Хресчен сасси 22 (2761) № 19.06.2019

* Фермер çĕр ĕçĕсене вĕçлесен Çĕнĕ Ахпÿртсем аренда килĕшĕвне тума килĕшсе татăлнă. Çак самант çитсен хăш-пĕр пайçă сасартăк кутăнлашма тытăннă, маларах калаçса татăлнине пурнăçлама, çĕре арендăна пама килĕшмен. «Кам сана пирĕн çĕр çине кĕме хушнă?» — намăса мансах калаçнă хăшĕсем. Ырă тăвакана куçран сурнă темелле. Мĕн ку? Штраф хисепне фермер шучĕпе саплаштарма е тĕрĕслевçĕсене унăн шучĕпе тавăрма хăтланни-и? Анчах фермер мĕнпе айăпа кĕнĕ-ши? Çитменнине, çĕре йĕркене кĕртме кайнă тăкаксене те саплаштарман хайхискерсем. Çак лару-тăру чăннипех шухăшлаттарать. Халиччен те кирлĕ пулман пай çĕрĕсем пирки тинех аса илни, пĕр пус хывмасăр вĕсене йĕркене кĕртме хăтланни тĕлĕнтерет (Мĕн çитмест-ши пирĕн пурнăçра? Лариса НИКИТИНА)

* Муниципалитетсенче контейнер-бункер лартмалли лапамсем тăвас ĕç еплерех пырать-ха? ЧР Пуçлăхĕ ăна кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕччен вĕçлеме ыйтрĕ. Асăннă министерство редакцие июнĕн 10-мĕшĕнче панă хуравра 197 лапама туса пĕтернине, 646 тунине пĕлтернĕ. Ахăртнех, ĕçе çак уйăх вĕçленсен пĕтĕмлетеççĕ.
Телефонпа хăш-пĕр ял тата хула тăрăхĕсен администрацийĕсемпе çыхăнтăмăр — кашни ял-хуларах лапамсем тăваççĕ
 (Контейнер лартма вырăн турĕç-и?)

* Автостанцин пĕр кĕтесĕнче пилĕк хĕрарăм хăйсен нушисем çинчен сăмахлаççĕ. Çитмен пурнăç калаçтарать те, тарăхтарать те. Вĕсем сĕт хакĕ пирки калаçу пуçарнă. Пĕрисен патĕнче 1 литр сĕте пĕр тĕрлĕ туянаççĕ, теприсен — тепĕр тĕрлĕ. Ял çыннине чĕр таваршăн 1 тенкĕ хаклăрах тÿлени те пĕлтерĕшлĕ. Ара, пурлăха вăл пĕрчĕн- пĕрчĕн пуçтарать-çке.
Хайхискерсен калаçăвне арçын интеллигент татрĕ. «Чĕр тавара сĕт заводне пама администраципе килĕшÿ туман. Ăна пуçтаракансем килĕшÿ тăваççĕ. Сĕт хакĕ вĕсен аллинчен тухать. Сире тата мĕн кирлĕ урăх?» — терĕ те вырăнтан пăрăнса утрĕ
  (Пурнăç таппи пĕр вырăнта тăмасть)

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.