Ача сассисĕр çурт илемсĕр

25 Июн, 2014

Виçĕ тĕпренчĕкĕ йăваран вĕçсе тухса кайсан канăçа çухатнă мăшăр. Иккĕшĕ те нумай ачаллă çемьере çитĕннĕскерсем кил-йышсăр пурăнайман. Чылай шухăшланă хыççăн ют пепкене хăйсен хÿттине илнĕ. Анчах çакăнпа çеç çырлахман вĕсем. Паян Степановсен килĕнче çичĕ ача телей тупнă. Сăмахăм Шупашкар районĕнчи Тренькасси ялĕнче пурăнакан Вячеслав Васильевичпа Вера Даниловна çинчен.

«Ман киле таврăнас килет»

«Малтанах Шупашкарти ача çуртĕнчен Вадима илсе килтĕмĕр, - паллаштарчĕ çемье кун-çулĕпе кил хуçи хĕрарăмĕ. - Çав çулах вăл пĕрремĕш класа кайрĕ. Ăна выляса ÿсме юлташ пултăр тесе тепĕр арçын ача илме шут тытрăмăр. Вăл - Паша. Кăçал 9-мĕш класс пĕтерчĕ. Хĕр ачасăр та кил-çурт илемĕ çук. Çапла майпа пирĕн çемьене Кристина хутшăнчĕ».

Çак ачасем Степановсем патĕнче 6 çул пурăнаççĕ. Вера Даниловна каланă тăрăх - вĕсем кунти пурнăçа хăнăхнă. «Усрав ача» тенине килĕштермеççĕ. Кил хуçисемшĕн вĕсем тĕпренчĕкĕсем пекех хаклă. «Аслă гварди» теççĕ вĕсене Степановсем. Ара, ултă çул хушшинче пĕр-пĕринпе туслашма вăхăт пулнах.

«Кĕçĕн гварди» те пур. Амăшĕ вăхăтсăр вилнĕ хыççăн тăватă пĕр тăвана хăйсен «çуначĕ» айне пуçтарнă мăшăр. Кăçалхи Çĕнĕ çул умĕн вĕсем çак кил-çуртра телей тупнă. Катя 8-мĕш класран вĕренсе тухнă, Ваня вара - 5-мĕшĕнчен. Сашăпа Сергей вырăнти ача садне çÿренĕ. Çитес вĕренÿ çулĕнче Саша шкула кайĕ. Ăс-тăна аталантарас тĕлĕшпе кĕçĕннисем пĕлÿ çурчĕ çумĕнче йĕркеленĕ «Уникум» тÿлевлĕ курсра вĕреннĕ.

«Çур çул хушшинче ачасем хăнăхма ĕлкĕрчĕç-и?» - кăсăклантăм эпĕ. «Арçын ачасем тунсăхламаççĕ. Катя вара час-часах тăван тăрăхне аса илет, унта кайса курма ĕмĕтленет. Вăл - ĕçчен хĕр ача. Ялта ÿсни палăрать. Мĕн хушан - çавăнтах пурнăçлать. Кăмăлĕпе те ырă», - терĕ ун пирки Вера Даниловна.

Пĕр тăван арçын ачасен сывлăхĕ хавшакрах. Ваня шăллĕсенчен аслăрах пулсан та çÿллĕшпе вĕсем пекех. Ытти чир-чĕр те пăрăнса иртмен тăлăхсенчен. Мĕн тăвăн? Маларах йывăр çемьере пурăнма тÿр килнĕ вĕсене. Çавăнпа та Степановсем ачасене сывлăха çирĕплетмелли ятарлă центра яма палăртнă. Вера Даниловна каланă тăрăх - центра каяс умĕн шикленÿ туйăмĕ те çуралнă пĕчĕкскерсен. Ахальтен мар Саша: «Каялла таврăнатпăр-и эпир? Ман киле килес килет», - тенĕ çине-çинех.

