- Чăвашла верси
- Русская версия
Тантăш № 19 (4637) 16.05.2019
* — Ехрем хуçапа çыхăннă пулас вăл. Унăн пирĕн тăрăхра та çурт пулнă теççĕ.
* Çĕнĕ Мăрат шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Татьяна Матросова алă усса лармасть, яланах вĕренÿре, ĕçре вăл… Таня – шкулти хастарсенчен пĕри. Вăл – Раççейри шкул ачисен юхăмĕн Çĕнĕ Мăрат шкулĕнчи ертÿçи. 2016 çулта йĕркеленнĕ «Юнарми» отрядăн командирĕ. Шкулти мероприятисене йĕркелесе ертсе пыраканни те вăлах. Кашни çулах çамрăк армеецсен «Орленок» вăййисене хутшăнать. Нумаях пулмасть хăйĕн çитĕнĕвĕсемшĕн Хура тинĕс хĕрринчи «Орленок» лагерьте канма тивĕçрĕ ("Эрешлĕ" чун киленĕçĕ)
* Манпа калаçнă чухне Коля эрешлĕ турилкке каскалатчĕ.
— Манăн лайăх, чаплă столяр пулас килет. Килте усă курма хитре сĕтел-пукан ăсталасчĕ. Пирĕн çемьере никам та каскаламан. Эпĕ пĕрремĕшĕ, — терĕ вăл пуçне çĕклемесĕр ĕçленĕ май.
Нурăсри интернат шкула Элĕк районĕнчи Куракăш ялĕнчен çÿрекенскер ялти тусĕсемшĕн тунсăхланине палăртрĕ ("Орлёнокра" канчĕ)
Комментировать