«Чăваш хĕрарăмĕ» 33 (1108) № 30.08.2019

2 Сен, 2019

*…Вĕренекенĕсем ырăпа кăна аса илекен Тамара Анисимовăна шыраса Элĕк районĕнчи Мартынкассине çитетпĕр. Çул хĕрринчен аяккарах вырнаçнă ку ял. Çурчĕсем урам тăрăх йĕркипе мар, такамран хăраса тарса пытанас пек унталла-кунталла ларса тухнă. Тен, аякран килнĕ çынна кăна çавăн пек курăнать? Водитель тĕлĕнмелле капмар, ыттисен хушшинче тÿрех палăрса тăракан кермен пек çурт умĕнче чарăнассăнах туйăнчĕ. Тĕрĕсех тĕшмĕртнĕ. Ачисем хĕрарăма чăнласах лăпкă кунсем парнелеме тăрăшни куç кĕрет. Çурчĕ крепоç пекех пулин те халăхран уйрăм пулма тăрăшни сисĕнмест. Алăкĕ уçă — такам та кирек хăш самантра та кĕме пултарать. Карта витĕр тулли çимĕçлĕ пахча курăнать. Палламан çын йыт-качкаран хăрать: хирĕç тухакан пулманнине кура алăкран шикленерех иртетпĕр. Тен, килте никам та çук-и? Кăлăхах хăранă. Пахчара такам тăрăшсах тин кăна çумăр çуса иртнĕ хыççăннÿрелнĕ курăка çавапа чашлаттарса çулать. «Иртĕр, иртĕр!» — чĕнчĕ хайхи çирĕп сасăпа. Тăхăр вунна çывхараканскер правурлăхĕпе тĕлĕнтерчĕ. «Хуçалăх таврашĕнче хăвăрах ĕçлетĕр-им?» — çулĕсене пĕлетĕп-ха та, калаçăва çакăнтан пуçламасăр епле чăтăн? «Мĕн туса ларас тата?» — ыйтăва ый- тупах хуравларĕ кил хуçи пÿртелле чĕннĕ май. Тавралăха куçласа ĕлкĕретĕп. Пахча вĕçĕнчи çирĕп беседкăра кам тутлă чей ĕçсе, шашлăк çисе киленет-ши? «Тăватă ывăл вĕт манăн», — эпĕ куçпа ăçта тĕлленине сăнать хĕрарăм. Пÿртелле иртетпĕр. Вăтам çулсенчи хĕрарăма, тăватă ывăл пуррине асра тытса, кинĕ пулĕ терĕм малтанах. Çук, иккен, хĕрĕ Женя. Пушкăртстанра пĕр организацире тĕп бухгалтерта ĕçлесе пурăнаканскер отпускра амăшĕ патне килнĕ. Ку çемьере çакă йăлана кĕнĕ — кану вăхăчĕ çитсен черетпе амăшĕ патĕнче пурăнмалла. Тамара Тихоновна пĕччен юлман-ха ку кил-çуртра, ывăлĕ Петр - районти вĕрентÿ уйрăмĕн пуçлăхĕнче ĕçлекенскерне тăванĕсем те, амăшĕ те Петр Петрович теççĕ — амăшĕпе пĕрле пурăнать. Шупашкарта тĕпленнĕ икĕ хĕрĕ те килсех çÿреççĕ. Чим, миçе ача ÿснĕ вара ку çемьере? «Тăххăрăн вĕсем манăн, — сăмаха татса калаçать кил хуçи. — Тăватă ывăл та пилĕк хĕр. Шел, асли нумай пурăнаймарĕ, хĕрлĕхене пула пĕчĕклех çухатрăмăр ăна. Те шала кайрĕ чирĕ? Тухтăрсем те çăлаймарĕç. Малтанах эпир те пĕр-икĕ ачапа çырлахма шухăшланăччĕ. Аслине çухатнă хыççăн çак шухăша улăштартăмăр — нумаййăн пулччăр терĕмĕр. Çапла пĕрин хыççăн теприне кун çути кăтартрăмăр: Гена, Володя, Шурик, Петр… ылтăн пек ачасем, — малтан ывăлĕсене палăртать Тамара Тихоновна. Унтан хĕрĕсене шутлама пуçлать: Женя, Ираида, Галина, Наташа, Людмила». Ачисене пурне те аслă пĕлÿ илме пулăшнă. Тĕрĕс воспитани панă. Çакăн пирки пĕр иккĕленÿ те çук: халĕ амăшĕ патне ачисем кăна мар, мăнукĕсем те, сăмах май, вĕсем 19-ăн, килсех çÿреççĕ. Апла тăк, çурта çакна шута илсех пысăк çĕкленĕ ĕнтĕ — пурин валли те вырăн çиттĕр тенĕ. Кил тĕрĕшри, пахчари ĕçсене шăпах вĕсем пурнăçлаççĕ те. Çĕр улмине, сăмахран, хуларан килсе çитнĕ мăнукĕсем туххăмрах кăларса пĕтернĕ. Çакăн пек ачисемшĕн, мăнукĕсемшĕн епле ан хĕпĕртетĕр хĕрарăм чунĕ.

