Шанăçа çухатмалла мар

Патăрьел районĕнчи Турханта пурăнакан 91 çулти Лидия Васильевна Гусева вăрăм ĕмĕрлĕ пуласса ĕмĕтленмен те. Хăй вăхăтĕнче йывăр чир ăна ураран ÿкернĕ. Тăраймасăр, вырăнпа выртнăскер усал шыççа çĕнтерме пултарни чăннипех тĕлĕнтерет.

Пурнăçланнă ĕмĕт
«Эпĕ Хурама Тăвар ялĕнче çуралса ÿснĕ, — пуçларĕ хăйĕн сăмахне Лидия Васильевна. — Сывлăхлă çитĕннĕ, ачаранах спортпа туслашнă. Вырăнти шкулта 4 класс вĕренсе пĕтерсен вăтам пĕлÿ илес тĕллевпе Турхана çÿреме пуçларăмăр. Пĕр вăхăтра 20-ĕн пĕрле утаттăмăр кÿршĕ яла. Ун чухне тăхăнма çи-пуç та çукчĕ: çăпатапа, сăхманпа, тăла чăлхапа çÿреттĕмĕр. Вăрçă пуçлансан Ху-рама Тăвар ачисем вĕренме пăрахрĕç, эпĕ пĕччен тăрса юлтăм. Манăн питĕ вĕренес килетчĕ, хамăн учительница Дарья Платоновна пек пулма ĕмĕтленеттĕм. Анчах Турхан шкулĕнче аттестат илесси пулмарĕ. Аттепе тете вăрçа кайрĕç. Килте анне пилĕк ачапа юлчĕ, тумтир çук. 12 çулти шăллăм çăпата тума вĕренчĕ.
Вăрçă хыççăн Патăрьелти сад \ĕрчетекенсен шкулне çÿреме пуçларăм. Унта икĕ çул вĕрентĕм. Хам валли тĕрлĕ енлĕ пĕлÿ илтĕм çав шкулта: чечек пăхса ÿстерес, выльăх-чĕрлĕх çитĕнтерес, хурт-хăмăр ĕçĕсене вĕрентетчĕç. Унсăр пуçне эпĕ самаях çивĕчлентĕм. Маларах вырăсла калаçма та пĕлмен: радио-телевизор çук ун чухне, вăрман варринчи ялта пурте чăвашла çеç пуплеççĕ. Юрать, тантăшăм вырăс хĕрĕччĕ. Унпа хутшăнас тĕллевпе словарь туянтăм. Çапла ерипен вырăсла калаçма хăнăхрăм. Асăннă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн ĕç тупаймасăр хăшкăлтăм. Ун чухне ялсенче садсем ĕрчетмеççĕ. Çавна май вăтам шкул пĕтерсе аттестат илме шут тытрăм, тепĕр хут парта хушшине лартăм. Турханти вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ют чĕлхесен факультетне вĕренме кĕтĕм. Хамăн ĕмĕтĕме тинех пурнăçларăм».
Лидия Васильевна 39 çул Турханти шкулта ачасене нимĕç чĕлхи вĕрентнĕ. Мăшăрĕ Виталий Михайлович та вĕрентекен пулнă, пĕр вăхăт шкул директорĕнче ĕçленĕ. Туслă мăшăр ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ. Усал чир хĕрарăм çумне хăçан çыпăçнă-ха? Акă еплерех аса илчĕ ăна ватă: «Эпĕ ун чухне 14 çултаччĕ. Ялти арçынсене фронта илсе кайнă. Эпир, арçын ачасемпе хĕрачасем, çĕре лашасемпе, вăкăрсемпе сухалаттăмăр. Пĕчĕкреххисем лаша çавăтатчĕç, аслăраххисем вара суха пуç тытаттăмăр. Ĕçе ут утланса каяттăмăр. Пĕррехинче манăн лашана пĕри хăратрĕ, вăл ĕрĕхсе кайрĕ. Эпĕ çĕре персе антăм, кăкăра ыраттартăм. Вăл шыçăнчĕ, пÿрленме пуçларĕ, суранран юн сăрхăнчĕ. Часах тÿрленмерĕ. Больницăна çÿреме вăхăт пулман, мĕншĕн тесен уй- хирте ĕçленĕшĕн пире çур килограмм çăкăр паратчĕç /1 куншăн/. Çулсем иртнĕçемĕн кăкăр çинче пăрçа пысăкăш мăкăль юлчĕ. Икĕ ача çуратнă хыççăн вăл пысăкланчĕ».
