Хушма укçа уйăраççĕ? Мĕн тума?

27 Сен, 2019

Ĕнер Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чăваш Республикинче пурăнакансен пурнăç пахалăхне лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен» 118-мĕш Указа алă пуснă.

Ăна Раççей Президенчĕн 2018 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи «2024 çулчченхи тапхăрта Раççей Федерацине аталантармалли наци тĕллевĕсем тата стратегиллĕ за-дачăсем çинчен» 204-мĕш Указĕнче палăртнă наци тĕллевĕсене тата вĕсенчен тухса тăракан кăтартусене пурнăçлассине тивĕçтерме кăларнă. Документра республикăра 2020 çулта чи малтан пурнăçламалли ĕçсене планланă.
Вĕрентÿ тытăмне инноваци çулĕпе малалла яма, ачасемпе çамрăксене тĕрĕс воспитани тата пахалăхлă пĕлÿ парассишĕн хальхи вăхăтри вĕрентÿ тытăмне никĕслеме тивĕçлĕ условисем тумашкăн палăртнă. Калăпăр, мана ЧР Пуçлăхĕ республикăра пурăнакансен сывлăхне çирĕплетме, пурнăç тăршшĕне тăсма, кашни çынна хăйĕн пултарулăхне кăтартма, пĕлÿпе информаци илме тата пурнăçа культура пахалăхĕсемпе, ырлăхпа çыхăнтарма май туса памашкăн тата çынсене вĕсем пурăнакан вырăнта, ытти çĕрте физкультурăпа спорт мероприя-тийĕсене тăтăш явăçтармашкăн тĕллев лартни килĕшрĕ. Ял çыннисене ĕçмелли шывпа лайăхрах тивĕçтерессине те халăх ырласа йышăнасси иккĕлентермест.
Указа пурнăçа кĕртессишĕн республика Пуçлăхĕ ЧР Министрсен Кабинетне тивĕçлĕ мерăсем йышăнма хушнă. Чăваш Енĕн 2020 çулхи тата 2021-2022 çулсенчи бюджечĕсене йышăннă чухне 2020 çул валли вĕрентÿ тытăмне инноваци никĕсĕнче аталантармашкăн условисем тума — 1,2 млрд, сывлăх сыхлавĕн тухăçлă пирвайхи звенине йĕркелеме — 1 млрд, культура облаçĕнче хальхи вăхăтри условисем тума тата çынсем пурăнакан вырăнсенче спорт инфратытăмне аталантарма — 500-шер млн, ĕçмелли шывпа тивĕçтерекен тытăмсен тухăçлăхне пысăклатма 200 млн тенкĕ уйăрма ыйтать. Тулли верси…

www.hypar.ru
Юрий МИХАЙЛОВ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.