- Чăвашла верси
- Русская версия
Тантăш № 27 (4645) 11.07.2019
* Чăваш наци телекуравĕн экранĕ çине Мальвина Петрова йĕркеленĕ «Çăлтăрчăксем» ача-пăча кăларăмĕ тухма тытăнсан чăваш ачисемшĕн уяв çитрĕ тейĕн. Тăван чĕлхепе янăракан хыпарсем пĕринчен тепри кăсăклăрах. Хăшĕ-пĕри вара ертÿçисем çинчен ытларах пĕлесшĕн ăнтăлни палăрчĕ. Мĕнлерехскерсем- ши вĕсем пурнăçра — чăвашла таса та илемлĕ калаçакан, куракансене йăл кулă тата хаваслă кăмăл парнелекен арçын ачапа хĕрача? Эпир вара пирĕн пĕчĕк вулакансен кăмăлне тивĕçтерес терĕмĕр. Мĕнех, паллашсамăр, Дима Руссаков тата Настя Ларшникова.
Йăл кулăпа калаçакан, экран çинче шыври пулă пек ирĕклĕ курăнакан Настя Ларшниковăна курсан вăл та хумханать тесе кам шухăшлатăр? Çапла, яваплăх туйăмĕ тени ĕнтĕ çакă. Илемлĕ вулав конкурсĕсенче тăтăшах çĕнтерекен хĕрача та хумхану мĕнне манман-ха.
Шупашкарти 41-мĕш шкулта ăс пухакан Анастасия Ларшниковăн пултарулăхĕ пĕчĕк чухне аслашшĕ купăс каласа такмаклаттарнинчен пуçланнă. Ун чухне вăл 3-4 çулта пулнă, çемье Шăмăршăра пурăннă-ха. Шкул çулне çитмен ачасем валли йĕркеленĕ «Мисс Шемуршиночка» конкурсра уйрăм номинацире çĕнтернĕ Настя. Унтан Шупашкарта иртекен конкурса та хутшăннă, республика шайĕнче пуçласа иртнĕскерте 1-мĕш вырăн йышăннă.
Сцена çине тухиччен вăл мĕн тери хăранине амăшĕнчен ытла кам ăнланĕ-ши? Çакăнпа çыхăннă кăсăклă самантсем те аса илмелĕх пур. Аслашшĕ хĕрачана Васан ял тăрăхĕнче иртекен отчет конкурсне илсе кайнă. Настьăн сцена çине «Пукане» юрăпа тухмалла пулнă. Анчах хăйĕн черечĕ çитнĕ май: «Эпĕ тухмастăп, эпĕ хăратăп», — тесе куççульпех йĕме пуçланă вăл. Ертÿçĕ сцена çине Настя Ларшникова тухать тесе те пĕлтернĕ ĕнтĕ. Йĕрекен хĕр ачана хистесе, тĕксех кăларса янă сцена çине. Тухнă хайхискер: пĕр аллинче — микрофон, тепринче — пукане. Йĕпеннĕ куçне микрофонлă аллипе шăлкаланă та юрă çемми янăраса кайсанах сăн-питне йăл кулăпа çиçтерсе ним пулман пекех юрлама тытăннă. «Кам çакăн пек пултараять? Йĕрсе тухрĕ, юрă сăмахĕсем пуçлансан куççулĕ те çухалчĕ, кулма пуçларĕ», — тенĕ жюри хĕрачаран тĕлĕннине пытараймасăр.
Паянхи кун та сцена çине тухас умĕн питĕ хумханать Настя, анчах палăртмасть. Сăвă варринче сăмахсене пăтраштарасси пулсан та çухалса каймасть вăл, рифмине пăсмасăр малалла янăраттарать. Вера Кузьмина ячĕллĕ илемлĕ вулав конкурсне икĕ хутчен хутшăннăскер иккĕшĕнче те çĕнтернĕ. Пĕлтĕр вара «Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш» конкурсра 1-мĕш вырăн йышăннă (Паянхи «çăлтăрчăксем». Лариса ПЕТРОВА)
* Тăватă çултах вулама вĕреннĕ Вăрмарти шкулта ăс пухакан Егор Антонов. Кĕркунне 5-мĕш класа каяканскер каникулта та кĕнекене алăран ямасть, тавра курăмне анлăлатать, пуплевне якатать, çĕннипе паллашать.
Егор каникул вăхăтĕнче те алăран кĕнеке ямасть. «Эх, мĕншĕн тĕнчери пур библиотекăна та лекме май çук-ши манăн?» — кулянать вăл. Вулавăшран сахалтан та 7-8 кĕнеке йăтса килет. Пĕрремĕш класс пĕтернĕ йăмăкĕ валли те. Хаçат-журнал та шĕкĕлчет. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем валли тухакан «Занимательная физика», «Информатика» кĕнекесемпе, фантастикăпа кăсăкланать.
— Егорăн пуплевĕ, ас тăвăмĕ лайăх аталаннă. Хăш чухне сăмах çаврăнăшĕсемпе хама та тĕлĕнтерет. «Ăçтан вĕреннĕ эсĕ çапла калаçма?» — тесе ыйтатăп та вăл пĕр-пĕр кĕнекене асăнать. Литература урокĕсенче хайлав содержанине тĕплĕн каласа параять. Ырă кăмăллă, ыттисене хĕрхенме пĕлекен, ĕçчен, лайăх арçын ача çитĕнет, — ывăлĕпе кăмăллă Маргарита Анатольевна (Лавккаран бинокльсĕр тухнă)
* У кого-то сейчас каникулы, а кто-то и в летние дни находит себе серьезные занятия. С 1 по 6 июля в Чебоксарах прошли Межрегиональные соревнования по пожарно-спасательному спорту. Каждый день юные спортсмены проходили определенные этапы. Вот, к примеру, 3 июля определили лучших в подъеме по штурмовой лестнице. В числе победительниц оказалась и Анастасия Жукова, ученица 14-й школы Новочебоксарска. Она завоевала золотую медаль, выступая в средней возрастной группе девушек.
– Я очень рада победе, потому что долго шла к этому. Но даже не ожидала, что займу 1-е место, – поделилась впечатлениями Настя, чемпионка Всероссийских и межрегиональных соревнований по пожарно-спасательному спорту /2017-2019 годы/.
Настя увлечена не только спортом. Она учится на пятерки и хорошо рисует. Даже ходила в танцевальную студию, но вдруг поняла, что спорт ее интересует больше. Ее мама, Татьяна Николаевна, выросла в семье пожарных, да и сама сейчас работает в пожарной охране, с детства занималась спортом. Поэтому очень хорошо понимает и поддерживает тягу дочери к пожарно-прикладному спорту. Девочка показывает хорошие результаты и в легкой атлетике (ДОБИТЬСЯ СВОЕГО – чего бы ни стоило)
Комментировать