1993 çул уншăн асаплă, нушаллă иртнĕ. Черетлĕ тĕрĕслевре тухтăрсем кăкăр ракĕн виççĕмĕш тапхăрне тупса палăртнă. «Хăрушă çак чир пирки шухăшлама та пултарайман эпĕ малтан, мастопати пулĕ тенĕ. Пĕрмаях сăтăраттăм, алă ун еннеллех туртăнатчĕ. Ăна вара тытма та юраман иккен. Мана çийĕнчех Патăрьел больницинчен Шупашкара ячĕç. Унта сиплев курсĕ иртрĕм, операци турĕç. Инвалидлăх палăртас терĕç. Килĕшмерĕм. «Эпĕ пур пĕрех вилетĕп», — терĕм. Ун чухне ракран вилекен чылайччĕ. Вырăн çинчен тăрайман вăхăтсем те пулнă. Мĕн чухлĕ куççуль юхтарман пулĕ?! Асаплă кунсем халĕ те асран тухмаççĕ. Усал чир часах сирĕлмерĕ. Тепĕр хут нушалантарчĕ мана», — вăрттăнлăхне уçрĕ ватă.
«Сысна кĕпçи çăлса хăварчĕ»
«ФИС» /Физкультура и спорт/ журнала шкул тахçанах çырăнса илнĕ. Лидия Васильевна, ачаранах спортпа туслăскер, ăна юратса вуланă. Каярахпа хăй те çырăннă. Сăмах май, асăннă журнал халичченех ун патне килсе тăрать.
Пĕррехинче çак журналта «Шыçă чирне сиплекен курăксем» статья пичетленнĕ. Унта сысна кĕпçи /болиголов пят-нистый/ ракпа чирлĕ çынсене сиплени çинчен çырнă. Анчах ăна епле тупмалла? Ку ÿсен-тăрана ялта пĕлекен, паллакан çын та çук. Çавна май журналта кăтартнă адреспа çыру çырнă вăл, вăрлăх ярса пама ыйтнă. Унăн ыйтăвне тивĕçтернĕ.
«Кĕркунне сысна кĕпçине пахчана акрăм. Çуркунне вăл шăтса тухнă хыççăн тĕлĕнтĕм: ара, наркăмăшлă ку ÿсен-тăран хамăр çырмара нÿрлĕрех вырăнта ÿсет-çке. Ăна татса настойка турăм. Симферопольти В.Тищенко сиплевçĕ сĕннĕ пек кивĕ уйăхран ĕçме тытăнтăм. Тÿрех виçĕ курс турăм, 240 кун канмасăр сиплентĕм. Кунран-кун хама лайăхрах туйма пуçларăм, вăй кĕчĕ. Çапла майпа ура çине тăтăм. Халĕ те пурăнатăп. Мана сысна кĕпçи сыватрĕ», — кăмăллăн калаçать Лидия Гусева.
Чирлĕ çыншăн çавăн пекех хускану, шанчăка çухатманни питĕ кирлине палăртать вăл. «Сывă мар вăхăтра та яла-нах утма тăрăшаттăм, 5-6 çухрăм утаттăм. «Эпĕ сывалатăпах, манăн чир иртет», — теттĕм çине-çинех. Çырма патне çитеттĕм те хĕвеле хирĕç тăрса: «Хĕвел, тÿпе, çил, шыв, манăн чире илсе кайăр, мана сыватăр», — тесе йăлăнаттăм», — малалла тăсăлать калаçу çăмхи.
Лидия Васильевна халĕ те утма кăмăллать. Кирек мĕнле çанталăкра та хăйĕн ырă йăлине пăрахмасть. Маларах хĕлле шыва кĕнĕ пулсан, паян та пуç тăрăх ярать. Сывлăхлă пуласси. Тулли верси...

www.hypar.ru
Валентина ПЕТРОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.