Хыпар 82-83 (27515-27516) № 26.07.2019

26 Июл, 2019

* Канаш районĕнчи Катекре пурăнакан вăрçă ветеранĕ Евдоким Егоров утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче 101 çул тултарчĕ. Çак кунсенче вĕсен килĕ умĕнчи сак çинче унпа чылайччен сăмах вакларăмăр. Иртнине куç умне кăларчĕ ватă арçын. Пурнăçĕн кашни самантне — хуйхине, савăнăçне — астăвать вăл. Алтак пичче тесен ăна ялта пурте пĕлеççĕ, хисеплеççĕ, ун умĕнчен никам та сывлăх сунмасăр иртмест.

Унăн амăшĕ Марье аппа çамрăклах чирленĕ, трахома ăна ĕмĕрлĕхех суккăрлатса хăварнă. Çемьери тăватă ывăлран асли пулнă Алтакăн шкулта вĕренме май килмен. 3 класс пĕтернĕ ача килте пир тĕртнĕ, чуста çăрса кукăль-çăкăр пĕçернĕ. Шкулта какао ĕçтернĕ. Алтак ăна юратнă, çавăнпах ирсерен унта васканă, хăйне тивекен пылак ĕçме куркине пушатнă та хирте ĕçлекен ашшĕ патне суха пуç тасатма тухса чупнă. Çемье пуçĕ Якур пичче каçсерен киле таврăнсан алли ыратнипе аптăранă.
14 çулти Евдоким чукун çул çине ĕçлеме кайнă. Аслисемпе тан вăй хунă. 1939 çулта 21-ри каччăн салтака кайма ят тухнă.
— Ăсатма çур ял пычĕ. Ĕçрен пулăшса 30 тенкĕ пачĕç. Хабаровска илсе кайрĕç. Чукун çул çарне лекрĕм. Хытă тĕрĕслерĕç — комисси витĕр виçĕ хут тухрăм. Амур шывĕ айĕнче 7 километрлă туннель турăмăр. Канмалли кунсенче вĕрентетчĕç. Ĕçĕ йывăрринчен ытларах сывлама кансĕрччĕ. Çулталăк çурă асаплантăм çавăнта. Пĕр пуйăс кăларса ĕлкĕртĕмĕр çеç — вăрçă пуçланнă терĕç. Хĕпĕртерĕмĕр, мĕншĕн тесен чăтма йывăрччĕ, вăрçăра вара тăрук вилме май пур. Çуртра çĕр каçса курман — пирĕн «пÿрт» е палатка, е çĕр пÿрт пулнă. Хабаровск витĕр тухса Байкала антăмăр. Унтан Слюдянка хули, Иркутск… Каллех çĕнĕ чукун çул. Атăсене каярахпа вăрçа кайма хамăрах кирлĕ пулĕ тесе хывса илчĕç, çăпата пачĕç. Унпа икĕ уйăх çÿрерĕм. Байкал шывĕ ытла та сивĕ, — куççульне пытарма тăрăшрĕ ветеран.
Вăрçа каймаллине пĕлтерсен салтаксем каллех хĕпĕртенĕ — апат лайăхланĕ, нуша кăтартнă çăпатана атăпа улăштарма май пулĕ. Урал шывĕ патне çывхарнă вĕсем. Йĕри-тавра çуннă, бомба ÿксе çурăлнă. Салтаксем вăрçă хатĕрĕсем йăтнă, 1-2 уйăх питĕ йывăр пулнă. Чĕлĕм турттарман. Чăваш каччин тăватă юлташĕ пуç хунă.
— Ăçта кăна пулмарăм-ши? Тверь облаçĕнчи Ржев станцине çул выртрĕ. Унтан Днепр урлă — Украинăри Кременчуга. Сивĕ. Шыв пăрпа витĕннĕччĕ. Нимĕçсем инçех те мар. Каллех кĕпер турăмăр. Палаткăна чупса кĕреттĕмĕр те пушмака хывса ăшăтаттăмăр, каллех ĕçлеме чупаттăмăр. Новгород облаçĕнчи Кивĕ Русса хулинче чукун çул турăмăр. Унтан — Подольска. Кĕпер тунă çĕрте сăвай юпине тытса тăраттăм, бомба ÿксе çурăлчĕ. Ăçта выртнине астумастăп — вăрансан тăна кĕтĕм, пĕчĕк кашăкпа шыв пачĕç. Контузи пулнăран госпитальте пĕр уйăх сиплентĕм. Нумайăшĕ вилчĕ, чукун çул ĕçне пĕлекен юлмарĕ. Аслисем мана: «Хăв ан ĕçле, кăтарт кăна», — тетчĕç. Пĕр станцине ирĕке кăлармаллаччĕ. Разведкăна 3 çухрăма иккĕн кайрăмăр. Малта пулемет кĕрлет — çапăçу хирĕ. Юлташ мотовоза ларса кайрĕ, эпĕ тăрса юлтăм. Бинокльрен пăхса ларатăп — нимĕçле тумланнă, тăшман автомачĕллĕ çын чукун çул урлă каçрĕ. «Персе вĕлеретĕп те малалла кайăп», — шухăшларăм ăшра. Анчах хыçалта тата иккĕн каçнине ăнлантăм. «Власовецсем» пулчĕç. Сутăнчăксем. «Хыпарсăр çухалнă» совет салтакĕ нумайччĕ нимĕçсем майлă ĕçлесе пурăнакансен йышĕнче, — тарăхса аса илчĕ Евдоким Егорович.