Аслисене кура –кĕçĕннисем

Пирĕн калаçăва кил хуçи те хутшăнчĕ. «Ача усрава илесси «Найди меня, мама» телекăларăмран пуçланчĕ, - кăмăллăн калаçрĕ вăл. - Çакнашкал ачасене ырă тăвас килчĕ. Унсăр пуçне пире, йышпа пурăнма хăнăхнăскерсене, пĕччен пурнăç кичемрех. Иксĕмĕр те вĕрентекен пулнăран йывăрлăхсене çĕнтерессе шантăмăр. Кил-çурт пысăк. Ача сассисĕр унăн илемĕ çук».

Вячеслав Васильевичпа Вера Даниловна ĕмĕрĕпех шкулта ĕçленĕ. Пĕри - математика, тепри чăваш чĕлхипе литератури вĕрентнĕ. Каярахпа Вера Даниловна социаллă педагог тивĕçĕсене пурнăçланă. «Кĕçĕн гвардие» усрава илсен вăхăтлăха ĕçрен кайнă. Вячеслав Васильевич халĕ - шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ. Туслă мăшăр 34 çул пĕрле пурăнать, пĕр-пĕрне пулăшса, хисеплесе алă парать. «Упăшка пулмасан ку пуçару пуçа та килмест. Пур ĕçе те пĕрле канашласа пурнăçлатпăр эпир. Сăмахран, ача усрава илесси пирки çемйипех çулталăк шухăшларăмăр. Çак утăма тума ачасене те хатĕрлерĕмĕр. Мĕншĕн тесен ача - кушак çури мар, кăларса пăрахаймăн», - ăшшăн сăмахлать кил хуçи хĕрарăмĕ.

Степановсем ялти ытти çын пекех выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп усраççĕ, пахча çимĕç ÿстереççĕ. Хăйсен ачисене çитĕнтернĕ вăхăтра ĕне тытнă. Каярахпа кил-çуртра иккĕшĕ çеç юлсан ăна усрама пăрахнă. Халĕ вĕсен каллех ĕне пур. Ачасене сĕт юр-варĕ кирлех. Ахальтен мар çак выльăха авалтанах «çемьене тăрантаракан» тесе хакланă. Анчах та ĕне усрасси çăмăл мар. Çавăнпа та утă хатĕрлес ĕçе пурне те явăçтараççĕ Степановсем. Хĕрÿ ĕççи вăхăтĕнче никам та турткаланмасть: пурте кар тăраççĕ. «Аслă гвардие» курса кĕçĕннисем те тăрăшаççĕ. Акă Вадим сенĕк-кĕрепле аври лартать. Йывăçпа ĕçлеме кăмăллать арçын ача. Унсăр пуçне велосипед юсама та ăста вăл. Вячеслав Васильевич ăна хавхалантарсах тăрать.

Степановсем паян 30 сотăй нумай çул ÿсекен курăк, 10 сотăй çĕр улми çитĕнтереççĕ. Хушма хуçалăха аталантарма çĕр лаптăкĕ илме ял тăрăхне ыйту тăратнă. Ăна тивĕçсен пахча çимĕç ытларах çитĕнтерĕç. Çемье пысăк-çке. Çамрăк организма вара ытларах апат кирлĕ.

Туслă çемье

«Аслă гварди» çитĕнĕвĕсемпе савăнать кил-йыш. Акă Кристина ташлама юратать, «Сияние» ушкăна çÿрет. Район, республика конкурсĕсене хутшăнса пĕрре мар çĕнтернĕ. Юлашки вăхăтра Пĕтĕм тĕнчери фестивальсене те хутшăннă. Иртнĕ çул Туапсе хулинчен çĕнтерÿпе таврăннă, кăçал - Болгарие кайма хатĕрленеççĕ. Ташăсăр пуçне армспортпа кăсăкланать хĕр. Ку тĕлĕшпе те çитĕнÿсем пур. Кашни ăмăртурах çĕнтерет. Вăл Чăваш Республикин чемпионки ятне икĕ хутчен тивĕçнĕ.

