«Чăваш хĕрарăмĕ» 28 (1103) № 27.07.2019

29 Июл, 2019

* Утă уйăхĕн 20-мĕшĕ çуллахи ытти кунран нимĕнпе те уйрăлсах тăмарĕ тесе шухăшлатăр-и? Камшăн — мĕнле, анчах Чăваш Енри граждансене социаллă хÿтлĕх паракан «Ирĕклĕх» общество организацийĕн хастарĕсем — сывлăх енчен хавшакрахскерсем — тата Çамрăксен пуçарулăх центрĕн волонтерĕсем вăхăта усăллă та кăмăллă ирттернĕрен канмалли çав кун чылайлăха асра юласси иккĕлентермест. Шăп çавăн чухне Шупашкарта регионсен хушшинчи «Пулла каясси — чикĕсĕр» фестиваль пиллĕкмĕш хутчен иртнĕ. Уçă сывлăшри йăлана кĕнĕ хаваслă канăва 150 ытла çын пухăннă.

«Ирĕклĕх» пуçарнă проект çултан-çул кăсăклăхĕпе илĕртет. Фестивале хутшăнакансем пулă тытса кăна мар, пултарулăх конкурсĕсене, тĕрлĕ вăййа хутшăнса, моторлă кимĕпе ярăнса, техĕмлĕ пулă шÿрпи пĕçерсе çисе те кăмăлне çĕкленĕ. Çак уявран пĕртте юлман Анастасия Иванова Атăл юхан шывĕн Хусан çыранçине мăшăрĕпе Евгенипе тата пĕчĕк ывăлĕпе Артемпа пĕрле çитнĕ.
Кÿмепе — ташă каçне
— Шыв хĕрринче сывлăш хăй мĕне тăрать! Йĕри-тавра — савăк кăмăллă тус-юлташ, пирĕн тата хăйсен пурнăçне çутăлăх кĕртме тăрăшакансем. Çакăн пек çĕрте темĕнле йывăр шухăшпа пусăрăннă çыннăн та сăнĕ çуталĕ, чунĕ уçăлĕ, — фестиваль мĕнлерех кăмăл парнеленине çапла палăртать хастар çамрăк, «Ирĕклĕх» пĕрлешÿ хастарĕ.
Анастасия, Дмитрий Вениаминовичпа Любовь Анатольевна Ивановсен çемйинчи пĕрремĕш пепке, çуралнă чухне айăпланнă. Варта тĕвĕленнĕскер 6 уйăхранах çут тĕнчене килнĕ. Йăлтах хăвăрт пулса иртни 850 грамм виçепе çуралнăскерĕн сывлăхне япăх витĕм кÿнĕ.
— Шăпана айăпласа-ÿпкелешсе лару-тăрăва улăштарма май çук. Хамăн пурнăçа мĕнле пур, çапла йышăнма хăнăхнă ĕнтĕ эпĕ. Йывăрлăхсене парăнма вара — çук, яланах вĕсене çĕнтермелли çул шыратăп. Пур телейĕмпе савăнма пĕлетĕп, — йăл кулать ырра шанма вĕреннĕ, çынсемпе хутшăнма юратакан 33 çулти хĕрарăм.
Ачалăхĕ хăйĕнчен икĕ çул кĕçĕнрех Светланăпа юнашар, пĕр картишри тус-тантăшĕ хушшинче иртнине савăнса аса илет Настя. 15 çула çитиччен аппăшĕсĕр уçăлма та тухман-мĕн йăмăкĕ. Икĕ хĕрĕн тусĕсем пĕр ачасемех пулнă.
— Пĕррехинче, ун чухне эпĕ шăпах 15-реччĕ, хĕр тантăшсем ташă клубне дискотекăна чĕнчĕç. Паллах, манăн та кайса курас килет, анчах... «Пыратăн», — тилмĕреççĕ туссем. Тепрехинче тем пек каяс килсен чĕнмĕç тесех вĕсенчен юлмарăм. Ташă клубне çитсен ман çине пурте мĕнлерех куçпа пăхнине тавçăратăр пулĕ. «Ку мĕн çухатнă-ши кунта?» — тени кашнин сăнĕнче палăрчĕ. Чĕре çывăхне илмерĕм /мĕн пĕчĕкрен урамра иртсе пыракансем мана сăнаса пăхнине хăнăхнă/, лăпкă тытрăм хама. Кайран темиçе те пултăм дискотекăра. Пиллĕкмĕш хут çитсен хам çине чалăшшăн пăхакан пĕр çынна та асăрхамарăм, — каласа тĕлĕнтерет Анастасия.