Вăрçа илсе каякан пуйăс Тверь облаçĕнчи Ржев станцийĕнче чарăнсан Евдоким Егорович чăвашсене шыраса утнă. Виççĕмĕш вакунра «Эпĕ чăваш!» тенĕ пĕри. Алтак вăл хăш районти хăш ялтан пулнипе интересленнĕ. Лешĕ Канаш районĕнчи Катекрен пулнине пĕлсен палламаннинчен тĕлĕннĕ, анчах чăваш каччи ăна: «Алтак мар-и эсĕ? Сана салтака ăсатма пынăччĕ», — тесен куçне чарсах пăрахнă. Варук Ванюшне вăл пуйăса лартсах ăсатнă.
(«Эсĕ тытса çеç куратăн, эпĕ унран пайтах пенĕ». Вăрçă ветеранĕ çапла каласан йĕрке хуралçи куçран çухалнă. Елена ЛУКИНА)

* Йĕпреç районĕнчи Тарăнварти Владимир Шуркин йĕркеленĕ хресчен-фермер хуçалăхĕ юлашки çулсенче районта икĕ хутчен малтисен йышне кĕнĕ. Паян та вăл ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăрать. Хуçалăх мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетет, тĕш тырă тата выльăх апачĕлĕх культурăсем ÿстерет, сĕт, аш-какай сутса услам тăвать. Çавăн пекех Владимир Иванович килте пилорама уçнă, мунча, пÿрт валли саккаспа пурасем ăсталать.

Владимир Иванович та, Татьяна Григорьевна та йышлă çемьере çитĕннĕ. «Пире иртĕхтермен. Пĕрремĕш класрах колхоз фермине навус тасатма çÿреттĕмĕр. Пиллĕкĕнччĕ эпир çемьере, кашнин хăйĕн ĕçĕччĕ. Çавсене пурнăçланă хыççăн урам тăрăх чупма чарман. Аттепе анне пире хăйсен ĕçченлĕхĕпе ырă тĕслĕх кăтартнă. Тарăнварта пуринчен малтан вĕсем телевизор туяннă. Ялĕпех пирĕн пата кино курма пухăнатчĕç. Атте-анне ятне ярас килмест. Ĕçпе кăна çын илемлĕ», — терĕ кил хуçи пĕр кĕтесе тирпейлĕ вырнаçтарнă хисеп, тав хучĕсемпе паллаштарнă май.
Татьяна Григорьевна — Ирçе Çармăс хĕрĕ. «Эпир саккăрăн çитĕннĕ. Çу çитсен мĕн тĕрлĕ пахча çимĕç пайĕ кăна илсе памастчĕç-ши пире аттепе анне? Ачасемпе пĕрле урамра выляса чупма вăхăт пулман пирĕн. Аттепе аннене: «Ĕмĕтсĕр эсир», — тесе кÿрентереттĕмĕр те. Ара, ирех тăрса хире утас килмен çав. Халь хамăр та ĕçсĕр пĕр кун пурăнаймастпăр. Ачаран хăнăхтарнинчен те килет пулĕ ку. Пире те ытлашши кирлĕ мар, эпир те çĕр çинче ĕмĕр пурăнмастпăр, анчах пуçланă ĕçе пăрахас килмест. Выльăха юратнинчен килет ку. Хамăрах зоотехник та, агроном та, ветеринари врачĕ те… Опыт майĕпен пухăнса пырать, пĕчĕк пăрусене хамах укол тăватăп», — паллаштарчĕ Татьяна Шуркина.
Фермер хуçалăхĕн техника енчен йăлтах пур: комбайн, икĕ трактор, сеялка, косилка, ГАЗель, çăмăл машина… Çавна май çуракинче те, вырмара та чăрмав çук. Хăйсен кун-çулне çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнăшăн Шуркинсем пăшăрханмаççĕ. Пурнăçра вĕсем хăйсен вырăнне тупнă (Канма кайсан пăрахса килесшĕн пулнă. Анчах билет юлманнипе тинĕс хĕрринче вырма пирки шухăшласа выртма тивнĕ)

