Хресчен сасси 27 (2766) № 24.07.2019

24 Июл, 2019

* Вăрман пек кашласа ларакан, тарăн тымар янă курăкпа темиçе çул кĕрешеççĕ ĕнтĕ. Анчах лару-тăру çав-çавах çивĕч-ха. Ăна çулсан та хăвăрт çитĕнсе чечеке ларать çав. Тарăн тымарне тĕппипе тăпăлтарса кăлараймăн. Пĕчĕк касăкĕ юлсан та каллех тымарланать. Мĕн тумалла?

Специалистсем республикăра çак курăк çитĕнекен тата унран тасатнă вырăнсене палăртма сĕнеççĕ. Халăхра пултăран хăрушлăхне ăнлантармалла, унпа кĕрешмелли мерăсемпе паллаштармалла. Агротехника, хими хутăшĕ… — пур мелпе те усă курмалла. Курăк шăтса тухнине асăрхасанах çулмалла, çитĕнсе чечеке ларма памалла мар. Çу каçа 3-4 хут çулсан вăррине кăлараймасть, сарăлаймасть. Тымарне тăпăлтарма вăл çитĕнекен лаптăка тарăн сухаламалла. Хими мелĕпе те пĕтерме пулать. Усă курман çĕре ятарлă препаратпа сирпĕтмелле. Шĕвек çулçи тăрăх тымарĕ патне çитет. Анчах çак ĕçе пултăран çитĕнсе кайиччен тумалла. Шел, Чăваш Енре усал курăка хирĕç кĕрешессине кирлĕ пек йĕркелемен. Çавна май вăл сарăлсах пырать. Ăна пĕтерессипе ял тăрăхĕсем, хушма хуçалăхсем ытларах ĕçлеççĕ.
Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн ертÿçи Николай Малов палăртнă тăрăх, хальхи вăхăтра республикăра Сосновский пултăранĕ пысăк лаптăк йышăннă май тавралăхшăн, çынсен сывлăхĕшăн хăрушлăх кăларса тăратать. Ăна сарăлма парас мар тесен чечеклениччен çулса тăмалла.
РФ Çĕр кодексĕн 13 статйипе килĕшÿллĕн çĕр хуçисен, арендăна илнисен ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ хире çум курăкран сыхламалла. Сосновский пултăранĕ тек ял хуçалăх культури мар. 2015 çулхи ноябрь уйăхĕнче вăл Раççейре сиенлĕ çум курăк йышне кĕртнĕ. Лаптăкра вăл çитĕнсен Раççей ял хуçалăх надзорĕ хуçисене административлă майпа явап тыттарма пултарать: граждансене — 20 пин, должноçри çынсене — 50 пин, предприяти-организацие 400 пин тенкĕ
(Пултăран: усăллă е сиенлĕ? Лариса АЛЕКСЕЕВА)
 

* Халĕ ăçта пăхан — çĕрĕк йывăç урлă та пирлĕ выртать. Тепри, вăйлă çил-тăвăлпа хуçăлса çумри «юлташĕ» çине тайăннăскер, халь-халь вĕçерĕнсе анса кама та пулин лапчăтас пек туйăнать. Кĕрекере кăштах хĕрсен «Упи каçми çырминчен эпир каçса килтĕмĕр…» тетпĕр-ха та, кунта, çатрара, йăпăр- япăрах каçкаласа çÿреймĕпĕр. Ача-пăчана та илĕртмест кунашкал илемсĕрлĕх. Вĕсем те ирĕке тухнă качакалла йăлтти-ялтти сиккелеймĕç.
Ÿкнĕ-тÿннĕ йывăç-турата вăрмантан пĕр чарусăр илсе тухма ирĕк паракан саккун вăя кĕни ял çыннишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хресчен авалах çут çанталăк пуянлăхĕпе усă курса хушма тупăш илнĕ. Çавăн пекех кил-çурт çавăрнă, çатан, карта-вите тытнă, стройматериал хатĕрленĕ, кил-çурта ăшăтнă. Пушăтран çăпата хуçнă, хăваран лăпă, карçинкка, ытти хатĕр çыхнă. Ут транспортне — урапа- çуна, тăрантас — хăйсене усă курма та, сутлăх та ăсталанă. «Вăрман пек пуян пулăр» тесе çамрăк мăшăра пил парасси ăнсăртран çуралман.
Кÿршĕллĕ вырнаçнă Энехмет ялĕнче пурăнакансем пурте тенĕ пекех пушă вăхăтра хĕл каçмалăх вут- шанкă хатĕрлетчĕç. Чĕрĕ йывăçа никам та тĕкĕнмен. Хăрăк шĕшкĕ, ÿкнĕ-тÿннĕ çатрака сахал-им? Халĕ çак пысăках мар катана кĕрсе тухма май та çук. Унччен тĕкĕннĕ кашни туратшăн штраф тÿлеттернĕ те, сивĕнчĕ халăх вăрмана тирпей-илем кĕртес ĕçе хутшăнма
(Мĕншĕн кашлатăн, сĕм вăрман?)

* Тăван шкултан вĕренсе тухакансене чăваш чĕлхипе литератури уйрăмне кайма сĕнеттĕм. Чăвашлăха аталантарма пултаракансен йышĕ ытларах пултăр тенĕ-çке. Чăваш чĕлхипе илемлĕ литература сахал тухни те хытах шухăшлаттарать. Ял халăхĕ çакна темшĕн ăнланасшăн мар. Ачисене «Тантăш» хаçатпа «Тетте», «Самант», «Тăван Атăл» журналсене мĕншĕн çырăнса парас мар? Хăйсен тата «Хыпар» хаçатпа кăларăмĕсенчен мĕншĕн аякра пулмалла? Ачисене вара çуралнă-çуралманах вырăслантарас тесе çунаççĕ (Чăвашăн чăвашах пулмалла)

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.