Çăмха пек кусса...
«Ăçта ÿкессе пĕлсен улăм сарса хунă пулăттăм» тенине пурнăçăн тĕрлĕ кукрашкинче час-час пуçа илет вăл. Ĕмĕтленме юратмасть, чăнлăха куçран пăхма тăрăшать. Çав вăхăтрах Пÿлĕхçĕ хăйне пулăшасса ĕнененет.
— Сывлăх енчен хавшак ачасем çул çитмен ÿсĕмре социаллă тĕрлĕ тытăм тимлĕхĕнчен тухмаççĕ. Çапла эпĕ те, тĕп хулари 35-мĕш шкул тĕревĕпе килте вĕренсе пĕлÿ илекенскер, реабилитаци центрĕсенче сипленнĕ, тĕрлĕ мероприятие хутшăннă. 17 çулта чухне пĕрре çавнакшал центра кайсан пусма çумĕнче тăнă май çул çитмен пĕр çамрăк ăнăçсăр шÿтлерĕ: «Сана çĕре ÿкерем-и?» Çийĕнчех хăй çав таран тăрлавсăр маррине каласа карт! туртрĕ эпĕ ларакан кÿмене. Анчах эпĕ спорт кÿминче пулнине шута илмен вăл: тăрук хускатнăран кĕлетке йывăрăшĕпе урайне тухса ÿкрĕм, пуçпа çĕре тăрăнса пусма тăрăх аялалла кусса кайрăм. Шăм-шак суранĕсем майĕпен сипленчĕç, анчах пуç мими аманни... Операци турĕç. Пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă аттене шăп çав кун пытарнă. Аслă шкулта пĕлÿ илесшĕнччĕ, анчах кунашкал лару-тăрура — ÿт температури ялан пысăкчĕ — май çуккине ăнлантăм, — хăйĕн шăпипе малалла паллаштарать Анастасия Иванова
(Пурнăç урапи çаврăнать... Ирина ИВАНОВА)

* Пирĕн анне Елена Волкова Тутар Республикине кĕрекен Çарăмсан районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1937 çулта вăл ялти тăватă класлă шкула кайнă. Тăрăшуллă хĕрача Мухтав хутне тивĕçнĕ.
...Чипер хĕре атте Владимир Ильич юратса пăхнă, ун чухне вăл ялти вулав çуртĕнче ĕçленĕ, купăс-баянпа илемлĕ кĕвĕ каласа çамрăксене юрлаттарнă-ташлаттарнă. Ялти çамрăксен хорĕ районти конкурссенче час-часах малти вырăнсене йышăннă. 1953 çулта аттепе анне çемье чăмăртанă. Пĕр-пĕрне юратса та хисеплесе пурăннă вĕсем. Çулталăкран çут тĕнчене хĕр килнĕ.
Пĕлĕвне тарăнлатнă хыççăн Елена Владимировна аслă классене математика вĕрентме тытăнать, класс ертÿçин тивĕçне пурнăçласа пырать. Анне паян та ялта хисеплĕ чăваш хĕрарăмĕ. Хăйĕн пурнăçĕнче нумай математикпа физика хатĕрленĕ вăл. Чылай вĕренекенĕ унăн йĕрĕпе кайнă. Хăшĕ-пĕри халĕ те ялти шкулта тăрăшать. 45 çул ĕçленĕ анне пĕлÿ çуртĕнче. Тĕрлĕ наградăна, Хисеп тата Тав хучĕсене тивĕçнĕ вăл. Аннепе эпир, тăватă ывăлĕпе виçĕ хĕрĕ, чăннипех мухтанатпăр. Юратнă аттепе 64 çул пурăнчĕç.
Çичĕ ача пулсан та вăл ытти вĕрентекенпе шкулта кăна мар, колхозра та ĕçленĕ. Ун чухне шкула вутпа хутса ăшăтнă. Ăна çулла учительсемпе техничкăсем хăйсем хатĕрлетчĕç. Килте те в ы л ь ă х - ч ĕ р л ĕ х усранă паллах.
Х ĕ л л е х и к у н к ĕ с к е . Ш к у л т а н к а ç х и н е к ă н а к и летчĕ анне. Икĕ, тепĕр чухне виçĕ сменăпа та вĕрентетчĕç. Ытти учительпе ачасене кăна мар, каçсерен аслисене те ăс панă анне. Шкулта та, килте те ĕлкĕретчĕ вăл. Шкул ачисем те час-часах килсе пулăшатчĕç пире. Шыв та йăтатчĕç,\çуллахи вăхăтра пахча та шăваратчĕç, çĕр улми лартнă-кăларнă чухне те пулăшатчĕç.
Атте Владимир Волков колхозра 20 çул ытла парторгра ĕçленĕ. 50 çула çитсен Хусанти пединститутăн истори факультетне вĕренме кĕнĕ. Пурнăçĕпе ĕçĕ колхозра механизаци аталаннă вăхăтпа пĕр килнĕ.
Çичĕ ачинчен улттăшне аслă пĕлÿ панă аттепе анне. Халĕ пĕрин хыççăн тепри пенси çулне çитсе пыратпăр.
Темĕн те курнă, темĕн те тÿснĕ анне. Йывăрлăхсем те, çухатусем те пурнăçа юратма чарман. Чăннипех те мухтава тивĕç вăл
(Ěçленěшěн пěр стакан çăнăх панă)

