- Чăвашла верси
- Русская версия
«Çамрăксен хаçачĕ» 35 (6280) № 05.09.2019
(Çулталăка яхăн ĕçе тухаймарăм. Дмитрий МОИСЕЕВ)
* Ахăртнех, вулакансене артисткăн хушамачĕ пĕлтĕр «Раççей мисĕ» ята тивĕçнĕ Шупашкар хĕрĕн Юлия Полячихинăнни пек пулни ьтĕлĕнтерет. Чылайăшĕ кунпа интересленсе Надьăна халтан янă. «Манăн йăмăк вăл», — шÿтлеме тытăннă ыйтусене хуравласа йăлăхнă артистка. Çапах тăвансем мар вĕсем. Хушаматсăр пуçне вĕсене нимĕн те çыхăнтармасть. Ача чухнех сцена илĕртнĕ Надьăна. Телевизорпа кăтартакан «Кривое зеркало» кăларăма курса, «Новые русские бабкисен» кулăшĕсене итлесе вĕсем пек пулма хăтланнă. Амăшĕн юлташĕн хĕрĕ гримера çаврăннă. Хĕрачан питне-куçне сăрланă çеç мар, çÿллĕ кĕлеллĕ пушмак, кĕпе тăхăнтартса концерт кăтартма хатĕрленĕ. Куракансем — амăшĕпе унăн юлташĕ. Алă çупнине итлесе ÿснĕскер пурнăçне театрпа çыхăнтарассине çавăн чухнех палăртса хунă Тăвай районĕнчи Мучар ялĕн хĕрĕ. «Пирĕн ял пысăках мар. Эпĕ çитĕннĕ вăхăтра нимĕнле кружок та пулман. Ăсталăха постановкăсенче, шкулта иртнĕ мероприятисенче кăтартнă. Астăвасса, мана ялан Юр пике рольне шанатчĕç. Халĕ те çаплах, театрта Çĕнĕ çул уявĕнче Хĕл Мучин мăнукĕ эпĕ», — йăл кулнă май аса илчĕ Надежда. Вăл 10-мĕш класрах хăйне тĕрĕслес тенĕ: Мускаври Б.Щукин ячĕллĕ театр институтне набор пынине пĕлсен конкурса кайнă. Çамрăкскер унта çитнĕ вун-вун çынпа пĕрле тупăшнă. Конкуренци пысăк пулнă. Çапах пулас артистсен йышне кĕрейменшĕн кулянман Надежда, çутă ĕмĕчĕ те сÿнмен.
(Ырă кăмăллă сăнарсене выляттараççĕ. Ирина КОШКИНА)
* Хăй вăхăтĕнче вара Екатерина Иванова çак çуртра ватăсене пăхнă, 16 çул поварта ĕçленĕ. Вырăнпа выртакан сусăрсене, никама кирлĕ мар пулса юлнă ватăсене ун чухне вăл чунтан шелленĕ. Ватлăхра, 90-а çитсен, хăйне те çавăн пек шăпа кĕтесси пирки шухăшлама та пултарайман. Вăл килсĕр-çуртсăр çын мар. Çĕрпÿ районĕнчи Янтушра тăван килĕ те пушах ларать, ваттисен çуртĕнче ĕçленĕ чухне тивĕçнĕ хваттер те нумай çул хуçисĕр тунсăхлать. Анчах кинемей пĕччен пурăнаймасть. Çын куçĕнчен пăхма тивнĕренпе çулталăк çитнĕ. Пĕлтĕр çурла уйăхĕн вĕçĕнче вăл çĕр улми çеçкине 3 кун вырнă, çум çумланă. Канмалли кунсенче йăмăкĕн ывăлĕ Илюш хăйĕн çемйипе килме, пĕрле çĕр улми кăларма калаçса татăлнă. Тымар çимĕçе шăматкун чип-чипер кăларса пĕтернĕ. Тепĕр кун мунча хутатпăр тесе Илюш шыв хатĕрленĕ. Анчах Катя аппа мунча кĕреймен, çав каçах ăна юн пусăмĕ хăпарса кайнăран шалкăм çапнă. Ун чухне тăрăнса каясла ĕçленĕ тесе шухăшламасть вăл. Халĕ ĕнтĕ çулталăк ури утмасть. Мухтав Турра, сулахай алли ĕçлет. Унпа вăл тепĕр аллине кунĕпе йăвалать, массаж тăвать, анчах сылтăмми пĕрех итлемест. Екатерина Ивановна качча кайман, ача çуратман. Çамрăк чухне вăтаннă, хăйне хитре мар тесе шухăшланă. Хĕр пуççăн ача çуратни çĕр йăтайми намăс пулнă ун чухне. «Халĕ хитре хĕрсемех ача тăваççĕ, ним те аванмарланмаççĕ», — тĕлĕнет паянхи саманаран кинемей. Пиччĕшĕсем те ăна хĕр чухне пĕрмаях «хытарса» тăнă, чипер çÿремелле тенĕ, хăй те ята ярасран шутсăр хăранă. «Вăтанакан çын ыр курмасть тесе тĕрĕсех каланă çав. Каччăпа çÿресе курман, хам юратни пулман. Пичче кайран каларĕ: «50 çула çитсен пĕрре мар, икĕ ача ту». Ун чухне кая юлнă ĕнтĕ…» — мĕншĕн пĕччен юлнине ăнлантарчĕ кинемей. Екатерина Ивановăн амăшĕ çамрăклах вилнĕ. Ашшĕ граждан вăрçинче пулнă. «Вăл салтаксемпе путвалта ларнине, черетпе хурала туха-туха пăхнине каласа панине астăватăп. Атте урама тухнă чухне вĕсем хÿтлĕх тупнă çурт çине бомба пăрахнă. Салтаксем вилнĕ, атте чĕрĕ юлнă… Пирĕн хăмăр лаша пурччĕ. Тырă вырма каяттăмăр. Пилĕк ыратака пуличчен ĕçленĕ. Хĕрачасем уйрăм вырнă. Кахал апачĕ вăхăтĕнче аппапа урапа айне кĕрсе выртаттăмăр. Пичче çав хушăра вăрмана мăйăр татма кайма ÿркенместчĕ», — тăсăлчĕ аса илÿ çăмхи.
(Пăртак çÿрес пулсанах киле кайăттăм. Алина ИЗМАН)
Комментировать