(Вĕрентекен пулмах çуралнă. Рита АРТИ)

*Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанаш ялĕнчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 326 çын хутшăннă, 224-шĕ тăван килне таврăнайман. Хĕрлĕ Чутайри асăну хăми çинче 190 çын тесе палăртнă. «Астăвăм» кĕнеке тăрăх шутларăм: унта 221 хушамат асăннă. Кĕрлевсем тепĕр икĕ çын ятне хушрĕç. Татах тепĕр ят шыраса тупас пулать-ха, мĕншĕн тесен эпĕ Штанашра ĕçлеме пуçланă çул ку тăрăхран вăрçăра 224 салтак пуçне хунă тетчĕç. Вăрçă ветеранĕсем хальхи вăхăтра пурнăçран пурте уйрăлнă, темиçе салтак арăмĕ çеç тăрса юлнă. Штанаш ял тăрăхĕнчи Упăкушкăнь ялĕнче çуралса ÿснĕ Алексей Логинов Днепр патĕнчи çапăçура хастарлăх кăтартнăшăн Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçнĕ. Шупашкарти пĕр урам ун ячĕпе хисепленет, ШĔМ çурчĕ умĕнче Логинов палăкĕ çĕкленчĕ.

(Ашшĕн çĕрĕ çинче - хăнара. Галина ЗОТОВА)

*Хăйĕн шăпи Атăл çинчи Чăваш Енпе çыхăнасса чĕрĕк ĕмĕр каялла тĕлленме те пултарайман вăл. Ахăртнех, пирĕн тăрăха килсе йăва çавăрман тăк хурт-хăмăр ăсталăхне алла илмĕччĕ, ял хуçалăхĕн ытти отраслĕпе çыхланасси те иккĕленÿллĕччĕ. Тăхăр çул каялла, çуллахи çав тери типĕ те шăрăх кунсенче сарлака çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче вăрмансем çуннăран таврана ĕнĕк шăрши хупласа сывлайми тунине чылайшĕ астăвать-тĕр. Мускав çумĕнчи пĕр хулара пурăннă Александр Кислых çемйи ытти кил-йыш пекех тĕтĕм-сĕрĕмре антăхса çитнĕ те... Çăлăнăç утравĕ шыраса çемье пуçĕн ашшĕ-амăшĕшĕн тăван тавралăха çаврăннă Чăваш Ене тĕпĕпех куçса килме шухăш тытнă. Çапла виçĕ ача амăшĕ Вероника Дмитриевна чăматан пуçтарма тытăннă, кил хуçи Александр Лерисович шкулта хăнăхнине аса илсе мамăк-марля çыххисем çĕлеме ларнă.

(Ял пурнăçне шыраса Чăваш Ене çитнĕ. Ирина ИВАНОВА)

* Юратнă мăшăр, куç тулли ачасем, ăшă та хăтлă кил-çурт... Пурнăçри çакнашкал хаклăхсем çинчен ĕмĕтленмен хĕрарăм пур-ши? Шăпа парнине тивĕçнисем те, шел, кун-çул тахăш йÿппинче чуна çывăх хаклăхсăр, çирĕп тĕревсĕр юлма пултараççĕ. Пÿрнĕ пурнăçа вара — пурăнмалла. Ăçта, камран пулăшу кĕтмелле? Йывăр çакнашкал ыйту ватлăха пула хавшанă, пĕччен юлнă çынсен тĕлне кăна сиксе тухмасть. Ĕнер кăна тĕрĕс-тĕкел чупса çÿренисене те ăнсăртран инкек куçа-куçăн тăратма пултарать. Пурнăçăн тĕрлĕ тапхăрĕнче йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ çынсене пулăшу кÿрекен социаллă учрежденисем кăткăс лару-тăруран тухма пулăшаççĕ. Вĕсенчен пĕри — Кÿкеçри ваттисемпе сусăрсен 50 çул каялла уçăлнă интернат çурчĕ.

(Йывăрлăхра алă паракан кирлех. Ирина ПУШКИНА)

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.