* Çĕмĕрлере культура çурчĕн экс-директорĕ тĕлĕшпе суд приговор палăртнă. Хĕрарăма Уголовлă кодексăн 286 статйин 1-мĕш пайĕпе (должноç полномочийĕсен картинчен тухни) айăпласа 30 пин тенкĕлĕх штрафланă, çавăн пекех виçĕ çуллăха ертÿçĕ должноçĕсене йышăнмалли правăсăр хăварнă.
Следстви тата вырăнти суд çирĕплетнĕ тăрăх, асăннă хулари «Восход» культура çурчĕн директорĕ 2017 çулхи раштавран тытăнса 2018 çулхи чÿк уйăхĕччен хăйне пăхăнса тăракан сакăр çынран вĕсене тÿлекен премисен, ытти хавхалантару укçин пĕр пайне хăйне парса пыма хистенĕ. Пуçлăх вĕт, пăхăнмасан япăх пуласси те часах — лешсем унăн ыйтăвне пурнăçланă. Директор вара çав укçапа хăй пĕлнĕ пек усă курнă.
Уголовлă ĕç тишкерĕвĕн кăтартăвĕсене тĕпе хурса следователь Çĕмĕрле хулин администрацине çак преступленисене никĕсленĕ сăлтавсене пĕтерме сĕнсе представлени тăратнă. Хĕрарăм пурлăх тĕлĕшĕнчен кÿнĕ сиене туллин саплаштарнă. Правăна хирĕçле тĕслĕхсене СК следователĕсем шалти ĕçсен тата прокуратура органĕсемпе пĕрле тăрă шыв çине кăларнă.
Шел те, кунашкалли, пуçлăх тăкаксене коллектив членĕсем çине тиеме хăтланни, юлашки вăхăтра час-часах пулать. Вăрнар районĕнче те ертÿçĕ пулнă çын кĕçех суд умне тăрĕ. Пăртас ялĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн экс-директорне те асăннă 286 статьян 1-мĕш пайĕпех айăплаççĕ
(Пуçлăх премие пайлама хистет…)

* Шупашкар районĕнчи Кÿкеçре пурăнакан Вера Иванова хăй кăмăллакан хаçатсене кăçал онлайн-мелпе çырăннă. «Питĕ меллĕ. Килтен тухмасăрах, компьютер умĕнче ларсах хаçат çырăнтăм», — тет вăл.

