- Чăвашла верси
- Русская версия
Хресчен сасси 29 (2768) № 07.08.2019
— Кĕркунне пĕр пин гектар çинчен пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене вырса кĕртмелле: кĕрхи тулă 500 гектар, çавăн чухлех урпа йышăнаççĕ, — пĕлтерчĕ хуçалăх ертÿçи Виталий Семенов. — Çумăрлă кунсем тăни ĕçе вăраха ярать, çавна май тăкак, тырă хăй хаклăхĕ ÿсет. Хиртен тырă нÿрĕ кĕнĕрен ăна типĕтетпĕр. Пĕлтĕр çĕнĕ АТМ-34 туянтăмăр. Унпа талăкра 150 тонна типĕтме май пур. Халĕ кăнтăрла кăна вырнăран эпир 2-3 хут сахалрах усă куратпăр. Кашни кун вырмана тухма тăрăшатпăр. Çумăр чарăнсанах, лаптăка кĕме май пулсан, комбайнсем ĕçе тытăнаççĕ. Çанталăк уяртасса кĕтме пулать-ха. Анчах умра — кĕркунне. Вăл та йĕпе-сапаллă пуласси хăратать. Апла кашни типĕ кунпа туллин усă курмалла.
Типĕтмесен чĕр тавар пахалăхĕ чакать, йÿнĕпе каять. Хуçалăхăн тĕп тупăшĕ уй-хир отраслĕнчен кĕрет. Тар тăкса тунă «сарă ылтăна» мĕншĕн йÿнĕпе памалла? Ĕçченсем Шупашкарти элеватора çĕнĕ тырă сутнă ĕнтĕ. Пĕр килограмĕ 9 тенкĕ ытларахпа кайнă.
— Сахалрах ĕнтĕ, кайран хакланĕ-и тен, — шанăçне çухатмаççĕ вĕсем.
Вырмана июлĕн 26-мĕшĕнчех тухнă. Хальхи вăхăтра 150 гектарĕ пушаннă ĕнтĕ. Чăн та, кĕрхисен тухăçĕ пĕчĕкрех, гектар пуçне 25 центнера яхăн тухать. Иртнĕ çулсенче вара кăтарту чылай пысăкрах пулнă. Кăçал çут çанталăк синкерне пула культура самай сиенленнĕ, тухăçа чакарнă. Çурхисем вара ăнса пулнă, апла пÿлме «сарă ылтăнпа» тулмаллах
(Пĕр пучах та уйра юлмĕ. Лариса НИКИТИНА)
* Ĕлĕкрех хулари предприяти-организацире вăй хуракансем пĕр-пĕринпе ăмăртмалла тенĕн çĕр илнĕ. Пĕчĕк лаптăкрах сад ĕрчетнĕ, пахча çимĕç çитĕнтернĕ. Шел, вăхăт иртнĕ май дачăсене çум курăкпа йывăç- тĕм пусса илме тытăнчĕ.
Вĕсен хуçисем ватăлса е вилсе пыраççĕ, çамрăксем çĕр çинче тар тăкасшăн мар. Хуçасăр юлнă лаптăка пĕрре пăхсах асăрхама пулать: анана йывăç-тĕм, çум курăкĕ пусса илнĕ, хуралтисем, картисем чалăшнă. Кун пек çĕрпе мĕн тумалла?
«Сосновка» коммерциллĕ мар сад юлташлăхĕнче те ун пеккисем пайтах. Юрий Сычев юлташлăх председателĕнчен хуçасăр юлнă пахчапа усă курма ирĕк ыйтнă. Пĕрлехи пухура ăна члена илнĕ, юхăннă çĕр çинче ĕçлеме шаннă.
Ĕнтĕ ăна харпăрлăха куçарма çул уçăлнă темелле. Юлташлăх председателĕ каланă тăрăх, 1994 çулта Г.Алексеевăна çĕр уйăрса панă. Анчах вăл унпа усă курман. Сад-пахча тытакансем те ăна участокĕнче ĕçленине пач асăрхаман. Хĕрарăм куçман пурлăхĕпе кăсăкланман темелле. Çитменнине, тĕллевлĕ взноссене те тÿлемен. Пухура çынсем Сычева юлташлăх членне йышăннă май Алексеевăна кăларнă.
Сычев куçман пурлăхăн пĕрлехи патшалăх реестрне те çитнĕ, хайхи пахчапа кăсăкланнă. Унта асăннă лаптăкăн харпăрлăх правине регистрацилеменни палăрнă. Ăна куçман пурлăхăн кадастрĕнче кăна шута илнĕ-мĕн. Çитменнине, дача хуçи Г.Алексеева 2003 çултах пурнăçран уйрăлнă иккен.