Вадим ал ĕç тума юратнине асăнтăмăр. Çак енĕпе районти наукăпа практика конференцине çулсеренех хутшăнать. Кăçал иккĕмĕш вырăна тухнă. Николай Николаев вĕрентекен ăна яланах пулăшса пырать.

Паша вара спортпа туслă. Каратэпе, армспортпа кăсăкланать. Физкультура вĕрентекенĕ Юрий Артемьев ăна «Зарница», «Орленок» çарпа патриот вăййисене явăçтарать. Вĕсен ушкăнĕ те районта, республикăра малти вырăнсене йышăнать. Унсăр пуçне каччă темиçе хутчен «Çамрăк спецназовец» çар лагерĕнче сывлăхне çирĕплетме пултарнă. Çакă та спортпа туслашма пулăшнă ăна.

Аслисене кура кĕçĕннисем те спорт енне туртăнаççĕ. Вадим, сăмахран, самбо секцине çÿрет. Çавна май Ваньăпа Катя та унта çырăннă. Эппин пĕр-пĕринчен тĕслĕх илмелли пурах.

Тĕрĕссипе, Степановсем ачисене хăйсем спорта явăçтараççĕ. Хĕлле пурте йĕлтĕрпе ярăнаççĕ, çулла - велосипедпа. Хоккейла вылясси те йăлана кĕнĕ. Кашнийĕн велосипед, йĕлтĕр пур. «Уроксене хатĕрленсен, çывăрма выртас умĕн, пурте урама тухатпăр, - пĕлтерет Вячеслав Васильевич. - Спорта пула ачасен кĕлеткисем çирĕпленчĕç. Маларах Паша та пĕчĕкрехчĕ. Халĕ самай туртăнчĕ. Кун йĕркине пăхăнни, вăхăтра апатланни тата спортпа туслашни ачасене лайăх аталанма пулăшрĕ. Халĕ вĕренÿре те ĕлкĕрсе пыраççĕ вĕсем. «Кĕçĕн гвардие» те çак çул-йĕре суйласа илме пулăшмалла. Пирĕн тĕллев - вĕсене тÿрĕ çул çине кăларасси. Ку енĕпе шкул коллективне тав сăмахĕ калас килет. Ачасене воспитани пама чылай тăрăшаççĕ вĕсем».

Вячеслав Васильевичпа Вера Даниловна пирки ыррине çеç каламалла. Сак тулли ача çитĕнтерет мăшăр. Вĕсене çын тăвас тесе ырми-канми тăрăшать. Паллах, усал калаçакан та пулĕ ял хушшинче. Ара, халăх çăварĕ - хапха çăвар, уçăлать те хупăнать. Ачасене тивĕçекен укçа-тенкĕ апат-çимĕç, тумтир илме çеç çитет хальхи пурнăçра. Сăмахран, пĕрре апата ларсан та çичĕ чĕлĕ çăкăр касăлать, çичĕ кашăк яшка ăсăнать. Унта-кунта каймалла е конкурса хутшăнмалла пулсан нухрат шутласа тăмаççĕ Степановсем. Ачасем тивĕçлĕ аталанччăр тесе тăрăшаççĕ.

Нумаях пулмасть вĕсем ача усрава илнĕ çемьесен республика слетне хутшăннă. Çитес вăхăтра çакнашкал конкурсра тупăшĕç. Унта хăйсен ачисене те явăçтарма шут тытнă. Сăмах май, вĕсем пурте туслă пурăнаççĕ. Мăнукĕсем те килсе çÿреççĕ, «аслă гвардипе» тата «кĕçĕн гвардипе» пĕрле выляççĕ.

...Автобус чарăнăвне мана Паша ăсатса ячĕ. Экзаменсене ăнăçлă тытнине пĕлтерчĕ вăл. «9 класс хыççăн вĕренме урăх çĕре каяс шухăш çук-и?» - тĕпчерĕм эпĕ. «Çук, тата икĕ çул килтех пурăнас килет» , - пулчĕ хурав.

Валентина ПЕТРОВА.

Шупашкар районĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.