Чăваш Енĕн тĕп хулинче 18 сехетчен ĕçленĕрен Вера килне таврăннă вăхăта почта уйрăмĕ хупать. Онлайн-мелпе çырăнас тесен почта уйрăмĕ уçасса та кĕтмелле мар, черетре те тăма тивмест. Ялсенче пурăнакансен почтальонпа тĕлпулу шырамалла мар. «Хаçат çырăннăшăн укçа тÿлеме те меллĕ. 80 çултан иртнĕ анне валли те район хаçатне, «Çамрăксен хаçачĕпе» «Чăваш хĕрарăмне» онлайн- мелпе çырăнтăм. Çакăн пирки ялта пурăнакансем пĕлнĕ те — манран пулăшу ыйтрĕç. Çапла ялти виçĕ кÿршĕ валли «Хыпар», «Çамрăксен хаçачĕ», «Хресчен сасси», «Чăваш хĕрарăмĕ», «Тантăш» хаçатсене онлайн-мелпе çырăнтăмăр», — каласа кăтартрĕ Вера.
Вăл пичет кăларăмĕсене онлайн-мелпе çырăнас текенсене сĕнÿ те пачĕ: каталогра чăвашла хаçат- журнала шыранă чухне вĕсен ятне чăвашла мар, вырăсла сас паллисемпе çырмалла. Тĕслĕхрен, «Самраксен хасаче», «Чаваш херараме». Ун пек çырсан тупма çăмăлрах.
Раççей почтин Чăваш Енри филиалĕн специалисчĕсем палăртнă тăрăх — хаçат-журнала онлайн- мелпе çырăнасси вăй илсех пырать. Лайăх енĕсенчен пĕри — килтен е ĕçрен тухмасăрах, е транспортра ларса пынă чухне компьютер, планшет е смартфон урлă пĕр-пĕр ялта çеç мар, урăх регионта пурăнакан тăвансем е пĕлĕшсем валли те пичет кăларăмĕ çырăнса пама май пурри. Паянхи кун онлайн- çырăнтару каталогĕнче 3400 хаçат-журнал. Пĕр-пĕр кăларăма çырăннăшăн Visa, MasterCard тата МИР тÿлев системисен карттисем урлă тÿлеме пулать.

Оксана ИВАНОВА, Раççей почтин Чăваш Енри филиалĕн корпоративлă коммуникацисем енĕпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ:
— 2019 çулăн иккĕмĕш çурри валли Чăваш Енре пурăнакансем 174 пин экземпляр хаçат- журнал çырăннă. 300 яхăн çырăнтарăва podpiska. pochta.ru онлайн-сервис урлă йĕркеленĕ. Çав шутра «Хыпар» Издательство çурчĕ кăларса тăракан хаçатсемпе журналсем те пур. Çĕнĕ сервис вулакансен хушшинче вăй илсе пынине палăртмалла. Почта уйрăмĕсенче Чăваш Енре илсе тăмашкăн çеç хаçат-журнал çырăнтараççĕ пулсан, онлайн-çырăнтару урлă Раççейĕн кирек хăш регионĕнчи кирек мĕнле почта адресĕ валли те пичет кăларăмне çырăнма пулать. Çапла чăваш хаçачĕсене, онлайн-çырăнтару каталогне кĕртнисене, Çĕпĕрте те, Инçет Хĕвел тухăçра та, ытти çĕрте те çырăнаяççĕ.

Юратнă хаçат-журнала онлайн-мелпе çырăнас тесен мĕн тумалла?

Чи малтан podpiska.pochta.ru сайта кĕмелле.
Сайтăн çÿлти пайне пăхмалла: унта сире кирлĕ регион ячех тухать-и? Енчен те урăххи тăк — хăвăра кирлине шыраса тупăр е наборлăр.
Шырав йĕркинче хăвăра кирлĕ кăларăма шыраса тупмалла. Шырава алфавит тата тематика кăтартмăшĕсем /указательсем/ урлă та йĕркелеме май пур.
Кирлĕ кăларăма тупсан ун пирки тĕплĕнрех пĕлме пулать: хаçат е журнал миçе страницăпа, эрнере миçе хут тата çур çулта пĕтĕмпе миçе тухни, издательство ячĕ, юридици адресĕ, регистраци пирки калакан свидетельство, тематика.
Кăларăма хăш уйăхсем валли çырăнассине уйăхсем тăрăх кăтартмалла.
Кăларăма хăш мелпе илсе тăрассине суйламалла: киле, ыйтиччен /до востребования/, абонемент ещĕкĕ.
Хăвăрăн почта адресне кăтартмалла.
Хушамата, ята, аçăр ятне çырмалла.
Кирлĕ кăтартусене палăртсан хаçат е журнал çырăннăшăн тÿлеме «Корзинăна» куçмалла.
podpiska.pochta.ru сайтра маларах регистрациленмен тĕк пысăках мар регистраци формине тултармалла.
Çакăн хыççăн эсир кăтартнă телефон номерĕ çине çирĕплетмелли код килет.
Регистрациленнĕ хыççăн банк карттин кăтартăвĕсене палăртмалла та тÿлеве çирĕплетмелле.
Çапла эсир хаçат е журнал çырăнтăр. Хăвăр маларах мĕнле хаçат е журнал çырăнни пирки, халĕ мĕнле кăларăмсем килсе тăни çинчен эсир харпăр уйрăм кабинетра пĕлме тата пăхса тăма пултаратăр.

