- Чăвашла верси
- Русская версия
«Çамрăксен хаçачĕ» 24 (6270) № 20.06.2019
* Асатте вилсен аттепе анне ял администрацине справка патне кайрĕç. Унта специалистсем, çав шутра, çар учетне йĕркелесе пыракан та, пулнă. Вĕсем вăрçă ветеранне пытарма тивекен çăмăллăхсем пирки нимĕн те ăнлантарман, оркестр пирки пĕр сăмах та шарламан. Асаттене çĕртмен 1-мĕшĕнче, шăматкун, пытартăмăр. Вăл кун районта Акатуйччĕ те ял тăрăхĕн пуçлăхĕ унта кайнă терĕç. Администраци ĕçченĕсем хамăр ялтах пурăнаççĕ, кÿршĕ пек те килмерĕç. Асаттене чыслă пытараймарăмăр пек туйăнать», — пăшăрхану куççулĕ кăларчĕ ветеранăн мăнукĕ (Ветеранпа сыв пуллашма пуçлăх мĕншĕн килмен. Алина ИЗМАН)
* Çав кун пÿлĕмре ĕçлесе ларнă вăхăтра алăка пĕр карчăк уçрĕ. «Кĕме юрать-ши?» — тесе алăка хупмасăр пăхса тăчĕ. «Юрать», — тесен кĕрсе тăчĕ, анчах та иртсе ларма пултараймарĕ. Хăй унталла-кунталла пăхкаларĕ, темрен хăранăн туйăнчĕ. Пирĕн ĕçре кирек кам килсен те кашнинех чи малтан тĕплĕн, пĕр чармасăр итлесе пĕтермелле, çын нушине ăнланмалла. Çавна чухласа кинемее хама хирĕç тенкел çине лартрăм, кун хыççăн тин мĕн пирки килнине ыйтса пĕлме шутларăм. Чухлатăп-ха: çакăнта никам та ырă ĕçпе килмест. Мĕнле те пулин пăтăрмах сиксе тухсан кăна пире хăйсен нушисене каласа параççĕ.
Чи малтан çакна асăрхарăм: ман умра ларакан карчăк чĕтреме ернĕ, нимĕн те калаймасть, мана пĕрмай куçран тинкерет. Вăл ытла та нуша курнă çын пек туйăнчĕ, мĕншĕн тесен унăн алли хытса шултăрканă, пĕр куçĕ вара ытла темĕнле çаврăнса тулалла илемсĕр кăнтарса тăрать (Мăшкăл).
Комментировать