- Чăвашла верси
- Русская версия
Тантăш № 30 (4648) 01.08.2019
* Çамрăксен 4-мĕш смени Атăл леш енчи «Парус» кану базинче иртнĕ. 42 каччăпа хĕр салтак пурнăçне тутаннă тесен те йăнăш пулмĕ. Çирĕп дисциплина вĕсене пурнăçри пĕрремĕш йывăр утăма çĕнтерме хăнăхтарнă. Кунĕпе тренировкăра, çарпа спорт, культура мероприятийĕсенче ĕшеннĕскерсем выртсанах тĕлĕрсе кайнине пытармаççĕ. Пурпĕрех киле таврăнас килменнине, авăн уйăхĕччен те пурăнма хатĕррине пĕлтерчĕç.
* Çĕнĕ Мăрат шкулĕнче пĕлÿ пухакансем пур енĕпе те пултаруллă. Паян Федор Александровпа тата Валерия Кузьминапа паллаштарас килет. Вĕсем вĕренÿре, спортра, тĕрлĕ мероприятире маттур тата шырав ĕçĕсене хутшăнса малти вырăнсене йышăнаççĕ. Çамрăксем кăçал экзаменсене лайăх паллăсемпе тытса 9-мĕш класс пĕтерни çинчен аттестат илчĕç. Çуллахи вăхăтра та ахаль ларма вăхăт çук. Пĕлтĕр вĕсем Новгород облаçĕнчи Чудово районĕнчи шырав экспедицине хутшăннă, хамăр салтаксен юлашкисене тупса мемориала пытарнă. Кăçал Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпа ялне икĕ эрнелĕхе экспедицие кайса килнĕ, археологи шыравĕсене хутшăнса чăвашсен малтанхи пурнăçне, апат-çимĕçне, йăли-йĕркине тĕпченĕ. Палаткăсенче пурăнма, çĕр чавма мĕн хистет-ха вĕсене? Нивушлĕ çав тери интереслĕ?
— Палаткăра пурăнма питĕ килĕшет. Çĕр чавни кăна, паллах, питĕ кăсăклах мар. Çапах та çĕр айĕнче вун-вун çул выртнă медальонсене, шăмăсене тупсан чунра савăнăç туйăмĕ çуралать, анчах вĕсем пире мирлĕ пурнăç парнелес тесе пуç хунă салтаксен пулнине аса илетĕн те — хурланатăн. Шырав ĕçĕсене хутшăнма пире никам та хистемест, чун туртнипе çак ĕçе пурнăçлатпăр, — терĕç Федорпа Валерия.
Çурла уйăхĕнче вĕсем Ленинград облаçĕнчи Апраксин районне кайма хатĕрленеççĕ. Кунта вăрçă çулĕсенче Ленинград хулине ирĕке кăларассишĕн хаяр çапăçусем иртнĕ, нумай ентеш салтак пуç хунă, хыпарсăр çухалнă. Вĕсене тупса тăван тăрăхра пытарасшăн. Маттур ачасем шкул пĕтерсен те шырав ĕçне пăрахмастпăр тесе шантараççĕ.
Федорпа Валерия шырав ĕçĕсене хастар хутшăннăшăн «Орленок» лагерьте канма путевкăна тивĕçнĕ. Федя йывăç хăмасене ĕнтсе тĕрлĕ ÿкерчĕк сăнлама ăста. Çак ĕçе вăл 5 çул каяллах, амăшĕ паяльник туянса парсан, хăнăхма тытăннă. Малтанах ÿкерчĕксем илемлех пулман, пурпĕрех пуçне усман, ăсталăха аталантарнă. Халĕ ывăс, арча, ытти япалана ĕнтсе кăларса çывăх çыннисене парнелет, конкурссене хутшăнать. Акă, нумаях пулмасть, гороскоп паллисене ĕнтсе тунă магнитсемпе конференцие хутшăнчĕ, республика шайĕнчи конкурсра 2-мĕш пулчĕ. Спорт ăмăртăвĕсенче те хастар арçын ача. Районти Акатуйра кире пуканĕ çĕклесе чи малтисен ретне кĕчĕ. Çавăнтах 3-мĕш çул ĕнтĕ хăйĕн ал ĕçĕсен куравне йĕркелет. Район шайĕнчи çамрăк армеецсен «Зарница» вăййинче турникрен туртăнассипе ăна çитекен çук. Федор республикăра иртнĕ «Это коснулось и моей семьи» конкурсра та палăрчĕ, çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Шкулта та вăл «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать, иртнĕ вĕренÿ çулĕнче чăваш чĕлхипе иртнĕ олимпиадăра призерсен ретне кĕчĕ (Маттур шыравçăсем)
* Раççейри шкул ачисен юхăмĕ пуçарнипе 2017 çулта Пĕтĕм Раççейри «Я познаю Россию» туризмпа тавра пĕлÿ экспедицийĕ старт илчĕ. Эпир, Муркаш районĕнчи Шурча шкулĕнче ăс пухакансем, Наталья Борзаева аслă вожатăй ертсе пынипе унта хутшăнмашкăн 3 команда йĕркелерĕмĕр, хамăр тăрăхри чи кăсăклă вырăнсем çинчен каласа кăтартма шухăшларăмăр.
Эпир — Иулиания Семенова, Елизавета Кудашова, Станислав Трофимов — «АкрамоВО-3» команда йышне кĕретпĕр. Пирĕн маршрут Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăррăн пуç хунă ентешсене халалланă палăксемпе çыхăннă. Ăна «Ярапайкасси ял тăрăхĕнчи Çĕнтерÿ палăкĕсем» ят патăмăр.
Велосипедсем çине лартăмăр та чи малтан Шуркассине çитрĕмĕр. Ялĕ пысăках мар пулсан та палăкĕ мăнаçлă. Çынсем ăна управлă тытни пĕрре пăхсах курăнать. Эпир, шкул ачисем, кунта тирпей-илем кÿме килсех тăратпăр. Тавралăх епле илемлĕ тата! Унтан эпир Шурча салине çул тытрăмăр. Кунта пирĕн шкул вырнаçнă, унпа юнашар — палăк. Вăл тата Успени чиркĕвĕ — сала мăнаçлăхĕ. Çак объектсене эпир хамăрăн маршрута кĕртрĕмĕр. Шурчаран кÿршĕ яла вĕçтертĕмĕр. Ярапайкассинчи палăка Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ял çыннисене халалланă. Тата вăл — ентеше, Совет Союзĕн Геройне Илья Мешакова, асра тытмалли вырăн. Хамăрăн маршрута эпир Сыпай ялĕнчи обелискпа вĕçлерĕмĕр. Унта ял паттăрĕсен ячĕсем ĕмĕрлĕхех çырăнса юлнă (Паттăрсене халалласа — маршрут)
Комментировать