Урине

26 Июн, 2014

Урине пукане пек илемлĕ, ырă та таса чунлă хĕр ача. Вăл вун виçĕ çулта. Амăшĕ-пе иккĕшĕ пĕр пĕчĕк ялти пысăках мар пÿртре ытлăн-çитлĕнех мар пурăнаççĕ. Амăшĕ ялан ĕçре. Урине шкулта ăс пухать. Укçа çитменнипе килте тăтăшах выçă ларма та тивет. Анчах çакна пăхмасăрах вĕсем йывăрлăха лекнĕ çынсене пулăшма тăрăшаççĕ, чĕр чунсене хăйсен хÿттине илеççĕ, мĕн пуррипе хăналаççĕ. Анчах ырă çынсен лăпкă пурнăçĕнче те инкек-синкек сиксе тухать.

Пĕррехинче Урине амăшĕ ĕçрен таврăнсан пуç хытă ыратнине, ÿслĕк пуçланнине сисрĕ те хĕрĕ шкултан таврăниччен тесе выртса илме шутларĕ. Пепки шкултан килсен апат ăшăтса пама тăрасшăнччĕ, анчах пуçĕ çаврăннипе тăраймарĕ. Урине амăшĕ сывă маррине пÿрте кĕрсенех туйрĕ. Яланах хаваслă кĕтсе илекен çывăх çынни паян ытла та салху. Ырă мара сиссе часрах амăшĕ патне ыткăнчĕ.

- Анне, аннеçĕм, мĕн пулчĕ сана?

Амăшĕ шăппăн хуравларĕ:

- Хĕрĕм, эсĕ ан кулян, пуç кăштах ыратать те темех мар, эмел ĕçĕп те иртсе кайĕ. Мĕнле-ха капла пулчĕ, çулла чирлесе ÿкрĕм, нихăçан та кун пек пулакан марччĕ-çке?

- Эпĕ сана вĕри, сиплĕ чей туса парăп... Эсĕ выртах, аннеçĕм, вырт. Эпĕ часах, – терĕ юратнă амăшне Урине.

Нумай та вăхăт иртмерĕ чейпе эмел илсе те килчĕ.

- Эсĕ мана пĕчĕк чух пăхнă, халĕ эпĕ сана пăхам. Аннеçĕм, градусник лартар-ха, температура çук-ши? Пысăк пулсан эмелне ĕçĕн, - терĕ хĕр ача. Нумаях та вăхăт иртмерĕ.

- Анне, кÿр-ха градусникна пăхам... Турăçăм, температура питĕ пысăк-çке, мĕн тăвăпăр халь? Эмелне ĕçесех пулать, - тесе вăйпах хыптарчĕ пăшăрханса ÿкнĕ Урине. - Ыран та иртсе каймасан тухтăра чĕнĕпĕр.

 

- Çук, çу-у-у-к, тухтăрсемсĕрех сывалăп, - терĕ амăшĕ.

Анчах пуç ыратни тепĕр кунне те иртмерĕ. Чир вăраха каясран хăраса Урине пур пĕрех тухтăра чĕнсе килчĕ.

- Чир вăраха кайнă. Пĕр тăхтаса тăмасăр сыватма тăрăшмалла, унсăрăн... - хурланса пĕлтерчĕ тухтăр.

Урине çывăх çыннине сыватма укçа кирли çинчен амăшне шарламарĕ, çапах та ăна мĕнле тупмалли пирки чылай шухăшларĕ.

- Темле йывар ĕçре те пилĕк авнă пулăттăм, ÿркенмĕттĕм аннене сыватма укçа кăна тупасчĕ...

Пĕррехинче Тукасра пурăнакан Наçтук аппа Урине патне пычĕ:

- Хĕрĕм, ман вырăна ĕçе каймăн-ши? Кĕтÿ черечĕ çитрĕ, виçĕ кун каймалла, - терĕ. Хĕр хаваспах килĕшрĕ, ĕç тупăннишĕн савăнчĕ те.

Наçтук аппа лавккара урай çуса пурăнать. Пĕчченех пурăннăран кĕтÿ черечĕ çитсен хăй вырăнне ĕçе кама та пулин тупса ярать. Ку хутĕнче, акă, Уринен ĕçлемелле пулчĕ. Çамрăк хĕр ĕçрен хăрамасть тата амăшĕшĕн вăл тем тума та хатĕр. Ял çыннисене вăл кил таврашĕнче, хăшне анкартинче мĕн те пулин туса пулăшать. Уншăн ăна укçан тÿлекенсем те пулчĕç. Хăшĕ- сем вара çемье йывăрлăхĕсене кура тÿрех укçа та сĕнеççĕ. Урине аван мартан илесшĕн те пулмарĕ, анчах ăна вăйпах паркаларĕç. Ял-йыш сисет, Уринене хĕрхенсе те калаçрĕç:

- Мăнтарăн хĕрĕ, ытла та ĕçчен, ывăнма та пĕлмест-çке. Ăçтан тухать-ши вăй-халĕ? Йăлт амăшĕшĕн тăрă-шать, уншăн чунне пама та хатĕр.

Урине тĕттĕмленсен кăна килне таврăнкалатчĕ, анчах хăй ывăнса çитнине кăтартмарĕ. Каçхи апат пĕçерсе çитернĕ хыççăн амăшĕпе юнашар калаçса ларнă çĕртех çывăрса каятчĕ тепĕр чухне. Ирхине вара шкула тухса чупатчĕ.