Çапла, почта уйрăмне кайса çÿремесĕрех, вăхăт нумай ирттермесĕрех хаçат çырăнма пулать. Ăна килех пырса пани те савăнтарать. Почта халăха ытти тĕрлĕ пулăшу кÿнĕ чухне те цифра технологийĕсемпе анлăн усă курать.
Çакна та палăртса хăварар: почта уйрăмĕсенче 2020 çулăн пĕрремĕш çур çулĕ валли хаçат-журнала хальхи çур çуллăх хакĕсемпе çырăнтарма пуçланă. Эппин, меллĕ самантпа усă курма васкар («Компьютертан пăрăнмасăр хаçат çырăнтăм»)

* Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕнче Козловсене пĕлмен çын çук. Пĕр йăхран 16 механизатор тухнă. Вĕсен пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 405 çул. Вениамин Васильевичпа Анита Ивановнăн ывăлĕсем Ренатпа Юрий ашшĕн витĕмĕпе мĕн пĕчĕкрен техникăпа интересленсе çитĕннĕ. Ял тăрăхĕнче вĕсем çинчен пысăк материал хатĕрленĕ.
Ренатпа Юрий тăван тăрăхрах тĕпленнĕ. Ара, çын ăçта çуралнă, çавăнта кирлĕ пулнă теççĕ-çке. Уйрăмах пиччĕшĕ пысăк ÿсĕмсем тунă. Юрий Вениаминович «Нива» ял хуçалăх производство кооперативĕнче нумай çул тăрăшать, ашшĕпе амăшĕ пекех ĕçченлĕхпе палăрать. 2009-2012 çулсенче тĕп инженер пулнă. Пĕлтĕртенпе хуçалăха ертсе пырать. Тăрăшулăхĕпе ĕçченлĕхне кура унăн сăнне 2008 çулта районăн Хисеп хăми çине вырнаçтарнă. 2010 çулта ăна ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе чысланă. 2005-2014 çулсенче Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн депутачĕ пулнă. Халăх вăл хăйĕн сăмахне çилпе вĕçтерменнине пĕлет, ăна шанать.
Ялан хĕрÿ ĕçре пулнăран çав кун Юрий Вениаминовичпа тĕл пулса калаçма май килмерĕ. Хуçалăх механизаторĕсем хĕрсех выльăх апачĕ хатĕрлетчĕç. Председатель уйрăлмасть вĕсенчен, сĕнÿ-канашпа пулăшсах тăрать. «Нивăра» ĕçлесех тивĕçлĕ канăва тухнă амăшĕ Анита Ивановна килтехчĕ, мăнукĕсемпе йăпаннă май кил-тĕрĕшри ĕçсене пуçтарма та, выльăх пăхма та ĕлкĕрет.
Надежда Козлова тĕп бухгалтерпа Надежда Егорова бухгалтер, кадрсен пайĕн специалисчĕ Татьяна Павлова правлениреччĕ. Вĕсем хуçалăх ертÿçи çинчен, кооперативра та, династире те пурте тăрăшса вăй хуни çинчен çеç каларĕç. «Пирĕн пĕрне ырласа теприне хурлас йăла çук, — терĕç. — Пурте ырă ята тивĕçлĕ». Шалу сахал-и, нумай-и /кунта нумай тенипе никам та килĕшмĕ, мĕншĕн тесен укçа нихăçан та ытлашши мар/ — халăх пурпĕр кăмăллă
(Укçаран шăршă кĕмест. Çапла калать фермăра ĕне сăвакан 20 çулти каччă)

* Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн артисчĕ Дмитрий Михайлов амăшĕ патне çитнĕ те: «Анне, ЧР Культура министерстви пьесăсен конкурсне ирттерет. Эсĕ пултаратăнах. Хутшăн», — тенĕ вăл. Маргарита Михайлова хыпăнса ÿкнĕ. Ара, вăл нихăçан хайлав çырса курман-çке.
Ырă вăйсем пулăшнине туйнă
Хĕрарăм шухăша путнă. Халăх пурнăçне сăнлама шут тытнă та Элĕк районĕнчи Тури Хурасанта пулса иртнине çырса кăтартма палăртса хунă. Маргарита Алексеевна çурма тăлăх ÿснĕ. Ашшĕне, колхоз председательне, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан ялта хăварнă. Ентешĕсем çапăçу хирĕнче çапăçнине кура вăй питти арçын килте ларайман. 1942 çулхи утă уйăхĕнче вăл çар комиссариатне çитнĕ. Патвар председателе ăсатмашкăн ялĕпех пухăннă. Килĕнче ача кĕтекен арăмĕпе 6-ри ывăлĕ юлнă. Салтак ял-йышпа сыв пуллашсан çывăракан ывăлне тепĕр хут ку-расшăн, чуп тăвасшăн пулнă. Каялла кĕни начар паллă пулнине тавçăрсах ача патне васканă. Текех тăван ывăлне пăчăртама май килмен. 1944 çулта вăл вилни çинчен хыпар çитнĕ. Паттăр салтака тăванла масарта пытарнă.
Маргарита Алексеевна 1960 çулта ялта пулса иртнĕ тĕлĕнмелле ĕç-пуçа та аса илнĕ. Кÿршĕ ялта эвакуаци вăхăтĕнче тăван ывăлне çухатнă Анна аппа пурăннă. Хайхискер 20 çул иртсен тĕпренчĕкне тупнă. Ывăлĕ ача çуртĕнче ÿснĕ, заводра ĕçленĕ. Шăпах çавăнта Анна аппан Прибалтикăра пĕрле пурăннă хĕр тантăшĕ вăй хунă. Хĕрарăм яша тимлĕ сăнанă, такама аса илтернĕн туйăннă. Вăлах Анна аппа патне çыру шăрçаланă. «Каччă упăшку сăнĕллĕ, çуралнă чух-нехи тур палли те пур. Хушамачĕ — Тарапаюк», — пĕлтернĕ вăл. Амăшĕ тÿрех тавçăрнă. Хушамачĕ икĕ сăмахран тăрать-çке! «Тарап» тата «аюк» пĕрлештернĕ те хушамат çырнă. Ял халăхĕшĕн каччă çирĕм çултан тупăнни тĕлĕнмелле пулнă.
Çак пулăмсем Маргарита Алексеевнăна та пăлхантарнă. «Шăпа» спектаклĕн тĕп сăнарĕ Анюк упăшкине салтака ăсатнă. Часах вăл Алексейăн пурнăçĕ татăлни пирки пĕлет. Ку кăна мар, пĕчĕк ывăлĕ те çухалать. Митюка эвакуациленнĕ хĕрарăмпа пĕрле курнă. Хуйха-суйха пула вутра çуна-кан Анюк больницăра пĕчĕк хĕрачана курать, ăна усрава илет. Ÿссен пике хулара каччăпа паллашать, ăна хăнана чĕнет. Яша курсанах Анюк Алюша аса илнĕ, вăл упăшкипе пĕр сăнлах-çке!

Дмитрий Михайлов кукашшĕне сăнланă
«Пьесăна 2008 çулхи чÿк уйăхĕнче çырма пуçларăм. Çывăрма выртсан та ыйхă килместчĕ. Тăраттăм та сĕтел хушшине лараттăм. Мана темĕнле вăй пулăшса тăнăн туйăнчĕ. Пĕрремĕш йĕркесене çыричченех аттерен пулăшу ыйтрăм. Вăл патвар та çÿллĕ çын пулнă. Анне каланă тăрăх, утнă чухне çĕр кисреннĕ. Шел, пĕр сăн ÿкерчĕк те упранса юлман», — пĕлтерчĕ Маргарита Алексеевна. Хĕрарăм пултарулăх конкурсĕнче çĕнтернĕ. Артистсем те хайлава ырласа йышăннă. Василий Павлов пьесăна куç хÿрипе пăхса илме шутланă та вĕçне çитиех вуласа тухнă. Чăваш халăх артисчĕ куççульленнине пытарман. Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 65 çул çитнине халалланă спектакле 2009 çулхи акан 30-мĕшĕнче театр сцени çине кăларнă («Пĕр пьеса çырсах чапа тухрĕ»)

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.