* Ку чир пирки сахал мар калаçнă. Сыхланмаллине пурте пĕлетпĕр. Çак амакран шар курнă хыççăн «хупă йĕрке» тени те çĕнĕлĕх мар пирĕншĕн. Çапах лару-тăру сыснасен Африка мурĕ çинчен тепĕр хутчен сăмах пуçарма хистет: юнашар регионсенчех — Чĕмпĕр тата Чулхула облаçĕсенче — чир сарăлнă çĕнĕ тĕслĕхсем тупса палăртнă.
Сыхлăх тетпĕр те — тĕрĕслевсем урăхларах пĕтĕмлетме ыйтаççĕ. Чиртен сыхланассипе çыхăннă йĕркене пăхăнман тĕслĕхсем Чăваш Енре паянхи кун та тĕл пулаççĕ.
Уйрăм картлавран пуçлар. Автотранспорт чи малтан шăпах çав вырăнтан иртет. Унăн ураписен ятарлă шĕвекре çăвăнса тухмалла. Çулталăк пуçламăшĕнче ирттернĕ тĕрĕслевсене тишкерес пулсан, çав картлав çине пусăм туни вырăнлă пулĕ. Тĕрĕсрех каласан, Россельхознадзор пĕлтĕр асăрхаттарнă хыççăн çакнашкал вырăна хута янине палăртмалла. Унашкаллисем Элĕк, Муркаш, Çĕмĕрле районĕсенчи темиçе хуçалăхра пур. Анчах Муркаш районĕнчи пĕр усламçăн ун патне алă çитеймен-ха. Хăш-пĕр çĕрте вара пур пулсан та çак вырăн ветеринари йĕркипе килĕшсе тăмасть.
Пĕчĕкрех предприятисенче ветеринарипе санитари йĕркине кирлĕ шайра йĕркелеменни, ытти çитменлĕх палăрнă. Калăпăр, Тăвай районĕнче пуснă выльăхăн юлашкине пухмашкăн ятарлă савăтсем çук. Çитменнине, шыв пулман унта. Дезинфекци хатĕрĕсене çăраççипе питĕрсе илмен. Ку вара «Ветеринари çинчен» саккуна пăснине кăтартать.
Улатăр районĕнче выльăх пусмалли пунктран ветеринари докуменчĕсемсĕрех аш сутнă. Кун пек тĕслĕх ытти районта та тупса палăртнă. Сыснана пусиччен ятарласа тĕрĕслемен тĕслĕх Йĕпреç районĕнче пулнă. Вăрнар районĕнчи организацире сыснасене карантина хупмалли вырăн хатĕрлемен.
Хĕрлĕ Чутай районĕнчи хуçалăхра вара сысна какайне ветеринари докуменчĕсĕрех йышăннă тата сутнă. Кунта сыснасене ĕçтерекен шыва тĕрĕслеттермен тата ытти те.
Çур çулта Муркаш, Элĕк, Çĕмĕрле, Хĕрлĕ Чутай, Елчĕк, Тăвай, Çĕрпÿ, Улатăр, Вăрнар, Йĕпреç районĕсенче тата Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче тĕрĕслев ирттернĕ
(Сысна усракансене тěрěслеççě)

* Питрав кунĕнче çуралнисем ура çинче çирĕп тăраççĕ тени тĕрĕсех. Елена Николаевăна çут çанталăкĕ те ырă енсене çеç панă тейĕн. Вăл ăшă чунлă, ĕçчен, сăпайлă. Хăйĕн пурнăçне «Янгорчино», «Хорнзор» кооперативсемпе çыхăнтарнă. Кладовщицăра, заправщицăра, склад пуçлăхĕнче нумай çул вăй хунă. Хальхи вăхăтра тивĕçлĕ канура.
Мăшăрĕпе пĕрле виçĕ ачана кун çути парнеленĕ. Пурте пурнăç çулĕ çине тăнă, аслă пĕлÿ илнĕ. Василий Шупашкарта пурăнать, вăл — менеджер. Хĕрĕ Новелла поселокĕнчи ача-пăча садĕнче медицина ĕçченĕнче тăрăшать. Анастасия Вăрнарти аш-какай комбиначĕн сивĕтмелли цехăн пуçлăхĕнче ĕçлет.
Елена Даниловна «асанне», «кукамай» ятсене темиçе хут илтме тÿр килнишĕн хĕпĕртет. «Çĕнĕ кайăксем» пирĕн çемьене татах вĕçсе килччĕр, — терĕ Елена Николаева. — Йыш хушăнни — пысăк телей» (Ир акакан вăрлăхсăр юлман)

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.