- Чăвашла верси
- Русская версия
Хресчен сасси 20 (2759) № 05.06.2019
* Вăл чĕр чунсене, выльăх-чĕрлĕхе питĕ юрататчĕ. Чи юратнă лаши — Сынокчĕ. Хăй çиес пĕремĕке те ăна çитеретчĕ, лайăх пăхатчĕ. Лаша ĕмĕрлĕхех куçне хупсан вăл ăна Палăк çырминче, выльăх масарĕнче, чысласа пытарнă. Унăн вил тăпри çине хурлăхан лартса хăварнă (Лашине пĕремĕк çитеретчĕ. Людмила АЙДАК)
* Май уйăхĕнче Çĕмĕрле районĕнчи Пĕренеш ялне урлă-пирлĕ пăхкалакан, этемрен хăраман тилĕ пырса çыпçăннă.
«Мĕншĕн вăл çавнашкалах йăпăлтатать! — тĕлĕннĕ ял çыннисем. — Сăлтавсăрах яла ерес çук — анкă- минкĕленмен-ши? Халех пĕлтерес ветеринара!» (Ялта — урнă тилĕ)
Комментировать