессионалсен шайĕнче пурнăçлать. Ун тулашĕнче вăй хуракансем те пур.
Тĕлпулăва тĕрĕ ăстисенчен Татьяна Петрова, Татьяна Шаркова, Евгения Жачева, Любовь Вазюкова, Зинаида Воронова, Нина Наумова, Людмила Балтаева, ыттисем хутшăнчĕç. Сăмах илекенсем те чылайăн пулчĕç. Вĕсене итленĕ, шухăш-кăмăлĕпе паллашнă хыççăн Михаил Игнатьев калаçрĕ. Михаил Васильевич тĕрĕ ăстисем хускатнă ыйтусене те хуравларĕ. Сăмахран, Евгения Жачева панă сĕнÿ пирки — Чăваш тĕррин кунне туса хурасси çинчен — тĕплĕн шухăшласа пăхса тивĕçлĕ йышăну тумаллине пĕлтерчĕ. Татьяна Шаркова хăйĕн ĕçне — «Манăн асаттен çĕрĕ» паннона — парнелерĕ. Ăна Михаил Игнатьев Чăваш тĕррин музейне хăварчĕ: «Кунта вăл питĕ вырăнлă пулĕ», — терĕ.

Надежда СМИРНОВА

Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать

Новости по теме