Тантăш № 29 (4647) 25.07.2019

25 Июл, 2019

* Алла йĕппе çип тытакан арçын ачана сайра хутра курма пулать. Çĕвĕ машини умне ларса пусма тăрăх асамлă йĕппе чуптарни — тата тĕлĕнтермĕш. Çак кунсенче Канаш районĕнчи Катекре пулсан шăпах пултаруллă арçын ачапа паллашса тĕлĕнтĕм.

Сашăпа Алеша Александровсем ĕçчен çемьере çитĕнеççĕ. Вĕсемпе тĕл пулнă чухне те пушă марччĕ маттурскерсем. Çарана кăкарнă пăрăвĕсене шыв ĕçтерсе таврăнатчĕç. Саша 5-мĕш класс пĕтернĕ. Спорта юратакан арçын ача районти ăмăртусене хутшăнать. Çуран тата йĕлтĕрпе чупасси килĕшет ăна. Шашкăлла выляма ашшĕ хăнăхтарнине каларĕ. Районта иртнĕ ăмăртура тăрăшуллăскер тантăшĕсен хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Кун хыççăн вăл хăйĕнчен аслăраххисемпе шашкăлла выляса пăхнă. Çĕнтерни хавхалантарнă ĕнтĕ. Ĕмĕчĕ пурнăçланнă — Саша 11-мĕш класри вĕренекене те çĕнтернĕ.
Алеша технологи урокне юратса ăса хывать. Вĕрентекенне Наталья Валерьевнăна килĕштернипех çак предмета кăмăлланине пĕлтерчĕ каччă. Вăл сумка, алса тата ытти темĕн те пĕр çĕлесе амăшне савăнтарнă. Çак ĕç Алешăн чун киленĕçне çаврăннă. Çавăнпах ашшĕпе амăшĕ ывăлне çĕвĕ машини туянса панă. Парнепе хавхаланнă арçын ача хăйĕн валли комуфляж тумтир çĕленĕ. Шăлаварне те, курткине те. Епле маттур! Амăшĕ вара пытармарĕ, хăй çĕвĕ машини умне ларса та курманнине каларĕ.
— Ÿссен çĕвĕ машини юсакан пулас килет. Çĕлеме килĕшет. Ку ĕç хĕрачасем валли тесе уйăрмастăп, пачах вăтанмастăп. Ĕç урокĕнче пурте — хĕрачасем те, арçын ачасем те — Наталья Валерьевна вĕрентнине ăса хыватпăр, — ĕмĕчĕпе паллаштарчĕ 8-мĕш класа куçнă Алеша. Шăллĕпе иккĕшĕ те физкультурăна кăмăллаççĕ. Амăшĕ каласа кăтартнă тăрăх, арçын ачасем хуçалăхра питĕ пулăшаççĕ. Кил хуçи ялан ĕçре пулнăран утă çулса-пуçтарса кĕртме ачисем хастар. Çемье икĕ ĕне усрать вĕт. Кĕтÿ пăхма черет çитсен те вĕсем çинче шанчăк. Пахчара йăрансене çум курăкран тасатсах тăраççĕ маттурсем. Хĕвел анса ларсан футболла выляма та ĕлкĕреççĕ
(Ял илемĕ — вĕсенче. Елена ЛУКИНА)

* Наша делегация вернулась из небольшого путешествия в Кировскую область, где проводился педагогический лагерь в рамках Всероссийского фестиваля бардовской песни «Гринландия» имени И.Д. Кобзона.
Ребята провели яркие три дня в окружении улыбчивых и солнечных людей на берегу реки Быстрица, откуда открывались невероятные виды на величавый лес и палаточный городок, из которого слышались песни под гитару, смех и выдуманные кричалки на предстоящие игры.
Программа была очень насыщенной! Днем участников ждали разнообразные образовательные площадки, из которых мы почерпнули интересные идеи для своих муниципалитетов, квесты, класс-ные встречи, веселые и энергичные отрядные игры. Вечером лагерь собирался у костра, под гитару исполняли зажигательные и лирические песни или около большой сцены, где проводился громкий и динамичный концерт с Александром Шагановым, Сергеем Трофимовым и другими талантливыми исполнителями. Времени скучать не было!
Дружно хотим выразить слова благодарности Олегу Валенчуку, депутату Госдумы РФ, который является идейным вдохновителем фестиваля бардовской песни «Гринландия», создателем этого прекрасного места
(«Гринландия»)

* Çуллахи вăхăтра ялсенче кукашшĕ-кукамăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ патĕнче канакан йышлă. Шăпăрлансен каникулĕ хăйне майлă интереслĕ те хаваслă ирттĕр тесе Йĕпреç районĕнчи Пысăк Упакассинчи ача-пăча лапамĕнче «Çуллахи каникула — кĕнекепе» презентаци-курав йĕркеленĕ. Сăмах май, хăтлă лапама ял тăрăхĕнче пурăнакан нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕ хăйсен укçи-тенкипе ăсталанă. Халь кунта иртен пуçласа каçченех татăлма пĕлмесĕр ача-пăча хĕвĕшет.
Пĕр пысăк çĕклем кĕнекепе утакан Светлана Евграфова библиотекаре курсан ачасем савăннипе хирĕç чупнă. Курава М.Зощенкăн, Г.Андерсенăн, М.Пляцковскин, Ю.Энтинăн, Л.Яхнинăн кĕнекисене тата «Хыпар» Издательство çурчĕ кăларакан «Тетте» журнала илсе килнĕ. Хуларан килнисем те, ялтисем те ача-пăча кăларăмне алран ямасăр вуланă, кубик пăрахса сĕтелçи вăййисене вылянă. «Теттери» тĕрлĕ халăх юмахĕсене юратсах шĕкĕлчерĕмĕр, кайран сăнарсене тишкертĕмĕр. Вĕсенчен кашниех ăса, ырăпа усала уйăрма вĕрентет, ачасене кăмăл-сипет енчен çирĕплетет. Уçă сывлăшра хайлавсем лайăхрах вуланаççĕ, пĕчĕккисем юмахсене астуса юлаççĕ. Кĕнекепе туслисен йышĕ пысăк, çуллахи вăхăтра та библиотекăран ача-пăча татăлманни савăнтарать пире. Кукамăшĕ е асламăшĕ çавăтса килет мăнукĕсене вулавăша. Аслисем хăйсем кĕнеке вуласа ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Вĕсене кура ачисем, мăнукĕсем те туртăнаççĕ. Хăшĕ-пĕри ятарласа кĕтĕве кайма е çумăр çунă чухне вулама пырса илет. Çуллахи кун вăрăм-çке, кĕнекепе вăл хăвăртрах иртет. Юмах, фантастика, приключени кăсăклантараççĕ ачасене. Каникулта вулама парса янă списокпа килекен нумай», — палăртрĕ Светлана Валерьевна (
Урамра «Тетте» вулаççĕ)

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.