- Чăвашла верси
- Русская версия
Хресчен сасси 18 (2757) № 22.05.2019
* Матюк Ахваниç — Афанасий Савельевич Мадюков — вăрăм ĕмĕр пурăнса ирттернĕ. Ылтăн алăллăскер 92 çула çитсе те лаша кÿлнĕ. Вĕсем мăшăрĕпе Ольга Тарасовнăпа 1 ывăлпа 6 хĕр çуратса ÿстернĕ. Ывăлĕ Иван, 1910 çулта çуралнăскер, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланиччен авланнă. Пĕртен пĕр хĕрĕпе арăмне яла хăварса вăрçа тухса кайнă вăл. 1944 çулта Витебск патĕнчи хаяр çапăçура пуç хунă. Афанасий Савельевичăн ултă хĕрĕ çемьеленсе тĕрлĕ çĕре саланнă. Халĕ ĕнтĕ çĕршывăн пур кĕтесĕнче те унăн тăхăмĕсем пурăнаççĕ, ача-пăча çитĕнтереççĕ.
Йăх-тымар йывăçĕн схеминче Матюк Ахваниç юнĕнчен ĕрченисем пурĕ — 166 ят. Ку йăхри çынсем юрра-ташша ăста, чылайăшĕ купăс калать. Çак енсем вĕсене Матюк Ахваниç юнĕнченех куçнă пулмалла. Вăл юратнă юрă халĕ йăх гимнĕ шутланать:
«Сад янăрать сар кайăк, ай, сассипе,
Чун савăнать тăвансем лайăххипе…» (Ватлăха ан туйтăр чун. Валентина ПЕТРОВА)
* «Хамăн профессие питĕ юратнă эпĕ. Вĕренекенсем тăван ачасем пекех туйăнатчĕç. Халĕ те çаплах. Хăйсем те хисеплеççĕ, сума сăваççĕ мана. Час-часах тĕлпулăва чĕнеççĕ», — тет Патăрьел районĕнчи Упамсара пурăнакан Светлана Вавилова (Вăрман тусĕ)
* Тăманлă Выçлинче кун кунлакан Наталья Бархонова шкула кайичченех çыхма тытăннă. Çак ăсталăх амăшĕнчен юнпа куçнă ăна. Хĕрĕ каланă тăрăх, Варвара Никифоровна паянхи кунчченех тĕрлĕ япала çыхма кăмăллать.
«Пĕчĕк чухне аннерен вăрттăн çыхаттăм, тĕрлеттĕм, — калаçăва пуçăнчĕ Наталья Алексеевна. — Кайран чĕнтĕр çыхассипе кăсăклантăм. Халĕ пушă вăхăт тупăнсанах е чĕнтĕр йĕппи, е пански йĕппи тытатăп. Яшка пĕçернĕ чухне те вăхăта сая ярас килмест, пĕр-икĕ рет çаврăнатăпах» (Каçал енĕн хастар çыннисем)
Комментировать