Виçĕ çул иртсен çĕнĕ хуçа куçман пурлăхне харпăрлăха куçарма шутланă. Çакна тума ирĕк паракан документсем çук пулин те, суда тавăç тăратнă, Алексеевăн харпăрлăх правине чарса лартма, çĕр хуçине ăна çирĕплетме ыйтнă. Дача тытакансен коммерциллĕ мар юлташлăхĕнче членра тăни ăна ют лаптăкпа яланлăх усă курма пулăшасса шаннă пулас (Юхăннă пахча)
* Пĕлĕшĕмсене, Канаш районĕнчи Ешкилт ялĕнче пурăнакан Владимир Трофимовичпа Ан-тонина Яковлевна Игнатьевсене, ырă çыннăмсене, пахалама сăмахăм çитмест. Ылтăн-кĕмĕлпе танлаштарас килет, анчах вĕсемшĕн вăл та сахал.
Ĕмĕрĕпех лайăх пĕлнĕн туйăнать вĕсене. Антонинăна пуçласа 1982 çулта курнăччĕ. Ун чухне вăл Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физика-математика факультетĕнче ăс пухатчĕ. Пултаруллă студентка шкулта та питĕ лайăх вĕреннĕ. Пирĕн хушăра тăрăшулăхĕпе палăратчĕ. Çуллахи каникулта çулленех стройотрядпа ĕçлеме çÿретчĕ. Штукатур специальноçне хăнăхрĕ. Çакă кайран пурнăçра кирлĕ пулчĕ. Ялта 2 хутлă çурт лартсан Антонина Яковлевна стенисене йăлт хăй штука-турка турĕ. Никама та тара тытман. Хăй пекех ĕçчен те ырă кăмăллă Владимирпа тĕл пулса мăшăрланчĕ. 3 ачана кун-çул парнелерĕç, хăйсем пекех маттур та ĕçчен çитĕнтерчĕç. Владимир, Олеся тата Алита Игнатьевсен хушаматне çÿлтен çÿле çĕклеççĕ. Вова шкула — кĕмĕл, Олесьăпа Алита ылтăн медальсемпе вĕренсе пĕтернĕ.
Ывăлĕ çемьеллĕ, салтак пăттине вăхăтра тутаннă, университетра аслă пĕлÿ илнĕ. Олеся çинчен ытларах каламалла. Пĕчĕклех ыттисемпе пĕрле çум çумланă, кĕтÿ пăхма кайсан вăхăта ахаль ирттермен, сумка тулли эмел курăкĕ пуçтарса килнĕ. «Тантăш» хаçатпа ачаранах туслăччĕ. Вăл 13 çулта чухне вĕсен патне кайса куртăм. Унтанпа 13 çул иртрĕ, çыхăну çирĕпленчĕ кăна. Олеся шкул хыççăн ЧПУра журналистика факультетне хĕрлĕ дипломпа пĕтерчĕ. Армреслингпа кăсăкланса Европа чемпионки пулса тăчĕ (Мĕнле ĕлкĕреççĕ-ши?)
* Тĕрĕссипе, пыл хурчĕсене пăхасчĕ, утар тытасчĕ тесе нихăçан та шухăшламан. Йăлтах кĕтмен çĕртен, ăнсăртран пулса тухрĕ. Вăрнар районĕнчи Кушлавăш ялĕнчен инçех мар хĕрарăмсен мăнастирĕ пурччĕ. Ăна хупнă хыççăн манашкăсем кам мĕнле пĕлнĕ, çавăн пек пурăнма тытăнчĕç. Виççĕшĕ вăрманта вĕлле хурчĕсене ĕрчетме пуçланă. Пĕри çак ĕçе лайăх пĕлнĕ иккен. Ăсти вилсен иккĕшĕ, аннене лайăх пĕлнĕрен, пирĕн пата пычĕç. Манран пулăшу ыйтрĕç. Эпĕ нихăçан вĕлле патне пырса курманскер килĕшмерĕм паллах. Анчах тархасласа хăйсен майлă çавăрчĕç-çавăрчĕçех.
Тепĕр кунне вĕсен патне тухса утрăм. Мана пулăшма районтан зоотехника чĕнсе илнĕ. Çапла майĕпен ăсталăха вĕренсе пытăм çеç мар, пурăна киле хурт-хăмăр ĕçне ытларах та ытларах юратма тытăнтăм. Манашкăсем çут тĕнчерен уйрăлсан утар хуçи пулса тăтăм, техĕмлĕ пыл туса илме пуçларăм. Унта пĕлтĕрчченех тăрăшрăм. 80 çула çитрĕм пулсан та килте халĕ те хуртсем тытатăп, чунтан юратса пăхатăп. Вĕсем мана вăй-хал кÿреççĕ, пурăнма хавхалантараççĕ («Сирĕн пыл мĕншĕн тутлă?»)
Комментировать