- Чăвашла верси
- Русская версия
«Чăваш хĕрарăмĕ» 35 (1110) № 14.09.2019
* Авăн уйăхĕн хĕвеллĕ ăшă кунĕсем. Шкултан хăйĕн пиччĕшĕсенчен, тăххăрмĕш класра вĕренекен Даниилпа улттăмĕшĕнче пĕлÿ илекен Кирилран, чылай маларах таврăнакан Дианăн тунсăхлама вăхăт та çук. Кăçал пуçласа парта хушшине ларнă хĕр пĕрчи хăйне уроксем хыççăн кĕтсе илме пыракан асламăшĕпе Валентина Николаевнăпа хуçалăхри тĕрлĕ ĕçе, вĕрентекен киле панă хăнăхтарусене пурнăçлать. Хушăран ал ĕç тытать вăл: алмаз мозаикипе кăсăкланаканскер амăшĕ ĕçрен таврăниччен ÿкерчĕке малалла ăсталасшăн хыпаланать. Çапла, Çĕрпÿ районĕнчи Иккĕмĕш Вăрманкасра пурăнакан нумай ачаллă Кирилловсен çемйинче чи кĕçĕнни çумне те кăçалтан куршанак çыпăçнă. Оксана Витальевнăпа Алексей Витальевич /сăмах май, мăшăрăн ашшĕсем кăна мар, амăшĕсем те пĕр ятлă/ 16 çул каялла çемье çавăрнă. Пулас арăмне йĕкĕт стройкăра асăрханă. Вăрнар районĕнчи Кушар Юнтапа ялĕнче çуралса ÿснĕ пике, штукатур-маляр специальноçне алла илекенскер, Алексей ĕçлекен организацие практикăна пынă ун чухне. Пĕр-пĕринпе туслашнăскерсем кил хуçи çуралнă тăрăхра — Иккĕмĕш Вăрманкасра — тĕпленме шухăшланă.
(Ар епле - йыш çапла. Ирина ИВАНОВА)
* Шупашкар çывăхĕнчи Алькешре ача-пăча лапамĕнче икĕ çулти мăнукĕпе Янăпа уçăлса çÿрекен Надежда Матюшовăпа паллашма тÿр килчĕ. Вăр-вар хĕрача — унăн хĕрĕн Юльăн тĕпренчĕкĕ. Пĕчĕкскере пĕр самантлăха та куçран вĕçертме юраманнине хĕрарăм никамран лайăх пĕлет: мăнукĕ пусмапа чупса хăпарать, çÿллĕ вырăнтан ярăнса анма хăрамасть, тренажерсем патне çил хăвăртлăхĕпе вĕçтерсе çитет. Кăштахранах хĕрĕ Евгения Суркина виçĕ тĕпренчĕкне урама илсе тухрĕ. Ачасем вылянине сăнамашкăн мĕнешкел кăмăллă. Виçĕреш çуратнипе ыттисенчен уйрăлса тăракан Суркинсем тăваттăмĕш пепке кĕтеççĕ. Телейлĕ амăшĕ декрет отпускне тухма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. «Виçĕреш çитĕнекен килте тăваттăмĕшĕ те ытлашши пулас çук», — йăл кулăпа çуталать 28 çулти хĕрарăм. Юрать, ашшĕпе амăшĕ, хуняшшĕпе хунямăшĕ вĕсене пулăшма май тупаççĕ. Сăмах май, амăшĕн Евгения Суркинăн шăллĕпе Артемпа та пĕчĕкскерсем хăйсене хăтлă туяççĕ. Çамрăк вĕсен тавра курăмне аталантарма тăрăшать, пурнăç уттипе тан пыма вĕрентет. «Тĕлĕкре виçĕ пулă тытрăм. Çакă хĕрĕм виçĕреш çуратасса пĕлтерчĕ», — хавхаланса каласа кăтартать Надежда Васильевна. Тĕлĕк чăна килнĕ — пĕрремĕш УЗИрех Евгения Суркинăн варĕнче виçĕ ача тĕвĕленни çирĕпленнĕ. Йăхра упăшкипе арăмĕ енчен те йĕкĕрешсем пур-ха, анчах çут тĕнчене виçĕреш килни пулман. Унашкал хыпар, паллах, пурне те тĕлĕнтернĕ. Çав вăхăтрах Турă парнишĕн епле савăнмăн? Çывăх çыннисем пулăшмашкăн тÿрех калаçса татăлнă.
(Ачасем ĕмĕтри хваттерте выляса аталанаççĕ. Марина ТУМАЛАНОВА)
Комментировать