Ачасем чăваш пулсах ÿсчĕр

28 Июн, 2014

Ача чухнех чăваш тумне питĕ юрататтăм. Ялта камăн та пулин туй кĕрлет пулсан ватти-вĕттипех курма пухăнаттăмăр. Хальхи пек шурă кĕпепе, пуç çинчи чечек кăшăлĕпе марччĕ качча каяс хĕр. Чăваш тумĕ тăхăннă, тухьяллă, пĕркенчĕк айĕнчи пикен сăнне курассишĕн ăнтăлаттăмăр. Хушпу тăхăннă, сурпан сырнă, умне тенкĕ çакнă туй арăмĕсен çи-пуçне вара каçса кайсах сăнаттăмăр, хăшĕн тумĕ илемлĕреххине палăртаттăмăр. Хамăр яла качча килнĕ çĕнĕ çынна тепĕр кун хушпу сырса шыв патне кайнине те пăхма юрататтăмăр. Кĕвентепе витре йăтса, ами-тенкине чăнкăртаттарса ял хушшипе хуллен утса иртекен çамрăк инкерен илемлĕреххи çук пек туйăнатчĕ.

 

Вăхăт нумаях та иртмерĕ, чăваш туйĕ кĕрлени илтĕнми пулчĕ, инкесемпе аппасен çи-пуçĕ арчана кĕрсе выртрĕ, наци тумĕ уявсенче çеç курăнма пуçларĕ. Чăваш туй юрри те ятарлă хатĕрленĕ кăларăмсенче çеç янăрать юлашки вăхăтра.

 

ЧПУн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче вĕреннĕ çулсенче Мефодий Чернов преподаватель пăшăрханса калаçни халĕ те асрах. Чăвашла калаçма, шухăшлама манса пыратпăр тесе кулянатчĕ вăл. «Эсир те акă вĕренсе тухатăр, хăшĕ те пулин шкула ĕçлеме кайăр-и?» - çапла ыйтма юрататчĕ вăл пирĕнтен. Унтан шухăшлăн хушса хуратчĕ: «Шкула мар пулсан хăть килте хăвăр ачăрсене чăвашла калаçма, йăла-йĕркене хисеплеме вĕрентĕр. Вара кунта сире тăрăшса ăс хывни сая кайманнишĕн эпир те савăнăпăр».

 

Мефодий Федорович калани чĕрене ларса юлчĕ. Ача садĕнче ĕçленĕ май пепкисемпе вырăсла калаçакан ашшĕ-амăшĕ йышлансах пынине асăрхатăп. Пирĕн садикре 5 ушкăн. Кунта çÿрекен 100 ачаран 15-шĕ çеç чăвашла калаçма пĕлет, çурри мĕн каланине ăнланать. Ку - ялти ача-пăча учрежденийĕн кăтартăвĕ.

 

Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ пепкипе вырăсла калаçнине итлесе тĕлĕнсе тăратăн: мĕн чухлĕ тĕрĕс мар сăмах тухать аслин çăварĕнчен! Хăй мĕн калас тени «пиçсе» пĕтеймест-çке тепĕр чухне. Апла пулсан тĕпренчĕкÿпе тăван чĕлхепе калаçнинчен мĕн намăсланмалли пур-ши?

 

Пĕчĕккисене вара, пытармастăп, чăвашла калаçма, юрлама, выляма питĕ килĕшет. Чăваш эрешĕсене ÿкерме вĕреннĕ чухне вĕсен куçĕсем еплерех çиçнине курасчĕ сирĕн! Хĕвел, сăрт-ту, тыр-пул, йывăç-курăк... - çаксене пĕтĕмпех эрешсемпе сăнлама хăнăхнă пĕчĕк чун чăваш чĕлхине мĕнле юратмĕ-ха?

Хĕр пĕрчин юратнă тетти - пукане. Амăшĕсемпе калаçса килĕшсе ушкăнри кашни хĕр ача валли чăваш тумĕллĕ пукане хатĕрлерĕмĕр. Тухья, хушпу, масмак, тенкĕ тата ытти чăваш тумĕпе те çапла «вылясах» паллашрăмăр. Ÿркенмерĕç амăшĕсем, хĕрĕсене валли те тухья çĕлерĕç. Ан тив, ĕлĕкхи пек кĕмĕлтен ан пулччăр вĕсем, анчах пĕчĕк пикесем тухья, хушпу уйрăмлăхĕсене, вĕсене кам тăхăннине ăнкарса юлчĕç. Çĕленĕ те ĕçĕ пĕтнĕ мар, çак капăр тумпа ăçта кăна çитсе савăнтармарăмăр пулĕ ачасемпе куракана. Районта иртнĕ конкурсран та ташă ăстисен дипломĕпе таврăнтăмăр, «Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе» марафона уçнă çĕрте те чăваш тумĕсемпех йăлкăшрăмăр.

Ачасем чăваш йăли-йĕркине те юратсах ăша хываççĕ. Пирĕн садикре хамăр халăхăн уявĕсене ирттересси тахçанах йăлана кĕнĕ. Чăваш кĕтесĕсем те пуян пирĕн ушкăнсенче. Кăçал шкула кайма хатĕрлекен ушкăнри пепкесемпе Мăнкун уявĕ ирттертĕмĕр. Хăнана «Шевле» ача-пăча кăларăмне те чĕнтĕмĕр. Чăваш тумĕллĕ пĕчĕк шăпăрлансем Мăнкун сăввине, юррине шăрантарнине, çăмартапа тĕрлĕ вăйă вылянине республикипех курса савăнчĕç!

Чăваш тумĕн илемĕ, уйрăмлăхĕ, хăйне евĕрлĕхĕ хăй тавра нумай калаçу çуратать. Акă, сăмахран, пуçа çыхмалли масмаках илер. Пĕчĕк ача-и, шкулта вĕренекен хĕр пĕрчи-и е пĕве кĕнĕ пике-и - пурте ăна çыхнине курма пулать. Университетра вĕреннĕ çулсенче те, вĕрентÿ институтĕнчи курссенче те масмака хĕрсем мар, качча тухнă хĕрарăмсем çыхнине пире пĕрре мар калатчĕç. Чăвашсен йăлине пăсса хамăр мĕн тăхăнас килнине мала хурса мĕн чухлĕ йăнăш тăватпăр. Качча кайнă хĕрарăмах сцена çине тухья тăхăнса тухнине курсан чунăм пăшăрханать. Темиçе çул каярах «Самант» журнал хуплашки çинче паллă икĕ чиперккене пичетленĕччĕ. Пĕрин пуçĕнчи тухья куçа тăрăнчĕ: хĕрарăм тахçанах качча тухнă-çке, ача-пăчаллă та. Çак уйрăмлăха ача садĕнчи шăпăрлансем те ăнкараççĕ, аслисем пĕлмеççĕ-ши вара?

Хĕрсем авалтан пилĕке сарă /пиçиххи ячĕ/ çыхнă. Енчен те çак хатĕре кам та пулин салтса илсен ку чиперкке пăсăк шутланнă. Вăт мĕн çинчен каланă чăваш тумĕн хатĕрĕ!

Манас марччĕ асатте-асаннен ырă йăли-йĕркине, тумĕн илемĕпе пĕлтерĕшне. Хамăр ачасене те несĕлсен пуянлăхне упрама, хисеплеме вĕрентесчĕ. Çи-пуçĕпе те, ăс-хакăлĕпе те чăваш пулсах ÿсчĕр пепкемĕрсем.

Регина ЧЕРНОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.