Вунă кун — йÿнĕ хакпа

Раççей почти хаçат-журнал çырăнтару хакне вунă кунлăха йÿнетесси пирки пĕлтерет. 2019 çулхи юпа уйăхĕн 3-13-мĕшĕсенче «Чăваш хĕрарăмне» 2020 çулăн I çурринче илсе тăма йÿнĕрех хакпа — 354,84 тенкĕпе — çырăнма май пур. Çак вăхăтпа усă курса укçа-тенке перекетлеме май килĕ — почтальонпа тĕл пулма васкăр. «Чăваш хĕрарăмне» çак тапхăрта йÿнĕрех хакпа çырăнма май пурри çинчен тăван-пĕлĕшĕре калама манса ан кайăр.
Юратнă кăларăма çавăн пекех альтернативлă мелпе — редакцине килсе илсе тăмалла — çырăнма май пуррине аса илтеретпĕр. Альтернативлă хак: 144 тенкĕ.
Хаçата электронлă майпа çырăнса илес текенсен 90 тенкĕ тÿлемелле.
Хаçат индексĕ: П2262.

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.