Ылтăн çÿпçери ахах пĕрчисем

1 Окт, 2019

Ку çынсемпе, ахăртнех, никама та уйрăммăн паллаштарма кирлĕ мар. Вĕсене республикăра тахçанах ятран пĕлеççĕ. Вĕсем — тава тивĕçлĕ спортсменсем, тухтăрсем, артистсемпе поэтсем, ял хуçалăх ĕçченĕсем…

Вера Кузьмина, Юрий Сементер, Валерий Львов, Валентина Теллина, Ревель Федоров, Года Нудельман тата ыттисем… Чăваш Республикин тĕрлĕ сферин аталанăвне вăйлатма тÿпе хывнă ветерансемпе — ырă ĕçĕсемпе, пултарулăхĕпе халăх хисепне тивĕçнĕ маттур çынсемпе — паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Наци библиотекинче тĕл пулчĕ.

«Эпир аслă ăру çыннисене хисеплетпĕр, вĕсен умĕнче пуç таятпăр. Çулсем иртсен те вĕсем чунĕпе çамрăк пулни, общество ĕçне хастар хутшăнни савăнтарать. Сирĕн опыт çитĕнекен ăрушăн çутă тĕслĕх пулса тăрать, — терĕ Михаил Васильевич пухăннисене Пĕтĕм тĕнчери Ватăсен кунĕпе саламланă май. — Чăваш Ен ватăсене пулăшассине яланах тĕпе хурать, социаллă политика çулĕпе çирĕп утать. Республика, патшалăх программисенче палăртнă мероприятисем туллин пурнăçланаççĕ».

РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов пултаруллă ватăсем «Чăваш Енĕн ылтăн çÿпçери ахах пĕрчисем» пулнине палăртрĕ: «Сирĕн çине пăхсан ватăсем тесе никам та калаймĕ. Эсир çутă ĕмĕтсемпе пурăнатăр, сирĕн вăй-хал тапса тăрать, кăмăл-туйăмăр çирĕп. Эсир çамрăксене çул кăтартса пыратăр, эсир — республика пуянлăхĕ». Николай Владимирович çавăн пекех уява пухăннисене Патшалăх Думинчи ĕç-хĕл пирки каласа кăтартрĕ, ватă çынсен интересĕсене хÿтĕлекен юлашки вăхăтри йышăнусемпе паллаштарчĕ.

Çавра сĕтел хушшинчи калаçу ирĕклĕн юхса пычĕ. Ветерансем ЧР Пуçлăхне хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене пачĕç, шухăш-ĕмĕчĕсем пирки пĕлтерчĕç. Нумай çул «ВНИИР» пĕрлĕхе ертсе пынă Года Нудельман акă Шупашкарăн 550 çулхи юбилейне халалласа çырнă сăввине вуларĕ, республика Пуçлăхне Михаил Игантьева хăйĕн «Разговоры в рифму» кĕнекине парнелерĕ. «Ют халăх ывăлĕ-хĕрĕ хушшинче пысăк хисеп çĕнсе илме пултарнăшăн питĕ савăнатăп», — терĕ сумлă ветеран хăйне çакăн пек ăшă тĕлпулăва йыхравланăшăн кăмăллă юлнине палăртса.

Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер тăван чĕлхене, культурăна упраса хăварса аталантарасси пирки сăмах хускатрĕ. «Чăваш чĕлхи — авалхи чĕлхе. Ăна пурнăç сулхăнне кĕртсе ÿкерес марччĕ», — терĕ вăл. «Чăваш сăмахĕ чăннипех те илемлĕ, асамлă. Тăван чĕлхепе калаçнине илтсен чун-чĕре савăнать, кăмăл-туйăм çĕкленет», — терĕ республика пуçлăхĕ Михаил Игантьев Чăваш халăх поэчĕн сăмахне малалла тăсса.

Ватă çынна савăнтарма нумай кирлĕ-и? Çук паллах. Унпа ăшшăн калаçни, унăн сăмахне итлени — акă мĕн ытларах кирлĕ. «Вара унăн чунĕ уçăлса каять. Нумайрах пурăнас, тата та ĕçлес килет, — терĕ Петр Ивантаев. — Ку енĕпе паянхи тĕлпулăвăн пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăк. Вăл Чăваш Ен Правительстви ватăсене чăннипех те хисепленине, унăн ырлăхĕпе канлĕхĕшĕн тăрăшнине çирĕплетет».

Уява тĕп хулари «Росток» пултарулăх çуртне çÿрекенсем, артистсем юрă-ташăпа пуянлатрĕç.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 
Теги: 

Комментировать