Вырсарни кун çитрĕ. Урине кунĕпех амăшĕпе юнашар пулчĕ. Каçхине пилĕк сехетсенче алăкран шаккарĕç. Шывпа тата газпа усă курнăшăн укçа пухма килнĕ иккен. Урине вĕсене хăй ĕçлесе илнĕ укçаран тÿлесе ячĕ. Амăшĕ хĕрне чĕнсе илчĕ те:

- Хĕрĕм, шывпа газ укçи илме килчĕç-и? Эпĕ ун çинчен мансах кайнă. Сана шкулта та укçа кирлĕ пуль, манăн енчĕкрен ил. Кÿршĕри Кĕтерук аппунтан та илмелли пур. Эх, çак чир, мĕншĕн мана тапăнчĕ-ши? Укçа мĕнле тупмалла-ши? Хĕрĕм, эпĕ ыранах ĕçе...

Урине амăшне каласа пĕтерме памарĕ.

- Çук, çук, ĕç çинчен ан та шухăшла. Сана йывăр. Эпĕ хамах укçа тупăп. Пире нумай кирлĕ мар, - çирĕппĕн ĕнентерчĕ амăшне ачи, хăй çав вăхăт-рах пÿртрен тулалла тухса кайрĕ.

- Эй, турăçăм, мĕншĕн çавăн пекех асаплантаратăн-ши пире? Эпир нуша курма çуралнă-ши? Эй, турăçăм, пулăшсам пире! Пулăшсам! Аннесĕр мĕнле-ха эпĕ? Унсăр пурнаймастăп! Турăçăм! Пулăшсам аннене! Тархаслатăп сана, тархас-ла-тăп!... - чĕтрекен сасăпа пăшăлтатрĕ те ĕсĕклесе макăрса ячĕ.

Çак вăхăтра вăл кушака курчĕ. Лешĕ Урине урисем çумĕнче мăрлатса çÿ-рерĕ.

- Эх, Мăрăлкка... Выçса кайрăн-им? Мĕн çитерем-ши сана? Кăштах, апат çинĕ хыççăн çăкăр юлнăччĕ, çавна та пулин парам ĕнтĕ, - пÿртрен хытса кайнă çăкăр илсе тухрĕ. - Çи, урăх çук, хамăра вали те юлмарĕ, чунтанах калаçрĕ хĕр ача кушакпа. Мăрăлкка çисе тăранчĕ те пăрăнса утрĕ.

Урине кÿршĕ ялсене ĕç шырама кайрĕ. Çул çинче вăл енчĕк тупрĕ. Унта укçа сахалах маррине курса савăнса кайрĕ. Лавккана çăкăр, аптекăран эмелсем илме каяс тесе шухăшларĕ хĕр пĕрчи, анчах енчĕкĕн хуçи те тупăнчĕ. Темĕнле ватă кинемейĕн пулнă иккен. Урине енчĕке хуçине тавăрса пачĕ, килне каялла кайма çул тытрĕ. Тĕттĕм- ленсех пырать. Таврара шăп, пĕр сас-чÿ те çук. Утсан-утсан тавралăх çап-çутă çуталса кайрĕ. Урине шикленме тытăнчĕ, çурăмĕ тăрăх сивĕ чупса иртрĕ. Мĕскер ку? Мĕн амакĕ? Унччен те пулмасть ылтăн хĕм сапса килекен шап-шурă урхамах урисемпе кукалеме тытăнчĕ, савăнăçлăн тулхăрса çын челхипе калаçма пуçларĕ:

- Урине, эпĕ - асамлă урхамах, турăпа пĕрле çÿлти пĕлĕт çинче пурăнатăп, сана катаранах сăнаса тăратăп. Сана питĕ йывăр, çавăнпа кунта çитме вас-карăм. Итле, Урине, эсĕ манран виçĕ хутчен пулăшу ыйтма пултаратăн. Ырă çынсене эпĕ яланах пулăшма хатĕр.

Урине тĕлĕннипе ним калама та пултараймарĕ. Асамлă урхамах хĕр ачана куçĕсенчен пăхса:

- Пĕлетĕп, санăн аннÿне сыватас килет. Пĕтĕм тĕнчери чĕрĕ чунсене телейлĕ пурнăç парас килет. Тата мĕн тăвасшăн эсĕ, Урине? Кала, ан вăтан. Эсĕ ыйтнине пĕтĕмпех пурнăçлăп.

- Эпĕ... эпĕ, э-э..., эпĕ кунашкал пулма пултарасса шухăшламан та, йăлт тĕлĕкри евĕр. Эпĕ... эпĕ урăх нимĕн те ыйтма пĕлместĕп. Анне сывални, тĕнчери мĕн пур чĕр чун сывă пулни - калама çук пысăк савăнăç, телей. Унран ытла мĕн кирлĕ-ха?

- Апла пулсан эпĕ сана пĕр асамлă юлташ парнелĕп, - вăл сывлăшран лаша евĕр тетте илсе пачĕ. - Çак тетте сана пурнăçра ялан пулăшса пырĕ. Эсĕ ăна «Тусăм, пулăш-ха мана», - тесе кăна кала. Вăл умна çитсе те тăрĕ. Темĕнле йывăр вăхăтра та сана пулăшу пама васкĕ, - тесе ăнлантарчĕ те асамлă урхамах Урине куçĕ умĕнчен çухалчĕ.

Урине амăшĕ сывалчĕ. Пурнăçра та пĕтĕмпех ăнса пычĕ. Йывăр вăхăтра асамçă панă пĕчĕк урхамахĕ пулăшсах тăчĕ.

Халĕ те Уринепе амăшĕ аван пурăнаççĕ, паянхи кун та вĕсем урхамаха тав туса çĕре çити пуç таяççĕ тет.

Ирина МАКСИМОВА.

Элĕк районĕ,

Мăн Ямаш.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.